Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрӗн шыва кутӑнла ӳкнӗ мӗлки кӗтмен ҫӗртен вӑтантарса, ун юпне вутпа хыптарса ячӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Шывра — унӑн кутӑнла ӳкнӗ мӗлки.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Кун ҫутипе кӗвӗҫӳ мӗлки пӗчӗкленнӗ, анчах та кӑнтӑрла вӑл каллех пысӑкланнӑ.С утра тень-зависть увядала, но после полудня она снова вырастала.
Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332
Хыҫран вара яланах кӗвӗҫӳ мӗлки ҫӳренӗ.
Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332
Анчах нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Микка телейӗ хӗвеллӗ уҫланка хура пӗлӗт мӗлки лап! хупласа хунӑ пекех тӗксӗмленчӗ.
Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.
Эпӗ лайӑх пӗлекен Турунов хӑйне хӑй ҫапла ятлать, Турунов хӑйӗн тӳрӗ кӑмӑллӑ юлташӗсене ҫапла мухтать, хӑйӗн чун-чӗри тасалнӑшӑн савӑнать, ӳлӗм ӑна мӑнкӑмӑллӑхпа чапшӑн хыпӑннин мӗлки нихӑҫан та хуратмӗ тесе шантарать.
XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Турунов лере те, мӗлки — кунта иккен-ха.
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Пуҫра час-часах: «Нумаях пымасть пуль ӗнтӗ, эпӗ пӗтсех ларатӑп пулмалла», — текен шухӑш ҫуралатчӗ, анчах эпӗ ӑна, те унран хӑранипе, те вӑтаннипе, — шухӑш вырӑнне мар, шухӑш мӗлки вырӑнне кӑна йышӑнаттӑм.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Атӑл урлӑ паром каҫать, шыв айӗнче унран юлмасӑр хӗрлӗ, симӗс, сарӑ ҫутӑсемпе йӑлтӑртатса, унӑн тепӗр май ҫаврӑнса ларнӑ кутӑнла мӗлки ишет.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Шурӑ стена ҫине халь питӗ ҫывӑх, палланӑ хунав вӑрман мӗлкийӗ ӳкет, ҫакӑ вӑл — Шӑпчӑксен катийӗн мӗлки.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Куҫӗсем унӑн дирижерӑн айккинчи пӗр мӗлки ҫинче пулчӗҫ, мӗншӗн тесен, айккинчи мӗлкесем хӑяккӑнтарах пулнипе, вӑл Мосальскийӗн питне те кӑшт курма пултарчӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
— Ҫил-тӑман каллех вӑйланӗ те, ял мӗлки самантрах куҫран ҫӗтӗ, эпир вара, чӑнах, уй варринче шӑнса хытма пултаратпӑр.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Уй-хир тӑрӑх вирхӗнсе пыракан пӗччен юланут мӗлки ҫӗр пичӗ ҫине ним тӗлли-паллисӗр ӳкет.
Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ара, ҫын мӗлки, каччӑ мӗлки-ҫке…
Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл ҫынсене Стенькке-утаман ҫинчен калакан кивеле пӗлмен юмаха аса илтерчӗ, хӑй те Стенькке-утаман мӗлки пек, хӑй вӑйне туйса илнӗ халӑх сӗмӗ пек туйӑнчӗ.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Усал ҫын мӗлки те инкек кӳрет, теҫҫӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ав лере, инҫетре-инҫетре, ун вӑййи те курӑнми пулать, ҫырансен тӗксӗм мӗлки те, шыв ҫийӗ те, вӑрман та хутшӑнса каяҫҫӗ.
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӑрнаккай тарҫӑсӑр пуҫне пурте кӗлтума пӗве ҫине кӗчӗҫ те арман мӗлки хыҫӗнче ҫухалчӗҫ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Татах кӑшт кайрӗ — пысӑк уҫланкӑна тухнӑ ҫӗрте этем мӗлки курӑнах кайрӗ, аллинче автомат.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Акӑ, куҫӑм умӗнчех Арҫутовӑн хура мӗлки мӗлтлетет.
Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.