Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

унпа (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
27. Унпа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха пӑталанӑ: пӗрне — Унӑн сылтӑм енне, тепӗрне — сулахай енне.

27. С Ним распяли двух разбойников, одного по правую, а другого по левую сторону Его.

Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

43. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах вуниккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле аслӑ священниксем, аслӑ ҫынсем, кӗнекеҫӗсем янӑ темӗн чухлӗ халӑх хӗҫсемпе, шалчасемпе пырса ҫитнӗ.

43. И тотчас, как Он еще говорил, приходит Иуда, один из двенадцати, и с ним множество народа с мечами и кольями, от первосвященников и книжников и старейшин.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вӑл Елеон тӑвӗ ҫинче Турӑ Ҫуртне хирӗҫ ларнӑ чухне Петрпа Иаков тата Иоанпа Андрей Унпа куҫа-куҫӑн юлсассӑн ҫапла ыйтнӑ: 4. каласамччӗ пире: ку хӑҫан пулӗ? ҫакӑ хӑҫан пулассине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ? тенӗ.

3. И когда Он сидел на горе Елеонской против храма, спрашивали Его наедине Петр, и Иаков, и Иоанн, и Андрей: 4. скажи нам, когда это будет, и какой признак, когда все сие должно совершиться?

Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Иисус пӳрте кӗрсен, Унпа куҫа-куҫӑн юлсан вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: эпир мӗншӗн-ха хӑваласа кӑлараймарӑмӑр ӑна? тенӗ.

28. И как вошел Иисус в дом, ученики Его спрашивали Его наедине: почему мы не могли изгнать его?

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Фарисейсем тухнӑ та Унпа тавлаша пуҫланӑ; вӗсем, Ӑна сӑнас тесе, тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ.

11. Вышли фарисеи, начали с Ним спорить и требовали от Него знамения с неба, искушая Его.

Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ҫавӑн чухне Иродиада хӗрӗ кӗрсе ташланӑ та Ирод кӑмӑлне те, унпа пӗрле кӗрекере ларакансенӗн кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ; патша вара хӗре каланӑ: манран мӗн ыйтассу килет — ҫавна ыйт, парӑп сана, тенӗ.

22. дочь Иродиады вошла, плясала и угодила Ироду и возлежавшим с ним; царь сказал девице: проси у меня, чего хочешь, и дам тебе;

Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Унтан кайсассӑн Вӑл Хӑйӗн тӑван ҫӗршывне пынӑ; Унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ.

1. Оттуда вышел Он и пришел в Свое отечество; за Ним следовали ученики Его.

Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Иисус вара унпа пӗрле кайнӑ.

24. Иисус пошел с ним.

Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Иисус кимӗ ҫине ларнӑ чухне хайхи усал ернипе асапланнӑ ҫын Унпа пӗрле каясшӑн Ӑна тархасланӑ.

18. И когда Он вошел в лодку, бесновавшийся просил Его, чтобы быть с Ним.

Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Вӗсем вара, халӑхран уйрӑлса, Иисуса Хӑй ларнӑ кимӗпех илсе кайнӑ; Унпа пӗрле урӑх кимӗсем те пулнӑ.

36. И они, отпустив народ, взяли Его с собою, как Он был в лодке; с Ним были и другие лодки.

Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Вӑл вӗсене каланӑ: пӗрре Давид хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем те выҫӑ аптӑрасассӑн мӗн туни ҫинчен нихӑҫан та вуламан-им эсир?

25. Он сказал им: неужели вы не читали никогда, что сделал Давид, когда имел нужду и взалкал сам и бывшие с ним?

Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Симон тата унпа пӗрле пулнисем Ун хыҫҫӑн кайнӑ; 37. Ӑна тупсассӑн, Ӑна: Сана пурте шыраҫҫӗ, тенӗ.

36. Симон и бывшие с ним пошли за Ним 37. и, найдя Его, говорят Ему: все ищут Тебя.

Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

54. Ҫӗрпӳ тата унпа пӗрле Иисуса хурал тӑракансем ҫӗр чӗтреннине, ҫавӑнта мӗн пулса иртнине курсассӑн сехӗрленсех ӳкнӗ те: Вӑл чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн, тенӗ.

54. Сотник же и те, которые с ним стерегли Иисуса, видя землетрясение и все бывшее, устрашились весьма и говорили: воистину Он был Сын Божий.

Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Ҫавӑн чухне Унпа пӗрле икӗ вӑрӑ-хураха: пӗрне — сылтӑм енне, теприне сулахай енне пӑталанӑ.

38. Тогда распяты с Ним два разбойника: один по правую сторону, а другой по левую.

Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

47. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах акӑ Иуда — вуниккӗшӗнчен пӗри — тата унпа пӗрле аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем янӑ, хӗҫсемпе шалчасем йӑтнӑ пысӑк ушкӑн пырса ҫитнӗ.

47. И, когда еще говорил Он, вот Иуда, один из двенадцати, пришел, и с ним множество народа с мечами и кольями, от первосвященников и старейшин народных.

Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Вӗсем сутӑн илме кайсассӑн, кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ, хатӗррисем унпа пӗрле туя кӗнӗ, алӑкне хупса хунӑ; 11. кайран леш хӗрсем те пыраҫҫӗ: «хуҫамӑр! хуҫамӑр! уҫса кӗртсемччӗ пире» теҫҫӗ.

10. Когда же пошли они покупать, пришел жених, и готовые вошли с ним на брачный пир, и двери затворились; 11. после приходят и прочие девы, и говорят: Господи! Господи! отвори нам.

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ҫапла ӗнтӗ, парне вырӑнӗпе тупа тӑвакан унпа та, ун ҫинче мӗн пуррипе те тупа тӑвать; 21-22. Турӑ Ҫурчӗпе тупа тӑвакан унпа та, унта Пурӑнаканпа та тупа тӑвать; тӳпепе тупа тӑвакан Туррӑн аслӑ пуканӗпе те, ун ҫинче Лараканпа та тупа тӑвать.

20. Итак клянущийся жертвенником клянется им и всем, что на нем; 21. и клянущийся храмом клянется им и Живущим в нем; 22. и клянущийся небом клянется Престолом Божиим и Сидящим на нем.

Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Моисей каланӑ: «кам та пулин ача-пӑчасӑр вилсен, тӑванӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, унӑн йӑхне тӑстӑр» тенӗ; 25. пирӗн ҫичӗ пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ, хӑй арӑмне шӑллӗне хӑварчӗ; 26. иккӗмӗшӗ те, виҫҫӗмӗшӗ те — пурте, ҫиччӗмӗшне ҫитичченех, ҫапла пулчӗ; 27. пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ; 28. вилнисем чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл ҫиччӗшӗнчен хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? унпа пурте пурӑннӑ-ҫке, тенӗ.

Моисей сказал: если кто умрет, не имея детей, то брат его пусть возьмет за себя жену его и восстановит семя брату своему; 25. было у нас семь братьев; первый, женившись, умер и, не имея детей, оставил жену свою брату своему; 26. подобно и второй, и третий, даже до седьмого; 27. после же всех умерла и жена; 28. итак, в воскресении, которого из семи будет она женою? ибо все имели ее.

Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Тӑвану сана урлӑ пырса ҫылӑха кӗрсен, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫ, ӳкӗтле ӑна; вӑл сана итлесессӗн, ку вара саншӑн тӑванна тупниех пулать; 16. итлемесессӗн, хӑвпа пӗрле тата тепӗр ҫын е икӗ ҫын илсе кай — икӗ е виҫӗ кӳнтелен каланипе пур сӑмах та ҫирӗплентӗр; 17. вӗсене те итлемесессӗн, ӗненекенсен ушкӑнне каласа кӑтарт; ӗненекенсен ушкӑнне те итлемесессӗн, вӑл вара саншӑн суя тӗнлӗ ҫын пекех, куланай пухакан пекех пултӑр.

15. Если же согрешит против тебя брат твой, пойди и обличи его между тобою и им одним; если послушает тебя, то приобрел ты брата твоего; 16. если же не послушает, возьми с собою еще одного или двух, дабы устами двух или трех свидетелей подтвердилось всякое слово; 17. если же не послушает их, скажи церкви; а если и церкви не послушает, то да будет он тебе, как язычник и мытарь.

Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ирод хӑйӗн Филипп пиччӗшӗн арӑмне Иродиадӑна пула Иоана тӗрмене тытса хуптарнӑ пулнӑ, 4. мӗншӗн тесессӗн Иоанн ӑна: «сана унпа пурӑнма юрамасть» тенӗ.

3. Ибо Ирод, взяв Иоанна, связал его и посадил в темницу за Иродиаду, жену Филиппа, брата своего, 4. потому что Иоанн говорил ему: не должно тебе иметь ее.

Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней