Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сан кӑмӑлна каймаҫҫӗ!

Тебе не нравится!

Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Сан кӑмӑлна каять-и?

Ты доволен?

Пӗлӗт ҫинчи тата ҫӗр ҫинчи явленисем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

— Мӗнле, ҫӗнӗ ректор сан кӑмӑлна кайрӗ-и? — ыйтрӗ сасартӑк Монтанелли.

— Нравится тебе новый ректор? — неожиданно спросил Монтанелли.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Паркра бричкӑсем пур, хуть те хӑшне ил, тыт та кӳл, хӑш лаши ху кӑмӑлна каять, пӑхса ан тӑр, чи лайӑххисене суйласа ил хуть, пӗр пар кӳл те, пулемет хӑпартса ларт, патронсем ил.

Забирай любую бричку с нашего парка, запрягай пару каких завгодно коней, хоть самых наилучших, ставь пулемет с патронами.

XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Синицкий инженера хӑйӗн юлташӗсем, лабораторири опытсем тата ху кӑмӑлна каякан профессие суйласа илме епле йывӑрри ҫинчен каласа пачӗ.

Синицкий рассказывал инженеру о своих товарищах, о лабораторных опытах и о том, как трудно себе выбрать профессию по душе.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Вӗсем ҫав-ҫавах ку таранччен чул пек хытса кайнипе сан кӑмӑлна кайман пулӗччӗҫ.

Все равно они теперь превратились бы в камень и вряд ли пришлись тебе по вкусу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Мӗнех вара, сан кӑмӑлна ҫемҫетме тӑрӑшса пӑхӑп, тӑххӑрмӗш участокран конференцие сана чӗнетӗп.

— Что ж, попытаюсь задобрить тебя — приглашаю на конференцию от девятого участка.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сана халӗ урӑхла ҫапӑҫура пулма тивет, ҫав кӗрешӳре эсӗ хӑвӑн кӑмӑлна ҫитерӗн.

Тебе предстоят бои другого рода, и в них ты наверстаешь упущенное.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫитменнине эпӗ сан кӑмӑлна татмастӑп, хам паратӑп.

Кроме того, я же тебя не обижаю, сам даю.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Ӑна амӑшӗ ҫырса янӑ: «Эпӗ ӗнтӗ ватӑлтӑм, виличчен хамӑн савнӑ ывӑлӑма курас килет. Эсӗ юлашкинчен манпа курӑнӑҫма, мана пытарма таврӑн, унтан вара каллех вырӑна кайӑн. Эпӗ кунта сан валли хӗр те тупса хутӑм: хӗрӗ лайӑх, ӑслӑ, ҫӗрӗ те пур; кӑмӑлна кайсан, тен, авланӑн та, кунтах юлӑн», — тесе ҫырнӑ.

Пишет ему старуха мать: «Стара я уж стала, и хочется перед смертью повидать любимого сынка. Приезжай со мной проститься, похорони, а там и с богом, поезжай опять на службу. А я тебе и невесту приискала: и умная, и хорошая, и именье есть. Полюбится тебе, может, и женишься и совсем останешься».

1 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

— Тавтапуҫ ыр кӑмӑлна, тавтапуҫ.

— Спасибо на добром слове, спасибо.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Тавтапуҫ, ырӑ ҫыннӑм, мухтатӑп ырӑ кӑмӑлна, — хулӑн сасӑпа каласа хучӗ вӑл, Шерккей чӑмпах тултарнӑ куркана хавасланса тытса.

Заговорил густым хриплым голосом: — Спасибо тебе, мил человек, хвалю тебя за доброе сердце.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӑмӑлна мӗн каять, ҫавӑ пур.

— А что душа пожелает, у нас все есть!

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑвӑн кӑмӑлна пӗлетӗн-ҫке эсӗ, хӑвах куратӑн; йӗркерен пӗрре тухса кайсан хӑвна ху та тытса чараймастӑн, мӗн те пулин туса хуратӑнах.

Ты ведь знаешь свой характер, ты видишь: стоит тебе разойтись, тогда уж ты не удержишь себя и наделаешь чего-нибудь такого.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫапла, хӑвӑн кӑмӑлна пӗлтер ҫеҫ…

Итак, тебе стоит захотеть…

VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Кӑмӑлна ан хуҫ.

И не волнуйся.

8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Хӑвӑр айӑпӑра эсир ҫапла кӑна тӳрлетме пултаратпӑр: ҫырткалӑр, эрех ӗҫер те, фронтсен картта умне тӑрӑр, мӗн кӑмӑлна каять, ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартӑр.

Вы можете искупить вашу вину одним — закусите, выпейте вина, становитесь у карты фронтов и рассказывайте все, что вашей душе угодно.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Е кӑмӑлна тивӗҫтереймерӗмӗр-им?

 — Или не угодили тебе?

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Иероним атте сан кӑмӑлна каймасть-им вара?

— Разве тебе неприятен отец Иероним?

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

— Вӗсем пурте сан кӑмӑлна кайнӑшӑн савӑнатӑп эпӗ! — терӗ Павел лӑпкан.

— Я рад, что они тебе нравятся! — тихо сказал Павел.

XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней