Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел, шӑп анса ларас умӗн, тӳпене хупӑрласа тӑракан пӗлӗтсем айӗнчен тухрӗ те сасартӑк кӗренрех пӗлӗтсене, — хӑйӗн кӑтрашка хумӗсем ҫинче карапсемпе кимӗсене чӳхентерекен симӗсрех тӗслӗ анлӑ тинӗсе, хулари чӑлт шурӑ ҫуртсене, урамсенче ҫӳрекен халӑха юн пек хӗрлӗ ҫутӑла ҫутатрӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Чӳречесенчен симӗсрех каҫ ҫути пӑхать.
Каҫ пулсан // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Уҫнӑ чӳрече умӗнче шап-шурӑ ҫӳҫлӗ, шур сухаллӑ ватӑ старик симӗсрех тӗтӗм мӑкӑрлантарса чӗлӗм туртса ларать.
Алӑк умӗнчи хуралҫӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Анчах кӗрен ҫутӑ мар, темӗнле симӗсрех ҫутӑ тӑрать.
Картта ҫинче ҫук ял // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Шыв ҫийӗ ҫыран хӗррисемпе чикӗленсе тӑнӑ майлӑ, уҫланкӑн симӗс ҫийӗн аяккисемпе тӗксӗм симӗсрех ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем ларнӑ.
XXXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Кӑвак пӗлӗт тата кӑвакрах туйӑна пуҫланӑ, симӗс курӑкӗ тата ешӗл симӗсрех туйӑннӑ.Синева неба стала казаться глубже, изумруднее казалась зелень.
ХIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Сылтам енчи кӗсменсем симӗсрех таса шыва авӑсрӗҫ-ха, сулахай енчисем тӑрӑх юн тӗслӗ хӗрлӗ шӗвек юхрӗ ӗнтӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Симӗсрех тӗслӗ листовка, темиҫе алӑра пулнӑ пирки лучӑрканса пӗтнӗскер, каллех унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫинче выртать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫине хӑй тӗссӗр плащ, симӗсрех кивӗ картуз тӑхӑннӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Суккӑр ҫырми тӗлӗнче шӑнасем нӑйлатса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, тӗмсем хушшинче кайӑксем чӗвиклетеҫҫӗ, тунката патӗнче симӗсрех тӗслӗ пӗчӗк шапасем сиккелеҫҫӗ.Над Слепым овражком гудели мухи, в кустах попискивали птицы, зеленые лягушата прыгали около коряги.
33 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Макитрючиха ун ҫине, тутисене чӑмӑртаса, симӗсрех куҫӗсемпе хаяррӑн пӑхса илчӗ.Макитрючка, собрав в упрямые складочки рот, смотрела на него серозелеными злыми глазами.
26 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Симӗсрех шинельсемпе тарӑн каскӑсем тӑхӑннӑ салтаксем нимӗн хускалмасӑр, айккинелле пӑхмасӑр пыраҫҫӗ.
22 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Хӑй ҫав тери тискерленсе кайнӑ: хӑлхисене лӑпчӑтнӑ, симӗсрех сарӑ куҫӗсем хаяррӑн ялкӑшаҫҫӗ, шӑлне йӗрнӗ, хӑрушшӑн харлатать.
Ҫулевӗҫпе унӑн ҫури // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 75–80 с.
Симӗсрех, ҫемҫе пайӗсем ҫиме юрӑхсӑр, вӗсене уйрӑм савӑта хурса пыраҫҫӗ.
Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пуҫне укапа та шӑрҫапа эрешлентерсе пӗтернӗ симӗсрех тӳпеттей тӑхӑннӑ.На голове лихо заломлена расшитая позументом и бусами зеленая тюбетейка.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Урнашкан симӗсрех хӗсӗк куҫӗ пӗринчен-пӗри самай аякра, пӗр-пӗринпе килӗштереймесӗр хӑйсене уйрӑм шӑтӑкланнӑн курӑнаҫҫӗ.
V. Хисеп йыхравӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тӗксӗм симӗсрех ёлка кӗмӗшкесемпе йӑлтӑртатса тӑчӗ.
1 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Илемлӗ курӑнса выртакан симӗсрех сланецсем хушшинче тимӗр, пӑхӑр, марганец тымарӗсем тӑсӑлса выртнӑ ҫӗрте платинӑпа ылтӑн йӗрӗсем те палӑраҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӳлӗме симӗсрех тӗслӗ вӑрӑм пиншак тӑхӑннӑ ватӑ ҫын кӗрсе тӑчӗ:Вошел пожилой человек в длинном зеленоватом пиджаке, показавшемся ей старомодным.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Алиготэ текен эрехе тутанса пӑхнӑ чух, Гаррис сасартӑк аса илчӗ те симӗсрех тӗс ҫинчен калаҫма пуҫларӗ, анчах халӗ ҫавӑн пек калаҫнинчен нимӗнле усӑ та пулмарӗ, мӗншӗн тесен алиготэ ун пек тӗслӗ мар.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.