Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халех, пӗр сехет те тытӑнса тӑмасӑр, унӑн типсе куштӑрканӑ ҫиелти сийӗ тӑрӑх виҫшер тӑватшар йӗрлӗн сӳресе тухмалла, пирченсе выртнӑ тӑпрана тимӗр сӳре шӑлӗсемпе чӗркелесе ватса тӑкмалла, унтан вара, кӑпӑшка суха кассисем тӑрӑх тырӑ акакан машинӑсем кӑларса ямалла: ылтӑн тулӑ пӗрчисем ҫӗр айне тарӑнрах акӑнса юлччӑр.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӗлӗкрех виҫшер, тӑватшар, пилӗкшер тенкӗ тӳленӗ, теҫҫӗ…
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Хӑш чухне унтан тӑватшар лаша кӳлнӗ урапасем пӗрин хыҫҫӑн тепри сирпӗнсе тухаҫҫӗ.Иногда оттуда вырывались одна за другой четверки бешеных лошадей в яблоках.
XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫулҫӳревҫӗсем ҫеҫ хӑйсен арӑмӗсене ирсерен ҫирӗм тӑватшар упражнениллӗ гимнастикӑсем тутарса тертлентереҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сарлака урама кӗпер патӗнче пысӑк та илемсӗр баррикадӑпа картланӑ, ӑна пӗренесенчен клеткӑсем купаласа, варрине хӑйӑр тултарса тунӑ; сӗтел ҫине ача манса хӑварнӑ кубиксем пек, кӗпер кӗтессисенче тӑватшар амбразурӑллӑ, тӑватшар кӗтеслӗ, бетонран тунӑ дотсем мӑкӑрӑлса тӑнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кашни ылттӑн погонӗ ҫинче, пӗчӗк тупӑсене шутламасӑр, тӑватшар пулнӑ.По четыре штучки на каждом золотом погоне, не считая пушечек.
10 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӗсен кашнийӗннех автомат, нумай патронсем тата тӑватшар ручной граната пулнӑ.У каждого был автомат, много патронов и по четыре ручные гранаты.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
3. Ҫакӑ иудейсен кӑмӑлне килнине курсассӑн, вӑл Петра та ярса тытма хушнӑ; ун чухне тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем пулнӑ; 4. ҫапла ӑна ярса тытнӑ та тӗрмене хупнӑ, тӑватшар салтаклӑ тӑватӑ ушкӑна ӑна черетпе хураллама хушнӑ; Ирод ӑна Пасха иртсенех халӑх умне илсе тухма шутланӑ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Кашнийӗн — тӑватшар пит-куҫ, кашнийӗн — тӑватшар ҫунат, вӗсен ҫуначӗсем айӗнче — этем алли евӗрлӗскерсем.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ курах кайрӑм: акӑ ҫурҫӗр енчен ҫил-тӑвӑл ҫӗкленсе килет, капмар пӗлӗт тата явӑнса ҫунакан вут-ҫулӑм, ун тавра ҫиҫсе-ялтӑртатса тӑрать, 5. ҫакӑн варринчен вут варринче ҫулӑм ҫути евӗрлӗскер ялкӑшать; унӑн варринчен чӗрчун евӗрлӗскерсем тӑваттӑ курӑнаҫҫӗ; вӗсем акӑ мӗнлеччӗ: сӑн-сӑпачӗ вӗсен этемӗнни пек; 6. кашнийӗ тӑватшар питлӗ, кашнийӗ тӑватшар ҫунатлӑ; 7. урисем вӗсен — тӳрӗ туналлӑ, ури лаппийӗ — пӑру урин лаппийӗ евӗрлӗ, вӗсем йӗс пек ҫиҫеҫҫӗ (ҫуначӗсем ҫӑмӑл вӗсен).
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кашни ушкӑнра тӑватшар пин ҫын пулнӑ.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тухӑҫ енче кунсерен — ултшар левит, ҫурҫӗр енче кунсерен — тӑватшар, кӑнтӑр енче кунсерен — тӑватшар, пурлӑх управӑшӗсем патӗнче икшер левит тӑнӑ.17. К востоку по шести левитов, к северу по четыре, к югу по четыре, а у кладовых по два.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.