Поиск
Шырав ĕçĕ:
Амортизатор вӗҫӗсенчен тӑватшар рабочи ярса тытрӗҫ те мӗн чухлӗ вӑй ҫитнӗ таран туртрӗҫ.
Самолёт тата ҫӑматӑ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн эпир тата ҫӗр те тӑватшар сехет вӗҫрӗмӗр, вунпӗр пин гектар ҫӗр ҫинчи саранчасене пӗтертӗмӗр.После этого мы налетали еще сто четыре часа и уничтожили саранчу на одиннадцати тысячах гектаров.
Саранчасемпе кӗрешни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Мӗнле турттармаллине каласа кӑтарт, Махов, ӗҫе ӑнӑҫтарма пултарайман ҫынсене тӑватшар труба хурса, пурне те вырӑна мӗнле ҫитерни ҫинчен кала.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кашни машина ҫине тӑватшар труба тиеҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хӗрсем листовкӑна ҫавӑнтах тӑватшар экземпляр ҫырса илеҫҫӗ те хулари ҫынсене салатма каяҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Пирӗн кашниннех пиҫиххисем ҫумӗнче тӑватшар граната пур.
Хушса кӗртнӗ сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
— Тухтар, — терӗ кил хуҫи, — эс кунта вӑтанса-именсе ан тӑр-ха, килти пек пул; ялта пу-пурӑнсах пурӑнма шутлатӑн пулсан, сана калам: пӳртӗм ирӗк, тӑват енсем кӑна тӑватшар тенӗ пек, пӗр пӳлӗмне йӑлтах ху ятна йышӑн…
XIII. Кӗтмен хирӗҫӳ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫырмари пӗр тарӑн аслӑ ҫул тӑрӑх тӑватшар лаша кӳлнӗ павускасемпе лавсем, ҫӗрне-кунне виҫмесӗр, пӗр-пӗринчен ӗрӗхтерсе ирте-ирте ҫӳренӗ, вӗсен чӑнкӑ пӗккисем курӑнман.
XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӗрсем ярӑнарах утса пынӑ чух кӑкӑрӗсем умне йӗр хӑварми ҫакса тултарнӑ мӑййисемпе шӗлкемисем, хул урлӑ яна тӑватшар ретлӗ теветсем ҫинчи кӗмӗлсем куҫ чарӑлса каймалла ялкӑшаҫҫӗ.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сахалтан та тӑватшар, е пилӗкшер ҫӗр ҫын пулмалла тесе шутлаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Кашни тенкел ҫинче тӑватшар ача ларать.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Лена, ним шарламасӑр, кунне тӑватшар хут ун умне е чей, е сӗт, е типӗтнӗ панулми ярса вӗретнӗ шыв тултарнӑ стакан пыра-пыра лартать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫак ниме тӑман япалана виҫшер ҫӗр, тӑватшар ҫӗр штук туса пама заказ паратчӗҫ мана, анчах эпӗ хам вӑл мӗнле япала иккенне нихҫан та ыйтса пӗлмен».
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Эпӗ тата урӑххине те пӗлетӗп: Мудьюг утравӗ ҫинче кашни ҫынна кунне тӑватшар галета памалла, анчах яланах мӗншӗн те пулин штрафлаҫҫӗ те, икшер галета кӑна лекет…
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Думкӑна вӑл кунне тӑватшар хут уҫӑлтарса ҫӳреме илсе тухма тытӑнчӗ.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл кун пек экскурсисене хӑнӑхни витӗрех курӑнса тӑрать; вӗсем ун усламӗсен пӗр ҫӑлкуҫӗ пулнӑ: кашни дуэль ӑна сакӑр червонца услам панӑ — хирӗҫ тухнӑ кашни ҫынран тӑватшар тенкӗ.
XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Суллӑн кашни вӗҫӗнче — тӑватшар вӑрӑм кӗсмен; апла унта вӑтӑр сулӑҫа яхӑнах.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кайӑкӗсем чӑх евӗрлӗ, анчах ҫуначӗсемпе хӳрисем ҫук, урисем тӑватшар пӳрнеллӗ, сӑмсисем, бекасӑнни пек, вӑрӑм, ҫӑра тӗкӗсем хӑмӑртарах тӗслӗ; ҫак тӗлӗнтерекен кайӑксен тӗкӗсене ҫӳҫ теме те пулать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хуҫасем ӑна, апат ҫитернисӗр пуҫне, уйӑхне тӑватшар тенкӗ тӳленӗ те, вӑл вара вӗсем патӗнче ир пуҫласа каҫченех курпунне авнӑ.Платили ей господа в месяц четыре целковых с харчами, и гнула она горб от зари до ночи.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Кунтан Кобонкра шывӗ, тӑватшар футлӑ тӗме йывӑҫсемпе хупӑрланӑскер, юхса иртет.На берегу ручья Кобонгра, поросшем кустами вышиной в четыре фута.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.