Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫамрӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫамрӑк (тĕпĕ: ҫамрӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яла килме вӗсене федераллӑ е тата регион шайӗнчи ҫамрӑк специалистсене пулӑшакан программӑсем те илӗртеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3

Пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫине уйрӑмах тимлӗ пӑхмалла.

Помоги переводом

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Ҫамрӑк фермерсем – Карапай Шӑмӑршӑри А.Иванов (иртнӗ ҫул 2,6 миллион тенкӗ тӑракан «Джон дир» тракторпа ҫӗр ҫинче ӗҫлемелли ытти техника туянчӗ), Пуянкассинчи Г.Макаров (хӑйӗн хирӗсенчи тыр-пула пуҫтарса кӗртнӗ хыҫҫӑн пӗтӗм района пулӑшрӗ), Асанкассинчи С.Данилов (ним ҫук ҫӗрте вӑйлӑ аталаннӑ база йӗркелерӗ), Кивӗ Чукалти Ю.Никитин, Вырӑс Чукалти В.Симурзинпа А.Андреев, Анат Чаткасри А.Юнкеров тата ыттисем пуриншӗн те ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Андреев профессор, врач пулнӑ май, Ястребов хӑйне хӑй тыткаланинче «диагноз ҫук-ши?» тесе те шухӑшлать тепӗр чух: «Пӗр вӑхӑтра, ҫамрӑк чухне, питӗ ӗҫрӗ, ҫавӑ айӑп кӳмерӗ-ши пуҫ мимине?»

Помоги переводом

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫамрӑк хунавсенчен - «Флагман», «Фаворит» сортсем ҫитес вӑхӑтсенче ҫимӗҫӗпе савӑнтарасса кӗтеҫҫӗ хӑмлаҫӑсем.

Помоги переводом

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Чӑвашсем ӗҫлекен ӗҫлекен столовӑйӗнче ӗҫлетӗн — пӗтӗм ҫӗрте тасалӑх хуҫаланать, ҫамрӑк хӗр-поварсем чӑлт шурӑ илемлӗ ҫипуҫсемпе, хӑйсем те артисткӑсем пек капӑр тейӗн.

Помоги переводом

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Ҫар ҫыннисемпе ҫар техники марш кӗввипе Шупашкар халӑхӗпе хӑнасен умӗпе иртнипе пӗрлех унта кадет класӗсенче вӗренекен ҫамрӑк параппанҫӑсем, истори реконструкцийӗн клубӗн хастарӗсем, «Крестовоздвижени» станцийӗн казакӗсем тата вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗ, «Русский егерь» ҫар историйӗн клубӗ хутшӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Уявра парад та пулӗ // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫамрӑк чухнехи ӳсентӑранран хӑшпӗри куҫран ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Вӑл ҫамрӑк хунавсене пӗтерет.

Помоги переводом

Ҫуллен йывӑҫ лартатпӑр пулсан та // Анатолий АЛЕКСЕЕВ. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Районта ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗсемпе тупӑшусем ирттернӗ.

Помоги переводом

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

«Хусанкая пӗлмесӗр, унӑн пултарулӑхне вӗренмесӗр хамӑра чӑн чӑваш тесе калама чӗлхе ҫаврӑнмасть. Мӗншӗн-ха пирӗн, аслӑ вырӑс халӑхӗн уттипе танлашнӑ чӑвашсен, ҫамрӑк ӑрӑва Пушкин пултарулӑхне 5-мӗш класранах тӗплӗн тишкерсе вӗрентнӗ евӗр, Хусанкайпа паллаштармалла мар?» — ҫакнашкал ыйту лартрӗ вӗрентекен.

Помоги переводом

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Кӑҫал республикӑри чи хастар, пултаруллӑ, вӑтӑр ҫула ҫитмен 994 ҫамрӑк Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ятарлӑ стипендине илсе тӑрӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Ҫамрӑк чухне Тюмене куҫса кайнӑ вӗсем пӗр канашлӑ пулса.

Помоги переводом

Янӑратӑр ача-пӑча сасси шкулта та килте! // Луиза ВАСИЛЬЕВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Журналта ҫамрӑк талантсен сӑввисем, калавӗсем, ӳкерчӗкӗсем пичетленнӗ, ҫав авторсенчен чылайӑшӗ кайран паллӑ поэт, писатель, художник пулса тӑнӑ.

Помоги переводом

Вулакансем корреспондентсемпе тӗл пулчӗҫ // Татьяна ЗАХАРОВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

— Паян эсир пирӗн ҫамрӑк пулӑшуҫӑсем, шкулшӑн тата юлташӑрсемшӗн тӗрек пулса тӑтӑр.

Помоги переводом

Кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр // Нина Царыгина. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Тӗп управленийӗн начальникӗпе Станислав Антоновпа ВДПО председателӗ Светлана Сергеева ҫамрӑк пушарнӑйсен билечӗпе чыслани уйрӑмах хумхануллӑ самант пулчӗ вӗсемшӗн.

Помоги переводом

Кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр // Нина Царыгина. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси шкулӗнче 5-7-мӗш классенче вӗренекенсем ҫамрӑк пушарнӑйсем пулса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр // Нина Царыгина. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫар тумӗ тӑхӑннӑ, ҫӳллӗ пӳллӗ ҫамрӑк.

Помоги переводом

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Мӑк хушнӑ тӑпра ҫамрӑк чечеке куҫарса лартнӑ чухне саланса каймасть.

Помоги переводом

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Туратран тымарлантарса ӗрчетнӗ ҫамрӑк хунава тус-юлташпа ылмаштарма, килте ҫук ҫӗнӗ, сайра тӗл пулакан экземплярлӑ пулма май парать.

Помоги переводом

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней