Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Иисус ӗнтӗ ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурнӑ та, Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи умне ӳксе, мӗн каҫченех ҫапла выртнӑ; Израилӗн аслӑ ҫыннисем те ҫапла тунӑ; пуҫӗ ҫине вӗсем тусан сапнӑ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑн чухне Иисус тупа туса каланӑ: кам та кам ҫак Иерихон хулине ҫӗнӗрен туса лартӗ, ҫав ҫын Ҫӳлхуҫа умӗнче ылханлӑ пулӗ; хула никӗсӗ унӑн аслӑ ывӑлӗн пуҫне пулӗ, хула хапхи кӗҫӗн ывӑлӗн пуҫне пулӗ, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Моисей пек пророк Израилӗн урӑх пулман: Ҫӳлхуҫа унпа куҫа-куҫӑн калаҫнӑ, 11. Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе вӑл Египет ҫӗрӗнче фараонпа унӑн мӗнпур чури тӗлӗшӗнчен, унӑн пӗтӗм ҫӗрӗ тӗлӗшӗнчен паллӑсемпе кӗтретсем нумай кӑтартнӑ, 12. пӗтӗм Израиль умӗнче аслӑ кӗтретсем тунӑ, алли хӑватлӑ пулнӑ унӑн.
Аст 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. ман патӑма хӑвӑр йӑхӑрсен аслӑ ҫыннисене, [хӑвӑр тӳрӗрсене,] хӑвӑра пӑхса тӑракансене пурне те пухӑр, вара эпӗ ҫакӑ сӑмахсене вӗсем илтмелле калӑп, кӳнтелен пулма тӳпепе ҫӗре чӗнӗп; 29. пӗлсех тӑратӑп: эпӗ вилнӗ хыҫҫӑн эсир ирсӗрленсе пӗтетӗр те эпӗ халалласа хӑварнӑ ҫултан пӑрӑнса каятӑр, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара хӑвӑр аллӑрсенӗн ӗҫӗсемпе Ҫӳлхуҫа [Турра] ҫиллентерсе Унӑн умӗнче усал ӗҫсем туса пурӑннӑшӑн сире хӗн-асап ҫитӗ, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Моисей ӗнтӗ ҫак саккуна ҫырнӑ та ӑна Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине йӑтса ҫӳрекен священниксене, Левий ывӑлӗсене, тата Израиль [ывӑлӗсен] мӗнпур аслӑ ҫыннине панӑ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Паян эсир пурсӑр та — йӑхӑрсен пуҫлӑхӗсем, сирӗн аслӑ ҫыннӑрсем, [сирӗн тӳрӗрсем,] халӑха пӑхса тӑракансем, пӗтӗм Израиль ҫынни, 11. сирӗн ачӑрсем, арӑмӑрсем, санӑн тапӑрна ютран килнӗ ҫынсем, вутӑ касса тӑракантан пуҫласа шыв кӳрсе тӑракан таранах — хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тӑратӑр: 12. Ҫӳлхуҫа Турру паян санпа килӗшӳ тӑвать, эсӗ тупа туса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррупа халал хыватӑн, 13. Вӑл сана паян Хӑйӗн халӑхӗ тӑвать, Хӑй вара — сана каланӑ пек, санӑн аҫусене Авраама, Исаака тата Иакова Хӑй тупа туса каланӑ пек — санӑн Турру пулӗ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Моисей Израиль [ывӑлӗсене] пӗтӗмпех пухнӑ та вӗсене каланӑ: эсир Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнче сирӗн куҫӑр умӗнче фараона, унӑн чурисене, унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине пӗтӗмпех куртӑр; 3. санӑн куҫусем хӑрушӑ асапсем янине, аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнине [тата тӗреклӗ алӑпа хӑватлӑ вӑя] курса тӑчӗҫ; 4. анчах паянхи кунччен сире Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑнланмашкӑн — чӗре, курмашкӑн — куҫ, илтмешкӗн хӑлха паманччӗ-ха.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей тата Израиль [ывӑлӗсен] аслӑ ҫыннисем халӑха ҫапла ӳкӗтлесе каланӑ: халӗ сире мӗн ӳкӗтлесе каланине, пӗтӗм ӳкӗте, пурӑнӑҫласа тӑрӑр, тенӗ.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫав хуланӑн аслӑ ҫыннисем упӑшкана айӑплаччӑр та 19. ӑна ҫӗр сикль кӗмӗл тӳлеттермелле туччӑр, Израиль хӗрӗ ҫинчен лайӑх мар сӑмах кӑларнӑшӑн ун укҫине хуньӑшне паччӑр; хӗрӗ унӑн арӑмех пулса юлтӑр, упӑшки унран хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех уйӑрӑлаймӗ.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара хӗр тумтирне хуланӑн аслӑ ҫыннисем умне сарса хурӗҫ.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах та [сан патӑнта] кам та кам хӑйӗн ҫывӑх ҫыннишӗн тӑшман пулса ӑна вӑрттӑн сыхласа ҫӳрет пулсассӑн, ӑна вӗлерес тесех вӗлерет пулсассӑн, унтан ҫав хуласенчен пӗрне тарса ӳкет пулсассӑн, 12. вӑл пурӑннӑ хулари аслӑ ҫынсен ӑна каялла илсе килмешкӗн ҫын ямалла, ӑна юншӑн тавӑраканӗн аллине вӗлерме тытса памалла; 13. ӑна куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр; Израиль ҫинчен айӑпсӑр ҫыннӑн юнне ҫуса яр, вара сана ырӑ пулӗ.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑй патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, вӑл левит священниксен аллинчи кӗнекерен хӑй валли ҫак саккун пуххине йӗркипе ҫырса илме тивӗҫлӗ, 19. ҫырса илни яланах унра пултӑр, ӑна вӑл мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вулатӑр, ҫапла Ҫӳлхуҫаран, хӑйӗн Турринчен, хӑраса тӑма вӗрентӗр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те, ҫак йӗркесене пурне те пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑштӑр; 20. чӗри мӑнаҫланса кайнипе тӑванӗсем умӗнче хӑйне пысӑка хума ан тытӑнтӑр, саккунран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнтӑр: Израиль хушшинче унӑн тата унӑн ывӑлӗсен нумай ҫул патшара лармалла пултӑр.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сирӗн ывӑлӑрсене каламастӑп: вӗсем хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр янӑ хасана пӗлмен-курман, Унӑн аслӑлӑхне [тата] Унӑн тӗреклӗ аллипе Унӑн хӑватлӑ вӑйне, 3. Унӑн Египетра кӑтартнӑ паллисемпе ӗҫӗсене, фараона, Египет патшине, тата унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине, 4. Египет ҫарне, унӑн утлӑ ҫарӗсемпе унӑн урапаллӑ ҫарӗсене мӗн кӑтартнине, вӗсене, сирӗн хыҫӑртан хӑваласа пыраканскерсене, Хӗрлӗ тинӗс шывне путарнине — Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ҫапла вӗсене нихӑҫан йӑл илмелле мар пӗтерсе пӑрахнине курман; 5. хӑвӑр ҫак вырӑна килсе ҫитиччен Вӑл пушхирте сирӗншӗн мӗн-мӗн тунине, 6. Дафанпа Авирона — Рувим ывӑлӗн Елиавӑн ывӑлӗсене — мӗн кӑтартнине: ҫӗр ҫурӑлса кайнине, вӗсене хӑйсене, вӗсен килӗ-йышне, чатӑрӗсене, хӑйсем тытса тӑнӑ мӗнпур пурлӑхне пӗтӗм Израиль умӗнче ҫӗр ҫӑтса янине курман, 7. эсир вара Ҫӳлхуҫамӑр тунӑ пӗтӗм аслӑ ӗҫе хӑвӑр куҫӑрпа курнӑ.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ чӗрӗрсен ӳтне касӑр та ӳлӗмрен чурӑс ан пулӑр, 17. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, — турӑсенӗн Турри, патшасенӗн Патши, аслӑ, хӑватлӑ та хӑрушӑ Турӑ, Вӑл ҫын кам иккенне пӑхмасть, сӗрев йышӑнмасть, 18. Вӑл тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма хӳтӗлет, ютран килнӗ ҫынна юратать, ӑна ҫӑкӑрпа тумтир парать.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӗсем вара — Санӑн халӑху, Хӑвӑн еткерлӗхӳ, Эсӗ вӗсене [Египет ҫӗрӗнчен] Хӑвӑн аслӑ хӑватупа, Хӑвӑн пысӑк вӑюпа илсе тухнӑ, терӗм.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Израиль, итле: халӗ эсӗ Иордан леш енне пӗлӗте перӗнесле хӳмесем хӳсе тӗреклӗлетнӗ пысӑк хуласенче пурӑнакан халӑха, хӑвӑнтан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑха, 2. ху пӗлекен, вӗсем ҫинчен: «Енак ывӑлӗсене кам хирӗҫ тӑрайтӑр?» тенине илтнӗ Енак ҫыннисене, [аслӑ,] йышлӑ та шултӑра халӑха, хӑвӑн аллуна илме каятӑн.
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла ҫителӗклӗ ҫисе-тӑранса, лайӑх ҫуртсем лартса [унта] пурӑнма тытӑнсассӑн, 13. шултӑра тата вак выльӑх-чӗрлӗхӳ нумайланса ҫитсессӗн, кӗмӗлӳпе ылтӑну нумайлансассӑн, санӑн мӗн пурри пурте нумайланса кайсассӑн, 14. асту вара, чӗрӳ мӑнаҫланса ан кайтӑр, сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, ан ман; 15. Турӑ сана аслӑ та хӑрушӑ пушхир витӗр илсе тухрӗ, унта наркӑмӑшлӑ ҫӗленсемпе ытти тӗрлӗ ҫӗленсем, скорпионсем йӑшӑлтататчӗҫ, ҫӗр шывсӑр ҫунса выртатчӗ; Турӑ унта сана чул хысакран шыв [ҫӑлкуҫӗ] кӑларса пачӗ, 16. кайран хӑвна ырӑ кӑтартма сана йӑвашлантарас, сана сӑнас тесе Вӑл пушхирте сана [эсӗ хӑв та,] аҫусем те пӗлмен манна ҫитерсе тӑчӗ, 17. ҫакна Вӑл эсӗ хӑвӑн ӑшӑнта: «ҫак пуянлӑха эпӗ хамӑн вӑйӑмпа, хамӑн тӗреклӗ аллӑмпа турӑм» тесе ан шухӑшлатӑр, 18. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, асра тыттӑр тесе турӗ, мӗншӗн тесессӗн пурлӑх туса пуянлӑх тупма сана Вӑл вӑй парса тӑрать, ҫапла ӗнтӗ, халь тунӑ пек, Хӑй аҫусене тупа туса панӑ халала вырӑна килтермелле пултӑр, терӗ.
Аст 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эхер те кайран ывӑлу санран: «Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, хӑвӑра ӳкӗтлесе каланӑ йӗркесем, хушса каланисем, саккунсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 21. эсӗ хӑвӑн ывӑлна ҫапла кала: «Египетра фараон патӗнче эпир чурасем пулнӑ, анчах Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пире Египетран Хӑйӗн тӗреклӗ аллипе [тата ҫӳлти хӑвачӗпе] илсе тухнӑ, 22. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] пирӗн куҫ умӗнче аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнӑ, Египет ҫине, фараон ҫине, унӑн пӗтӗм килӗ ҫине [тата ҫарӗ ҫине] пысӑк асапсем янӑ; 23. пире вара [Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр,] аттемӗрсене Хӑй тупа туса [пире пама] пулнӑ ҫӗре памашкӑн унтан илсе тухнӑ; 24. эпир Хӑйӗнчен хӑраса тӑччӑр тесе, пире ӗмӗр тӑршшӗпех ырӑ пултӑр тесе тата, хальхи пекех, пирӗн пурӑнӑҫа упраса хӑварас тесе, Ҫӳлхуҫа пире ҫак йӗркесене пурне те тытса пурӑнма хушнӑ; 25. эпир Ҫӳлхуҫа, хамӑр Туррӑмӑр, умӗнче ҫак [саккун] ӳкӗчӗсене пурне те Турӑ Хӑй пире хушнӑ пек туса тӑма тӑрӑшатпӑр пулсассӑн, пирӗн тӳрӗлӗх ҫавӑ пулӗ вара» те.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Сана ҫакна пӗлтерме кӑтартнӑ, пӗлсе тӑр: Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру] ҫеҫ чӑн Турӑ, Унсӑр пуҫне урӑххи ҫук; 36. вӗрентмешкӗн Вӑл сана Хӑйӗн тӳперен калаҫакан сассине илтме пачӗ, ҫӗр ҫинче сана Хӑйӗн хӑватлӑ вутне-ҫулӑмне кӑтартрӗ, эсӗ Унӑн сӑмахӗсене вут-ҫулӑм ӑшӗнчен илтрӗн; 37. санӑн аҫусене юратнӑран тата [сире,] вӗсем хыҫҫӑн юлас ӑрӑва, суйласа илнӗрен Вӑл сана Египетран Хӑйӗн аслӑ хӑвачӗпе Хӑй илсе тухрӗ, 38. ҫакна Вӑл сан умӑнтан хӑвӑнтан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене хӑваласа ярас, сана вӗсен ҫӗрне кӗртес, вӗсен ҫӗрне еткерлӗхе парас тесе турӗ, халӗ ҫакӑ курӑнсах тӑрать.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӑвӑнтан малтанах пулнӑ саманасемпе ӗмӗрсенчен — Турӑ ҫӗр ҫинче этеме пултарнӑ кунранпах пыракан, тӳпен пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитиех тӑсӑлакан вӑхӑтран — ыйт-ха: ҫак аслӑ ӗҫпе танлашаканни мӗн те пулин пулнӑ-и, илтнӗ-и ун пекки ҫинчен? 33. вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫакан [чӗрӗ] Туррӑн сассине эсӗ илтнӗ пек тата [мӗнле те пулин халӑх] илтнӗ-и, ҫапла илтсе чӗрӗ юлнӑ-и?
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.