Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

анӑҫалла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта ҫитнӗ вӑхӑталла хӗвел анӑҫалла самаях сулӑнма ӗлкӗрчӗ.

Когда я достиг его, солнце уже совсем склонилось к горизонту.

Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.

«…Эпир тӑшман ҫӑрӗ тӑрӑх анӑҫалла каятпӑр.

«… Мы идем на запад, по земле врага.

Ҫырусем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Анӑҫалла васкакан хӗрлӗ хӗвел паян нихҫанхинчен пысӑк курӑнать.

Спешащее на запад красное солнце показалось ему как никогда большим.

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӗвел анӑҫалла пытанас патнех ҫитнӗ, айлӑмра вӑрӑм мӗлкесем тӑсӑлса выртаҫҫӗ, инҫет каҫхи тӗтрелӗхе кайса ҫухалать, хӗвелӗн юлашки чалӑш пайӑрки айӗн кӑна, сӑрӑ мӗлкесем витӗр, е тӑм пӳртсен шурӑ стенисем, е кӑварлӑн ялкӑшакан кантӑксем, е тата, инҫетри чиркӳ хӗресӗ хӗмленсе ҫиҫни курӑнса каять.

Солнце склонилось на запад к горизонту, по низине легла длинная тень, на востоке лежала тяжелая туча, даль терялась в вечерней дымке, и только кое-где косые лучи выхватывали у синих теней то белую стену мазаной хатки, то загоревшееся рубином оконце, то живую искорку «а кресте дальней колокольни.

III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

— Ӑҫта каймалла-ха пирӗн — ҫурҫӗрелле, кӑнтӑралла, тухӑҫалла, анӑҫалла?

— Куда нам ехать — на север, на юг, на восток, на запад?

XLI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Пӗрер-икшер сехетлӗхе чарӑнса тӑратпӑр та каллех малалла, анӑҫалла вӗҫтеретпӗр.

Короткие остановки — на час, на два, и опять мы двигались на запад.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унтан хӗвел анӑҫалла шӑвакан ҫумӑр пӗлӗчӗн куҫа шартармалла шурӑ чӗнтӗрӗ хыҫӗнчен чалӑшшӑн шуса тухрӗ те ҫӗр ҫине каллех вара йӑлтӑртатса юхакан ылтӑн пайӑркисене ирӗклӗн тӑкма пуҫларӗ.

А потом солнце наискось пронизывало ослепительно белую кайму уплывавшей на запад тучки и, освободившись, снова низвергало на землю золотые, сияющие потоки света.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кун ҫути, хӗвел хыҫӗнчен шӑвӑнса, анӑҫалла сулӑнчӗ.

День уходил на запад, вослед солнцу.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Просек хӗрринче чӑрӑш вуллисем ҫинче анӑҫалла сулӑннӑ хӗвелӗн тӗксӗм-хӗрлӗ ҫути шупкалать.

Над просекой меркли на стволах сосен темно-рудые следы ушедшего солнца.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗвел анӑҫалла сулӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ, ҫӑкаран ӳкекен сулхӑн та вӑрӑмланнӑҫем вӑрӑмланса пырать.

Солнце начинает уже клониться к западу, и тень липы всё растет и растет.

Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.

Анчах юлашкинчен акӑ, хӗвел анӑҫалла анма пуҫласан, сӑртлӑхсемпе сывлӑш ҫак асапа тӳсейми пулса ҫитрӗҫ те, чӑтӑмлӑхне ҫухатса, халтан кайса ҫитсе, хӑйсем ҫинчи пусмӑра сирсе пӑрахма хӑтланса пӑхрӗҫ.

Но вот, наконец, когда солнце стало спускаться к западу, степь, холмы и воздух не выдержали гнета и, истощивши терпение, измучившись, попытались сбросить с себя иго.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Кӑрккасене асӑрхаса тӑрать тени кунта, шет, вырӑнлах та мар пуль-ха — ҫак ухмах кӑркка ушкӑнне кӑна мар, тата тем-тем курать: унӑн хӑрах куҫӗ тухӑҫалла, тепри анӑҫалла пӑхать.

