Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Турӑ Моисее татах каланӑ: Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа [Яхве], аҫӑрсенӗн Турри — Авраам Турри, Исаак Турри тата Иаков Турри — мана сирӗн патӑра ячӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. [Ӑна] тата каланӑ: Эпӗ сан аҫунӑн Турри, Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри, тенӗ.6. И сказал [ему]: Я Бог отца твоего, Бог Авраама, Бог Исаака и Бог Иакова.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иаков ывӑлӗсем вара хӑйсенӗн ашшӗне хӑй каласа хӑварнӑ пек тирпейленӗ; 13. ывӑлӗсем ӑна Ханаан ҫӗрне илсе кайнӑ та Махпела хирӗнчи сӑрт хӑвӑлне пытарнӑ, Мамре ҫывӑхӗнчи ҫав вырӑна Авраам хӑй валли хирӗ-мӗнӗпех хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӑл вӗсене ҫапла хушса хӑварнӑ: эпӗ хамӑн канӑҫлӑ халӑхӑмпа пӗрлешетӗп; мана хет ҫыннин Ефронӑн хирӗнчи сӑрт хӑвӑлне хамӑн аттемсем ҫумне пытарӑр, 30. ҫак сӑрт хӑвӑлне — Ханаан ҫӗрӗнчи, Мамре ҫывӑхӗнчи Махпела хирӗнчи [сӑрт хӑвӑлне] — Авраам хирӗ-мӗнӗпех хӑй валли хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ; мана ҫав сӑрт хӑвӑлне пытарӑр; 31. унта Авраампа унӑн арӑмне Саррӑна пытарнӑ; унта Исаакпа унӑн арӑмне Ревеккӑна пытарнӑ; ҫавӑнтах эпӗ Лийӑна пытартӑм; 32. ҫав хире, ҫав хирти сӑрт хӑвӑлне хетсенчен туяннӑ, тенӗ.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иаков тата каланӑ: эй Авраам аттемӗн Турри, Исаак аттемӗн Турри, эй Ҫӳлхуҫа [Турӑ], Эсӗ мана: хӑв ҫӗрне, хӑв ҫуралнӑ ҫӗршывна, таврӑн, Эпӗ сана ырӑлӑх кӑтартӑп! терӗн.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Лаван Иакова татах каланӑ: акӑ сӑрт, акӑ эпӗ хампа сан хушшӑмӑра лартнӑ палӑк; 52. ҫак сӑрт та кӳнтелен, ҫак палӑк та кӳнтелен: усал тӑвас шухӑшпа эпӗ те сан патна ҫак сӑртран иртмӗп, эсӗ те ман патӑма ҫак сӑртран, ҫак палӑкран иртмӗн; 53. пирӗн хушшӑмӑрта Авраам Турри, Нахор Турри — вӗсенӗн ашшӗсен Турри — сут тутӑр, тенӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Манпала пӗрле аттемӗн Турри, Авраам Турри, пулман пулсассӑн тата Исаак Сехри пулман пулсассӑн, эсӗ мана нимӗнсӗр кӑларса яраттӑн.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Исав хӑйӗн ашшӗ, Исаак, ханаан хӗрӗсене килӗштерменнине те курнӑ; 9. вара вӑл Измаил патне кайнӑ та ытти арӑмӗсемсӗр пуҫне тата Махалафӑна — Авраам ывӑлӗн Измаилӑн хӗрне, Наваиоф йӑмӑкне — хӑй валли качча илнӗ.
Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑйӗн ашшӗ Авраам пурӑннӑ чухне алтнӑ пусӑсене — [хӑйӗн ашшӗ] Авраам вилсессӗн филистимсем ишсе-хупласа лартнӑ пусӑсене — Исаак ҫӗнӗрен чавса уҫнӑ; вӗсене хӑйӗн ашшӗ [Авраам] панӑ ятсенех парса тухнӑ.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Унӑн ашшӗ Авраам пурӑннӑ чухне ашшӗн чурисем алтнӑ пусӑсене пӗтӗмпех филистимсем ишсе, тӑпра ярса хупласа лартнӑ.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа ӑна курӑнса каланӑ: Египета ан кай; Эпӗ сана кӑтартас ҫӗрте пурӑн, 3. ҫак ҫӗр тӑрӑх ҫӳре, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, сана пиллӗп, ҫак ҫӗрсене пӗтӗмпех сана тата санӑн йӑхна парӑп, Авраама, санӑн аҫуна, [Хам] тупа туса каланине вырӑна килтерӗп; 4-5. Авраам [санӑн аҫу] Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн, Эпӗ мӗн тума каланине тунӑшӑн — Эпӗ хушнине, Манӑн йӗркесене, Манӑн саккунсене туса тӑнӑшӑн — санӑн йӑхна тӳпери ҫӑлтӑр пек йышлӑ тӑвӑп, ҫак ҫӗрсене пурне те санӑн йӑхна парӑп; ҫӗр ҫинчи пур халӑх та санӑн вӑрлӑху урлӑ пиллӗхлӗ пулӗ, тенӗ.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Авраам пурӑннӑ чухне пулнӑ выҫлӑхсӑр пуҫне ҫак ҫӗрте каллех выҫлӑх пулнӑ; Исаак Авимелех патне, Филисти патши патне, Герара кайнӑ.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Акӑ Исаакӑн, Авраам ывӑлӗн, йӑхӗ-кӑкӗ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Акӑ Египет хӗрӗ Агарь — Сарра тарҫи — Авраама ҫуратса панӑ Измаилӑн, Авраам ывӑлӗн, йӑхӗ-кӑкӗ; 13. акӑ Измаил ывӑлӗсен ячӗсем, вӗҫе-вӗҫӗн ҫуралса пынӑ ывӑлӗсен ячӗсем: Измаилӑн малтан ҫуралнӑ ывӑлӗ Наваиоф, ун хыҫӗнчен Кедар, Адбеел, Мивсам, 14. Мишма, Дума, Масса, 15. Хадад, Фема, Иетур, Нафиш тата Кедма.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Авраам вилсессӗн, Турӑ унӑн ывӑлне, Исаака, пилленӗ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӑна Исаакпа Измаил, хӑйӗн ывӑлӗсем, Махпела текен сӑрт хӑвӑлне, Ефронӑн — хет ҫыннин, Цохар ывӑлӗн — Мамре тӗлӗнчи хирне, пытарнӑ, 10. ҫав ҫӗре [тата сӑрт хӑвӑлне] Авраам Хет ывӑлӗсенчен сутӑн илнӗ пулнӑ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Авраам пурӑннӑ кунҫул ҫӗр ҫитмӗл пилӗк ҫул пулнӑ; 8. Авраам ватӑлса ҫитсе, [пурӑнӑҫпа] тӑраниччен пурӑнса вилнӗ, вара канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑйӗн мӗн пуррине пурне те Авраам [хӑйӗн ывӑлне] Исаака панӑ, 6. ҫум-арӑмӗсем ҫуратнӑ ывӑлӗсене Авраам парнесем панӑ та хӑй сывӑ чухнех Исаакран, хӑйӗн ывӑлӗнчен, тухӑҫ енне тухӑҫри ҫӗр ҫине уйӑрса янӑ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Авраам тата Хеттура ятлӑ арӑм илнӗ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Вара Ревеккӑна, хӑйсен йӑмӑкне, ӑна пӑхса ӳстернӗ хӗрарӑмпа пӗрле янӑ; Авраам чурине те, унпа пӗрле килнӗ ҫынсене те янӑ.59. И отпустили Ревекку, сестру свою, и кормилицу ее, и раба Авраамова, и людей его.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.