Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Ҫӑвӑнӑр, тасалӑр; усал ӗҫӗрсене Манӑн куҫӑм умӗнчен шӑлса ывӑтӑр; усал тума чарӑнӑр; 17. ырӑ тума вӗренӗр, тӳрӗлӗхе шырӑр, пусмӑр тӳсекене хӑтарӑр, тӑлӑха хӳтӗлӗр, тӑлӑх арӑма кӳрентерме ан парӑр.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Санӑн килӳ-ҫуртунта вӑл хӑйне сан пекех хуҫалла тыткалать, санӑн кил-йышупа чӑрсӑррӑн калаҫать; 12. эсӗ мӑшкӑл курас пулсассӑн, вӑл сана хирӗҫ пулать, санӑн куҫу умӗнчен ҫухалать.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Эсӗ, вӗсем те ҫынсемех тесе, вӗсене те хӗрхеннӗ, вӗсене пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пӗтермешкӗн Хӑвӑн ҫару умӗнчен сӑвӑслан янӑ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патша умӗнчен кайма ан васка, тӗлсӗр ӗҫе ҫине тӑрсах ан хӳтӗле: вӑл мӗн тӑвас тенине пӗтӗмпех тума пултарать.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй ывӑлӑм, ман сӑмахӑма тӑнла, эпӗ каланине хӑлхуна тайса итле; 21. вӗсем куҫу умӗнчен ан кайччӑр; вӗсене чӗрӳ варринчех упра: 22. вӗсем хӑйсене тупакансене пурӑнӑҫ кӳреҫҫӗ, унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвне сывлӑхлӑ тӑваҫҫӗ.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсен умӗнчен ҫын янӑ: Иосифа чуралӑха сутса янӑ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ун умӗнчен вут-ҫулӑм пырать, йӗри-тавра Унӑн тӑшманӗсене вӗтелет.
Пс 96 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ырӑлӑхпа чӑнлӑх тӗл пулчӗҫ, тӳрӗлӗхпе тӑнӑҫлӑх пӗр-пӗрне чуптурӗҫ; 12. ҫӗртен чӑнлӑх тухрӗ, тӳперен тӳрӗлӗх анчӗ; 13. Ҫӳлхуҫа ырӑлӑх парӗ, пирӗн ҫӗр те хӑй ҫимӗҫне ӳстерӗ; 14. Унӑн умӗнчен тӳрӗлӗх пырӗ, Унӑн утӑмӗсем валли ҫул хывӗ.
Пс 84 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ, 42. Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман: 43. Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ; 44. вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ; 45. вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ; 46. вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ; 47. иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ; 48. выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ; 49. вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ; 50. Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ; 51. Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ; 52. Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ; 53. вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ; 54. вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ; 55. вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӗтӗм сирӗлнӗ пек, сирсе-сапаласа яр вӗсене; вут-ҫулӑм умӗнче ӑвӑс епле шӑранать, ҫылӑхлӑ ҫынсем Турӑ умӗнчен ҫапла ҫухалччӑр.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ ҫӗклентӗр#, Унӑн тӑшманӗсем саланччӑр, Ӑна курайманнисем Унӑн умӗнчен тарса пӗтчӗр.2. Да воскреснет Бог, и расточатся враги Еro, и да бегут от лица Его ненавидящие Его.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Аптӑраса ҫитнӗ вӑхӑтра шухӑшларӑм: «мана Хӑвӑн куҫу умӗнчен сиртӗн иккен» терӗм; анчах Сана тархасларӑм та — Эсӗ манӑн кӗллӗм сассине илтрӗн.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унӑн мӑйӗнче вӑй пытанса тӑрать, унӑн умӗнчен сехмет чупса пырать.
Иов 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Канлӗ выртать вӑл, айлӑм тӑпри ҫӑмӑл уншӑн, ун хыҫҫӑн халӑх кӗпӗрленсе пырать, умӗнчен пыракансен те имӗ-сумӗ ҫук.33. Сладки для него глыбы долины, и за ним идет толпа людей, а идущим перед ним нет числа.
Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9-10. Манӑн анне варӗн алӑкне хупманшӑн, ҫак хурлӑха манӑн куҫ умӗнчен сирменшӗн шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗсем сӳнсе ларччӑр, ҫутӑ кӗттӗр ҫав каҫ — ҫути ан килтӗр.
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Шуйттан Ҫӳлхуҫа умӗнчен кайнӑ та Иова ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех хаяр тилҫе сырса илмелле тунӑ.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шуйттан вара Ҫӳлхуҫа умӗнчен кайнӑ.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аман вара тумтирпе урхамах илнӗ те Мардохее ҫав тума тӑхӑнтартса, урхамах ҫине лартса хула варрине илсе тухнӑ, ун умӗнчен: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тесе кӑшкӑрса пынӑ.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Аман патшана ҫапла каланӑ: патша хисеп-чыс тума шутланӑ ҫын валли 8. патша тӑхӑнакан тум илсе килччӗр, патша утланса ҫӳрекен урхамах ҫавӑтса килччӗр, ун пуҫне патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартчӑр, 9. ҫав тума, ҫав урхамаха патшанӑн чи ҫывӑх улпутӗнчен пӗрне паччӑр — вара патша чыслама шутланӑ этеме ҫав тума тӑхӑнтартчӑр та, урхамах ҫине лартса, хула варрине илсе тухчӑр, унтан ун умӗнчен кӑшкӑрса пыччӑр: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тетчӗр.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Олоферн каланӑ ӑна: ҫак халӑх умӗнчен малтан сана ярса Турӑ лайӑх тунӑ, капла пирӗн алӑра вӑй, манӑн хуҫана итлеменнисем хушшинче вилӗм пулӗ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.