Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ каллех хулара, темӗн чухлӗ ҫын валли тунӑ пӗр тупӑк пек туйӑнакан икӗ хутлӑ шурӑ ҫуртра пурӑнатӑп.Я снова в городе, в двухэтажном белом доме, похожем на гроб, общий для множества людей.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑрман ман ӑша пусарчӗ, лӑплантарчӗ; эпӗ мӗн хурланни пурте сирӗлсе пӗтсе пырать, лайӑх мар туйӑнакан япаласем манӑҫ пулаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах тата ман ӑраснах сисӗмлӗх ӳссе пыма пуҫларӗ: хӑлхапа куҫ ҫивӗчрех, тӑн сисӗмлӗрех, ҫӗнӗ япаласем курнине пуҫра вырнаҫтарса хӑвармалли та ырӑн тарӑнрах пулса пырать.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑйӗн ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен Боянӑна кӑштах ӳстерсе каласа панӑ хыҫҫӑн килсе тухнӑ пек туйӑнакан ҫӑмӑллӑх хурланмалла та ӳкӗнмелле пулса тӑчӗ.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вук каялла ҫаврӑнчӗ, четниксемпе ҫуртсем еннелле, ҫак каҫранпа хӑйшӗн тӑван мар пек туйӑнакан ял ҫинелле, автоматран пӗр вӑрӑм черет кӑларса ячӗ.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унӑн хӑшпӗр юлташӗсем вӑрттӑн пурӑнма Кларкран начартарах хатӗрленнӗ, харпӑр хӑйне шансах кайман ҫынсем, Совет Союзне килсе лексен, халиччен такӑрлатнӑ ҫулпах ҫӳреме пӑхаҫҫӗ, совет влаҫӗ умӗнче мӗншӗн те пулин кӑштах шанчӑксӑра тухнӑ, ӗлӗк е хальхи вӑхӑтра мӗн пирки те пулин айӑпланнӑ, совет влаҫне юратсах кайман е ҫавӑн пек туйӑнакан ҫынсем патӗнче пытанса пурӑнма шутлаҫҫӗ.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӑрӑнмалли вырӑна-и, вӗтлӗхе е тарма юрӑхлӑ пек туйӑнакан мӗнле те пулин вырӑна ҫитереҫҫӗ-и, тарма май ҫуккине курса вӑл шанчӑкне йӑлтах ҫухатрӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Урӑх уезда кайма ирӗк панӑ хута кӑтарт! — кӑшкӑрчӗ поднаредник, шанчӑксӑр пек туйӑнакан пичетсене тимлӗн пӑхса.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗр-пӗринпе ытла та ансат калаҫасси вӗсен тепӗр чухне йывӑр сӑмахсем каласси патнех ҫитет, анчах йывӑр пек туйӑнакан сӑмахсем каланинче те пӗрне-пӗри кӳрентересрен шикленни палӑрать.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Княҫӑн ятлӑ ҫынсем хушшинче кӑна пулма ҫуралнӑн туйӑнакан хӗрӗ те именсе кайрӗ, ман ҫине ӳпкелесе пӑхса илчӗ.Даже светская по породе княжна смутилась и с упреком посмотрела на меня.
XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Катенька, диван ҫине ларса, мӗн те пулин ҫыхать е вулать, йӑмӑх ҫутӑра витӗр курӑннӑн туйӑнакан шап-шурӑ аллине чӑтӑмсӑррӑн сулкаласа, шӑнасене хӑвалать е, ылтӑн тӗслӗ ҫӑра ҫӳҫӗ ӑшне лексе ҫӑтӑлтатакан шӑнаран хӑтӑлас шутпа, пит-куҫне пӗркелентерсе, пуҫне чӗтретет.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл тӳлек шухӑшсемпе йӑпанса, пысӑк куҫӗпе ҫав тери тинкерӳллӗ пӑхнӑран, кӗлеткине ҫав тери ирӗклӗн тытнӑран, пӗвӗпе ҫӳлӗ мар пулин те, кӗрнеклӗ курӑннӑран, мана ун ҫинчен каланӑн туйӑнакан асаилӳ килсе тухни каллех шалтах тӗлӗнтерчӗ те, эпӗ хамран хам татах: «Пуҫланмасть-ши?» тесе ыйтрӑм.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗрарӑмсен ҫак ушкӑнӗ, — ӑна ӑс параканӗ тата ҫул кӑтартаканӗ Марья Ивановна княгиня пулма кирлӗ, — шалти темӗнле йӗркелӗхпе, ансатлӑхпа тата хӳхӗмлӗхпе палӑрса тӑрать, ҫавӑнпа унра маншӑн вӗр-ҫӗннӗн туйӑнакан илӗртӳллӗ уйрӑмлӑх пур.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах пӗр-пӗр вӑхӑтра пачах кӗтмен ҫӗртен ҫак килйышра мӗнле те пулин пурҫӑн чӗнтӗр пирки е упӑшкин лашисемпе хӑнана кайни ҫинчен тепӗр чух ниме тӑман пек туйӑнакан ыйтӑва хускатаҫҫӗ, — вара нимле сӑлтав та ҫук пек пулин те, — тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пырать, чаршав хыҫӗнче ку ӗҫе татса пама тӑвӑр пулса тӑрать те, сасартӑк, тавлашакансене хӑйсене хӑратса пӑрахса тата итлесе тӑракансене тӗлӗнтерсе ярса, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине чӑннипе мӗн тери япӑх пӑхни йӑлтах куҫ умне тухса тӑрать, халӗ ӗнтӗ нимӗне те хупӑрламан чаршав хирӗҫсе кайнисен хушшинче пӗр усӑсӑр сулланса ҫапкаланать, вӑл сире хӑвӑр унпа хӑҫантанпа улталанса пурӑннине ҫеҫ аса илтерет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тусӑм питӗ тӗрӗс каланӑ-мӗн; чылай, чылай каярахпа кӑна, пурнӑҫра ӑна-кӑна курса, эпӗ ҫакна пӗлсе ҫитрӗм: сӑпайлӑн туйӑнакан, анчах кашни ҫынах хӑйӗн чӗринче пуринчен те пытармалли япаласем ҫинчен шухӑшлани ҫав тери сиенлӗ, вӗсем ҫинче калаҫни пушшех сиенлӗрех, тата ырӑ сӑмахсем ырӑ ӗҫсенчен сайра хутра ҫеҫ уйрӑлса каймаҫҫӗ.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эх, епле лайӑхчӗ ун чухне, — тӑсрӗ вӑл сӑмахне; ман умра хамӑн асаилӳринчен те лайӑхрах пек туйӑнакан ҫав кулах, ҫав куҫсемех йӑлкӑшаҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каярахпа кӑна, ҫав ӗҫ ҫинчен лӑпкӑн шухӑшласа, эпӗ тӗрӗс пек туйӑнакан шухӑш патне пырса тухрӑм: нумай ҫулсем иртсен ҫеҫ Колпиков, мана тапӑнма май пуррине курса, хӑйне хӑлха чиккинчен янклатарнӑ чух юлнӑ ҫиллине хура ҫӳҫлӗ, мӑйӑхсӑр арҫын умӗнче мана ятланипе пусарнӑ-мӗн; ҫавнашкалах эпӗ те, вӑл «тӑмпай» тенипе тарӑхсан, айӑпсӑр Дубков ҫине тӑрӑнтӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтанхи вӑхӑтра эпӗ хампа ҫывӑхланма тивӗҫлӗ мар пек туйӑнакан Грапа тата манран тем пирки ютшӑнакан Ивина кӑна паллаттӑм, экзаменсем панӑ май ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашрӑм.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах йӑлтӑркка хӗсӗк куҫсем, пӗрре шухӑшлӑ пек, тепре ачанни евӗр уҫӑмсӑррӑн туйӑнакан улшӑнуллӑ кула ку питӗ хастар ҫын сӑнне кӗртеҫҫӗ, ҫакна асӑрхамасан та май ҫук.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам мӗн ҫинчен шухӑшланине эпӗ тепӗр сыпӑкра каласа парӑп; пуринчен ытла эпӗ хӗрсен пӳлӗмне сӑнарӑм, унта мана питӗ илӗртӳллӗ туйӑнакан, чуна хумхатакан роман пулса иртет.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана яланах чи кичем те чи йывӑр предмет пек туйӑнакан историн иртнӗ урокӗ хыҫҫӑн Лебедев Сен-Жеромпа ман пирки ӳпкелешсе калаҫрӗ, тетрадь ҫине мана «иккӗ» лартса пачӗ, ку ӗнтӗ ытла та лайӑх мар.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.