Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир хӗвелтухӑҫӗнчи пӗр-пӗр халапҫӑ шухӑшласа кӑларнӑ хула пекех туйӑнакан хулана ҫитсе кӗтӗмӗр.Мы въехали в небывалый, город, как будто придуманный фантазией восточного сказочника.
Ҫӗрле Лахор хулине пырса кӗни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ҫак малтанласа пӑхма мӗшӗлтирех пек туйӑнакан этем кашни каҫах хӑйӗн ҫыннисене ертсе вӑрмантан тухса ҫӳреме пуҫларӗ.Каждую ночь этот несколько тяжёлый на подъём, мешковатый человек выходил со своими людьми из леса.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Тӗлӗкре кӑшкӑрнӑ пек туйӑнакан сасӑ часах мӗскӗнӗн ҫухӑрнӑ пек илтӗнекен пулать, вара ним уйӑрса илмелле мар нӑйкӑшнипе пӗтсе ларать.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Вӑл ирхи уҫӑ ҫиле пула чӗтре-чӗтре илет те, хӑрӑлтатса пӑшӑлтатнӑн туйӑнакан сасӑпа калаҫакан ҫын сассине илтсенех, кӑмӑлсӑр пулса шӑлне йӗрет.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Унӑн йӗри-тавра кӳлӗре пурӑнакансем: пурте пӗлсе тӑракан айван шампа йытпуллисем, кӗсменсем пекех туйӑнакан кайри ураллӑ шыв нӑррисем, сӗлӗхсем, тӗрлӗрен япаласене тата хӑйсене хӑйсемех те ҫиекен хуртсем, юлашкинчен тӗрлӗрен вӗтӗ инфузорисем пухӑнчӗҫ.
Буратино кӳлӗре пурӑнакансемпе паллашать, кунта вал тӑватӑ ылтӑн укҫа ҫухални ҫинчен пӗлет тата Тортилла тимӗр шапаран ылтӑн ҫӑраҫҫи илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Йӗри-тавра пурне те ҫав тери хытӑ астуса юлтӑм: куҫа хупса лартсан та, эпӗ тӗттӗмре подвала пӗтӗмпех куратӑп, ҫав сӗтелсене пурне те, чӳрече анисенче сӑр банкисем ларнисене, кисть ҫыххисем тӑнине, иконӑсене, кӗтесре, пожарнӑйӑн каски пек туйӑнакан пӑхӑр умывальник айӗнче, мӑшкӑлтӑк шыв лахханӗ ларнине тата пулат ҫинчен Гоголевӑн ҫара ури, шыва кайса вилнӗ ҫын ури пек, кӑвакскер усӑнса тӑнине куратӑп.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
«Кӑтартса хӑтланассине пӗтерсен, хама-хам ҫӑмӑллӑн туйӑнса каятчӗ, — хама йывӑррӑн туйӑнакан ҫӗклене пӑрахса янӑ пекехчӗ, пӗр ҫур сехетлӗхе е сехетлӗхе тенӗ пек пуҫра темле лайӑх, ҫӑмӑл пек пулса тӑратчӗ, унтан тата каллех ман пуса шӗвӗр те вӗт пӑтасем тулса ларнӑ пек, вӗсем унта тапранкаланӑ пек, ӑшӑнма пуҫланӑ пек туйӑнатчӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Жихарев хӑй сӑнне-питне апла та капла улӑштарса, ҫав чултан тунӑ пек туйӑнакан хӗрарӑм тавра ҫавӑрӑнса ҫӳрет, — пӗр ҫын мар, вунӑ ҫын, пурте ӑраснаскерсем, ташланӑ пек туйӑнать: пӗри — йӑваш, парӑнаканскер; тепри — ҫиленчӗк, хӑратаканскер; виҫҫӗмӗшӗ — хӑй темскертен хӑрать те хуллен кӑна ахлатса, кӑмӑла кайман пысӑк хӗрарӑмран ҫын сисмелле мар тарасшӑн пек туйӑнать.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫӑра шӗвӗр пӗчӗк сухалӗ унӑн вырӑс сӑнӗ пек мар, ҫинҫе те тӗксӗм сӑнне пит хитрелететчӗ, анчах курпун сӑмси айӗнчи куҫ харшисем ҫумӗнче ытлашши туйӑнакан уссийӗ шӑрт пек тӑратчӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Лапӑрчӑк тусан, вӗсем ун ӑшӗнче сыснасем пек чаваланатчӗҫ, хӑйсемшӗн те ӑнланмалла мар кулӑшла туйӑнакан хитре япалана вараласа, лапӑртатса хӑтланнипе киленсе нӑрӑклататчӗҫ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗнекесем мана эпӗ нумай япалана парӑнмалла мар туса хучӗҫ: епле юратса асап тӳссе пурӑннисене пӗлнӗ ҫӗртех публичнӑй ҫурта кайса кӗме пулмасть; пӗр пуслӑх аскӑнлӑхран йӗрӗнес килетчӗ, тутлӑн туйӑнакан ҫынсене хӗрхенес килетчӗ Рокамболь мана тӗреклӗ пулма, ӗҫ мӗнле пулса пынине парӑнмасӑр тӑма вӗрентетчӗ, Дюма геройӗсем хама-хам темле чаплӑ, пит пысӑк ӗҫ тунӑ ҫӗре парас килекен пулмашкӑн вӗрентетчӗҫ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ялан ҫӗнӗ пек, халиччен курман пек туйӑнакан, пит сайра ҫеҫ тӗл пулакан илемлӗхпе чиперччӗ; ҫав илемлӗх яланах чӗрене ӳсӗртсе яракан савӑнӑҫпа тултарать.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана тепӗр пӳлӗме илсе карӗҫ, сӗтел ҫине хучӗҫ, тухтӑр лайӑххӑн туйӑнакан сивӗ хыпкӑчпа шӑрпӑксене турта-турта кӑларса, шӳт тума хӑтланчӗ:
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑ мана хӑйӗн чӑнлӑхӗпе тӗлӗнтерсе ячӗ — эпӗ маччари чӳрече умне тӑрса, малалла вулама пуҫларӑм та хам шӑничченех вуларӑм, каҫпа вара, хуҫасем ҫӗрлехи кӗлле кайсассӑн, кӗнекене кухняна илсе антӑм та, кӗрхи ҫулҫӑсем пек туйӑнакан, сарӑрах тӗслӗ, кивӗ страницӑсем ӑшне путсах карӑм; вӗсем мана эпӗ хӑнӑхса ҫитнӗ ҫынсем пек мар ыр геройсене, шутсӑр усал тӑвакан ҫынсене кӑтартса, ҫӑмӑллӑнах мана урӑхла пурнӑҫалла, ҫӗнӗ ятсемпе ҫӗнӗлле шайсем патнелле илсе каятчӗҫ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ҫав хӗрарӑм патӗнчен хамшӑн ҫӗнӗлле тарӑн шухӑшпа тухса карӑм; ман умра шуҫӑм уҫӑлса килнӗ пекех туйӑнчӗ, темиҫе кун хушши вара эпӗ анлӑ пӳлӗме тата вӑл пӳлӗмре ангел пек туйӑнакан ҫутӑ кӑвак кӗпеллӗ закройщик арӑмӗ ларнине аса илсе, хӗпӗртесе пурӑнтӑм.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Упӑшки иртен пуҫласа каҫченех службӑра пулатчӗ, тин анчах ӳсекен хӗрача пек туйӑнакан арӑмӗ эрнере пер-икӗ хутчен кӑнтӑрла библиотекӑна ҫӳрекелетчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унтан классенчи офицерсем те хӑраҫҫӗ, ҫӑвар уҫма юратман, шӑла пулӑ пек туйӑнакан, йӑваш буфетчик та Смурыйран хӑрать пулас.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ыттисенчен ытларах хаяр вӑрӑ-хурах майлӑ туйӑнакан Смурый, баржа ҫине салхуллӑн пӑхкаласа, мӑкӑртатать.Смурый, более других похожий на свирепого разбойника, угрюмо поглядывая на баржу, ворчал:
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хум ҫинче ҫӑкӑр сӑмси пек туйӑнакан пулӑҫӑ кимми чӳхенет; акӑ ҫыран хӗрринче ял курӑнса карӗ, арҫын ача ушкӑнӗ шыв ӑшӗнче чӑмпӑлтатать, сарӑ хӑйӑр хӑйӑвӗ тӑрӑх хӗрлӗ кӗпеллӗ мужик утать.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукамай Китеж хули ҫинчен каласа кӑтартнипе мана ҫавӑн пек туйӑнакан пулнӑ пулас, час-часах вара хор юрлани, ҫынсем кӗлӗ пӑшӑлтатни, ассӑн сывласа илнисем хама ҫывратса янӑ пек, эпӗ таврара мӗн пуррипе пӗрле чӳхенсе, тӗлӗрсе тӑнӑ хушӑра хам ӑссӑн юрӑ майлӑ, хурлӑхлӑ калав калаттӑм:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.