Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫаврӑнчӗ те — унӑн суккӑр йывӑрӑшӗпе манӑн пит хушшинче… хӗрарӑм аллин мӗлки шуса иртрӗ, — вӑл хӳтӗлев тӗллевӗпе тӑсӑлни пӗртте иккӗлентермест.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Лупас хыҫӗнче ҫын мӗлки куранчӗ.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Статуйӑн мрамор куҫӗсем, — курма тивӗҫлӗскерсем, анчах вӗсене сӑнлама пӗлмесен суккӑр куҫсем, мрамор мӗлки витӗр пӑхаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Астарот сӑнӗ, тин ҫеҫ пысӑк савӑнӑҫ киленӗвӗпе ҫиҫнӗскер, тӑруках тӗксӗмленчӗ, тӑсӑлчӗ, лӑпкӑ тунсӑх мӗлки куҫӗсене самантрах улӑштарчӗ, — халӗ сунарҫӑ чӗрӗ каплама, ҫынсене пӗтерекен тӗркӗшӗве, шаплатӑва-лаплатӑва туйӑмсӑррӑн та юттӑн тӗсет.
VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Вӑл каллех хӗр ҫине пӑхать: именӳ мӗлки те сисӗнмест.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Унӑн пичӗ ҫине тӑмсай мӑн кӑмӑллӑх мӗлки ӳкрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Тухатмӑш унӑн ят-сумӗ арканнине кура аллисемпе сулкалашать, халӑха Гента пӑхӑнма юрамасть тесе ӳкӗтлет; кунта, ахӑртнех, акӑш-макӑш тӗрлӗ туйӑмсем, мӗн пулать те мӗн килетлӗх, ӑнланнине кӗтни пӗтӗмпех хутӑшса пӑтрашӑннӑ, мӗншӗн тесен тӗшмӗшлӗ ҫынсем тискеррӗн кӑшкӑрашаҫҫӗ; вилме пӳрнисен сӑнӗнче вара пурнӑҫ, кулӑ мӗлки, лайӑххине кӗтни сӑнарланнӑ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӗсем ҫинче талккӑшпех — тӗрлӗ тӗслӗ чулсен эрешӗ евӗр — эрехсен вучӗ хӗмленет, ылтӑн та кӗмӗл ҫиҫеҫҫӗ, ытарлӑ йӑлтӑркка вазӑсенчи сайра тӗл пулакан улма-ҫырла хушшинчен сӗтел ҫитти ҫинче кӑтрисемпе сапаланса шӑвакан ӳсен-тӑранӑн симӗс мӗлки ӗренкеленнӗ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Молли хӗрсе ҫитнӗрен чӗтремеллипех чӗтрет, аппӑшӗ вара вӑйпах кулам пек тӑвать, сӑмахсен хӗрӳллӗ вӗҫевне сӑнӗнчи хистевлӗ лӑпкӑлӑхӗпе мӑнаҫлӑх мӗлки ывӑтасшӑн; калаҫу вара, ахӑртнех, Молли пурнӑҫӗнчи чи-чи пӗлтерӗшлине хускатнӑ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Тепӗр минутрах хӗвел ҫути кӗнӗ тӗлте чӳречерен ҫын мӗлки курӑнчӗ.В следующую минуту в окне под лучами моего солнечного прожектора возник силуэт человека.
X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Жиль нервӗсене сис-чӳ мӗлки карӑнтарчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Ҫакна ытти палӑрӑм та ҫирӗплетет: ту хрусталӗнчен тунӑ каскӑч, тап-таса пергамент ҫийӗн вырнаҫтарнӑскер, Марс планета мӗлкин Фалегӑн паллине ҫырчӗ; сывлӑшра хускалми ҫакӑнса тӑракан Тӑнӑҫлӑх Чечекӗ шанса ларчӗ те — Агригшӑн пархатарлӑ ҫамки ҫине юн мӗлки ӳкрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.
Галеран ӗҫ мӗнле пынине пӑхма анчӗ, тискеррӗн ҫуталнӑ лутра та ансӑр хушӑкӑн хӑйне евӗрлӗ хӑтлӑхне туять, — ҫӗр ҫине лартнӑ кӗленче мӗлки мӗн курӑннине плакат сӗмӗ кӗртет.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ку тен — ҫук пуҫӑн мӗлки ҫеҫ.
IV. Телейсӗрлӗх кӑшӑлӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Арҫынсен тӑватӑ мӗлки, тӗтӗм кӑларакан хунарӑн тӗксӗм ҫутинчи борт хӗррипе уйӑрнӑскерсем, шыв ҫийӗн кӗсменсемпе хыттӑн авӑсса ишеҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Ту хысакӗсен мӗлки ҫурӑксене ытларах та ытларах тӗксӗмлетет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Тӗттӗмре, выҫлӑх, тилӗрӳ, сӗлкӗшлех ӗсӗклевпе исленнӗ сехетсенче, туйӑмсемпе шухӑшӑмсем сасӑсӑр ӳлеве пӗрлешнӗ чухне, — манӑн ума эпӗ пӑвса пӑрахнӑскерӗн мӗлки туха-туха тӑрать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Вӑл хӑйӗн урмӑш ҫул ҫӳревӗпе хӗрсех кайрӗ, ҫавӑнпа та хӑйне чӑннипех йӗрлесси пирки хӑй васкакан ҫурт мӗлки витӗр кӑна шухӑшлать; ҫав ҫурт алӑкне ҫур сехет каяллахи васкаварлӑхран та хӑвӑртрах уҫма хыпаланать, мӗншӗн тесен пӑрахут пӗрремӗш хут кӑшкӑртни илтӗнчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Ку — унчченхи тӑвӑр пӳлӗмех, сӗтел-пукан та йӳнниех, кӗтессенче — чухӑнлӑх мӗлки.Это была все та же тесная комната, с грошовой мебелью, с тенью нищеты по углам.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.
Хин шӑнӑр туртнӑн хутланса ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ, вара ҫапларах ӳкерчӗк сӑнарланчӗ: Зурбаганри ҫынсен чӑпар ушкӑнӗсене пуш хир мӗлки хупланӑ, вӗриленсе кайнӑ асфальт ҫийӗн тискер вырӑнсен аслатиллӗ сывлавӗ шавласа иртрӗ, вӑл Хин куҫӗсене чарӑнми шыв сиккисен сулхӑнӗпе сӗртӗнет-хыпашлать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.