Впрочем, слова «наблюдал за индюками» не совсем точны — юродивый видел не только индюшиное семейство, по и многое другое, так как один его глаз смотрел на восток, а другой — на запад.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫур тӳпене хӗррисем ҫивӗччӗн каскаланса кӑтраланнӑ хура пӗлӗт хупланӑччӗ, анчах хӗвел, анӑҫалла тайӑлса пынӑ май, ҫутататчӗ-ха, ҫак ҫутӑпа пусса килекен тӗттӗм хутӑшӗнче вара темле хӑрушӑ тискерлӗх пурри сисӗнсе тӑратчӗ.

Полнеба закрыла черная туча с резкими курчавыми краями, но солнце еще светило, склоняясь к западу, и в этом смешении света и надвигающейся тьмы было что-то зловещее.

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Те ҫурҫӗрелле, те кӑнтӑралла, те тухӑҫалла, те анӑҫалла вӗҫмелле пирӗн, хамӑр ӑҫталла вӗҫмеллине те тӗплӗн пӗлейместпӗр эпир.

И даже не знаем толком, куда лететь — на север или на юг, на восток или на запад.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вулакансене Аслӑ Ҫӗнтерӳ паттӑрӗсем, ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем ҫинчен «139-я Рославльская Краснознаменная», «Боевая слава Чувашии», «Полк анӑҫалла васкать», «Шавлӑр, хурамасем!»

Помоги переводом

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Каҫсерен анӑҫалла тинкернине туятӑп.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

4. Унӑн ури ҫав кун Иерусалим умӗнчи тухӑҫ енчи Елеон тӑвӗ ҫине ярса пусӗ; Елеон тӑвне вара тухӑҫран анӑҫалла питӗ пысӑк айлӑм икке уйӑрӗ, ҫур тӑвӗ ҫурҫӗрелле, тепӗр ҫур тӑвӗ кӑнтӑралла юлӗ.

4. И станут ноги Его в тот день на горе Елеонской, которая перед лицем Иерусалима к востоку; и раздвоится гора Елеонская от востока к западу весьма большою долиною, и половина горы отойдет к северу, а половина ее - к югу.

Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Эпӗ ҫавӑ така анӑҫалла, ҫурҫӗрелле тата кӑнтӑралла сӗкнине куртӑм, ӑна нимӗнле чӗрчун та хирӗҫ тӑраймасть, унран хӑтӑлма та ҫук; мӗн тӑвас килет, ҫавна тӑвать вӑл, вӑйланнӑҫемӗн вӑйлансах пырать.

4. Видел я, как этот овен бодал к западу и к северу и к югу, и никакой зверь не мог устоять против него, и никто не мог спасти от него; он делал, что хотел, и величался.

Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Хула ҫумӗ ҫурҫӗрелле икҫӗр аллӑ, тухӑҫ еннелле те икҫӗр аллӑ, кӑнтӑралла та икҫӗр аллӑ, анӑҫалла та икҫӗр аллӑ шалча.

17. А предместья города к северу двести пятьдесят, и к востоку двести пятьдесят, и к югу двести пятьдесят, и к западу двести пятьдесят тростей.

Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Давид хулин тулашри хӳмине тутарнӑ, хӳме Геон патӗнчен анӑҫалла тӑсӑлса, лапам вырӑнпа иртсе Пулӑ хапхинчен кӗмелли ҫӗре ҫитнӗ, хӳмене ӗнтӗ Офел тавра тытса ҫавӑрнӑ, ӑна питӗ ҫӳллӗ тунӑ.

14. И после того построил внешнюю стену города Давидова, на западной стороне Геона, по лощине и до входа в Рыбные ворота, и провел ее вокруг Офела и высоко поднял ее.

2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней