Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

унти сăмах пирĕн базăра пур.
унти (тĕпĕ: унти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суворовӑн унти крепоҫсене ҫӗнӗлле йӗркеленине тата хӗҫ-пӑшала сӑнаса тӑмалла пулнӑ.

Поручили Суворову следить за переустройством и вооружением тамошних крепостей.

Атӑсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ют ҫӗр-шывсенчен таврӑннӑ хыҫҫӑн Федор Лиховидов Пензӑра, унти генерал-губернатор патӗнче, тымар ярса пурӑнать.

Уже вернувшись из-за границы, Федор Лиховидов укоренился в Пензе, при тамошнем генерал-губернаторе.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан кӗҫех тата Царицын енчен унти хӗрлӗ командир — хорунжи Автономов — Ростов патнелле ҫывхарса килни ҫинчен сӑмах ҫӳреме пуҫлать.

Слухи шли, что движется из Царицына к Ростову тамошний красный командир — хорунжий Автономов.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унти мӗн пур япаласем Аньӑна аса илтерсе тӑраҫҫӗ: манса хӑварнӑ сӑмса тутри те, салтак подсумокӗ те, пӑхӑр курка та — алли пырса сӗртӗннӗ кашни ӑпӑр-тапӑр япала Анна шӑршине упраса хӑварнӑ.

Там каждый предмет еще дышал присутствием Ани, каждая вещь хранила ее запах: и забытый носовой платок, и солдатский подсумок, и медная кружка — все, к чему прикасались ее руки.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хутор пурнӑҫӗпе унти хыпарсем ҫинчен каласа панӑ май, Иван Алексеевич Христоньӑпа хӑйне съезд делегачӗ туса янӑ фронтовиксен пухӑвӗ ҫинчен те кӗскен хыпарларӗ.

Рассказывая про хутор, хуторские новости, Иван Алексеевич кратко передал о собрании фронтовиков, пославших его с Христоней сюда.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗлӗтелле ҫӗкленнӗ хӑмӑр юпа унти ҫынсене самантрах шӑлса кайрӗ; снаряд алтса хӑварнӑ пысӑк шӑтӑк тӗлӗнчи тӗтӗм вӑраххӑн хухса сирӗлчӗ.

Бурый столб разрыва разметал людей, над воронкой, опадая, рассасывался дым.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсӗ унти япалусене виҫӗ пая уйӑр, эпӗ сана виҫӗ чемодан илсе килсе парӑп…

Так что ты рассортируй все, что там у тебя хранится, а я привезу тебе три чемодана.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унти ӗҫе пӗтермелле, ытла нумая ячӗҫ.

Надо нам там кончать дело, затянули.

XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунта та унти пекех пул.

Здесь тоже быть таким же.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вара пуҫлать хайхискер вӗсен рабочийӗсене пӑлхатма, унти нумай вӗреннӗ ҫынсене ухмаха хӑварма, — лешсем пурте унран вилес пек хӑраса ӳкеҫҫӗ.

Да как начал ихних рабочих бунтовать да ученым очки вставлять, — они и перепужались досмерти.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унти офицерсем пурте лайӑхскерсем, ҫитменнине казаксем те ҫирӗпрех.

Там исключительно славный подбор офицеров, да и казаки потверже, посерее.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Сире унти казаксем курайми пулса ҫитнӗ.

Казаки настроены против вас.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Петро ҫавна асӑрхарӗ те, унти калаҫӑва аякран илтсе, казаксем патне пычӗ.

Петро подошел, еще издали вслушиваясь в разговор казаков.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тин кӑна ӑшӑнса ҫитнӗ Емельян ҫав хушӑра тарҫӑсен пӳлӗмӗнче чей ӗҫсе ларчӗ, кӑшман пек хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫинчи тарне хӑмач тутӑрӗпе шӑлкаласа, Аксинйӑна хутор пурнӑҫӗпе унти хыпар-хӑнарсем ҫинчен каласа пачӗ.

В людской в это время Емельян, отогревшись, пил чай, красным платком вытирал пот с бураковых щек, рассказывал о хуторе и новостях.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Лерен тухса шӑвӑнас умӗн унти офицерсене эпӗ хам шухӑшсене пӗтӗмпех каласа патӑм… — терӗ вӑл.

— Я перед уходом высказал офицерикам свои взгляды…

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӗнӗ ҫӗрсене ҫавӑрса илес тата унти халӑхсене, чуралӑхра асапланакан Польша халӑхӗпе ытти нацисене пусмӑрланӑ пек, пусмӑрлас тесе, патша правительстви миллионшар салтаксене вут айне тӑратрӗ.

Царское правительство поставило под огонь миллионы солдат для того, чтобы захватить новые земли и угнетать население этих земель так, как угнетаются порабощенные Польша и другие национальности.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Нӳрлӗ ҫӗр ҫине ан вырт, шыва ан кӗр — ху та пӗлетӗн, унти шыв питӗ сивӗ, турӑ ҫырлахтӑрах, юхса пыракан пӗренесем ҫине сикме ан шухӑшла», — терӗ Ниловна.

«На сырую землю не ложись, не купайся — там вода, знаешь, какая холодная, и, боже тебя упаси, не вздумай прыгать по плывущим бревнам».

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей улӑха пӑхса пынӑ май плантацисене, унти хӳшӗсемпе водокачкӑсене ҫеҫ мар, ӗнтӗ пулас каналӑн ҫулне те курнӑ.

В пойме Сергей видел огородные плантации с балаганами и водокачками, тут должно лечь русло будущего канала.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапла ҫав, хӑйсен хулинчи Геройсем ҫинчен унти ҫынсем урӑхла калаҫаҫҫӗ, вӗсене ытларах юратаҫҫӗ, хайсем те, ачисем те вӗсем пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ.

Да, о героях своего города тамошние люди говорят по-другому, любят их больше, даже дети стараются быть такими же, как и они.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хальхипе танлаштарсан вӑл ҫӑлтӑра урӑхларах ӳкернипе тата хӑш-пӗр вырӑнсенче сӑрӑ палитри улшӑннипе ҫеҫ палӑрса тӑмасть, унти глобуса та кӑшт ҫавӑрса хунӑ.

От нынешнего он отличается не только другой прорисовкой звезды и изменением в ряде мест цветовой палитры, но и небольшим поворотом глобуса.

Беларуҫ минюсчӗ патшалӑх гербне мирлӗрех тӑвас сӗнӳпе тухнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24386.html

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней