Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ыталанса, эпир япаласем ҫине такӑна-такӑна утрӑмӑр, каллех мӗншӗн те мӗншӗн тесе ҫине-ҫинех ыйтатпӑр, ҫав мӗншӗн тенисем вара хамӑра Ленинград таврашӗнче мӗнле сӑлтавсем уйӑрнӑ пекех нумай, е тата Мускаври хамӑра кӳршӗллӗ урамсем мӗншӗн ирттерсе янӑ пекех, акӑ халӗ Полярная чи малтанхи хут килсенех тӗлпултӑмӑр, кунта, ҫур сехет каярах та-ха Катя кунта тесе шухӑшлама аса илме ҫукчӗ!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ҫак хирӗҫле ҫӑмахсене шӳт туса калаҫнӑ пек ирттерсе ярасшӑн пулчӗ.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫакӑн пекки сайра тӗл пулнӑ чухне, вӗсене тытаймасӑр ирттерсе ярсан питех те айван ӗҫ пулӗччӗ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эппин малаллах каятпӑр иккен-ха эпир, васкамастпӑр пулин те, малалла, мӗншӗн тесен пирӗн пӗрмаях хӗҫпӑшал тиенӗ составсене фронталла ирттерсе ямалла.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗчӗкҫӗ ҫеҫ питлӗ ватӑ сӑнлӑ хӗрача, пире ирттерсе ярас тесе, юр ҫинелле пӑрӑнса кӗчӗ — Пушкарски урамӗ тӑрӑх хывӑннӑ тӑвӑр сукмак ҫинче пӗр-пӗринпе хирӗҫ пулсан иртме ҫукчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Контроль умӗнчен иртнӗ чух Катя Женя Степановӑна ҫурӑм хыҫӗпе питӗ чеен ирттерсе ячӗ те хисеплӗ сасӑпа контролёршӑна икӗ билет тыттарчӗ: «Акӑ тытӑр, пӗри (хӑйне пӳрнепе тӗртсе илчӗ), тепри (ман ҫине тӗллерӗ)».
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Пирӗн пахчасем хыҫӗнче харпӑр территори пур, газ пӑрӑхӗсене унта хунӑ тӑк влаҫӑн укҫа тӳлеме тивӗччӗ, ялта вара ҫакна вӗсем тӳлевсӗрех тӑваҫҫӗ. Пуху ирттерсе халӑх шухӑшне те пӗлмелле пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ Марина Мартынова.
Типҫырмасем митинга тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22998.html
Эпӗ ҫав ӗҫ пирки хамӑн пӗтем пурнӑҫа ирттерсе ярас пулсан та, хӑҫан та пулин ҫав ҫын вӑл пулнине кӑтартса паратӑпах.Когда-нибудь я докажу, что это — он, хотя бы мне пришлось ухлопать всю свою жизнь.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ карлӑк ҫумнелле хӗсӗнсе носилкӑна ирттерсе ятӑм.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ҫав каҫа ун патӗнчех ирттерсе ячӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑхӑт ирттерсе тӑмалли те ҫук.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пире тухса кайма мӗн кирлине пурне те хатӗрлесе ҫитернӗ; эпӗ тек вӑхӑта ирттерсе тӑрасшӑн пулмарӑм.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ ҫакӑ ҫур сехете актовӑй залрах ирттерсе ятӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ Катьӑна сывпуллашса вӑхӑта ирттерсе тӑтӑм, ҫак самантра Николай Антоныч таврӑнчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку суда шӳтпех ирттерсе ямаллаччӗ-и тен?
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кусем ӗнтӗ тӗрӗсне те тӗрӗс, эпир пурсӑмӑр та канашлӑва пӗр самантрах ирттерсе ярас терӗмӗр.Все это было совершенно верно, и мы, не сговариваясь, решили провести совещание в два счета.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хамӑн малалли кунҫулӑмшӑн ҫавтери пысӑк вырӑн йышӑнмалла канашлӑва эпӗ каймасӑр ирттерсе яма пултарайманнине вулакан хӑй те ҫӑмӑллӑнах ӑнланса илӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ: Белогорск крепӑҫӗ инҫере мар, ҫавӑнпа та ваше превосходительство халех, вӑхӑта ирттерсе тӑмасӑрах, вӑл крепӑҫӑн мӗскӗн ҫыннисене хӑтарма ҫар ушкӑнӗ ярӗ тен, терӗм.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Юлашки перегона уборнӑйӗнчех ирттерсе яма тӳрӗ килчӗ пире.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапла ирттерсе ячӗ вӑл пӗр куна, Егорье праҫникне.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951