Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Пирӗн ӗҫ мар» текен ҫыравҫӑсем унпа пӗр шухӑшлӑ пулнӑ тӑк чӗлхерен пистерекен ҫак орфографи паян хуҫаланӗччӗ-ши?
Вӗрентме ансат. Диктант ҫырма вара... // Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Тен, унӑн куҫӗ умне ҫакӑнса тӑракан Зоя Космодемьянская тухать /унпа вӑл партизансен отрядӗнче пулнӑ/.
Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Унпа килӗшӳллӗн 35 ҫула ҫитмен специалистсене ҫурт-йӗр хакӗн 70% чухлӗ социаллӑ тӳлев параҫҫӗ.
Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Академи ертӳҫи унпа пачах килӗшмест.
Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Унпа килӗшӳллӗн кашнинче сенаж — 30, салат пӑтти — 10, утӑ — 5, пусыпка 7—8 килограмм лекет.
Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06
Ҫул-йӗр инкекӗсем чылай чухне хӑвӑртлӑха кирлинчен ытларах ӳстернипе, ҫуран ҫынсем ҫине кӗрсе кайнипе, транспорт хатӗрне тытса пыма ирӗк паракан удостоверени ҫук ҫын руль умне ларнипе, хирӗҫ килекен автомашина полоси ҫине тухса кайса унпа пырса ҫапӑннипе ҫыхӑннӑ-мӗн.
Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13
Унпа килӗшӳллӗн Комсомольски ялӗнчи Антонов микрорайонӗнчи 6 тата 7-мӗш ҫуртсен ҫивиттийӗсене улӑштарма палӑртнӑ.
Ҫуртсен ҫивиттийӗсене улӑштарӗҫ // Л.ГЕОРГИЕВА. «Каҫал Ен», 2016.07.29
Нумай чухне инкек тӳсекен ултавҫӑна пӗлмесӗр тата унпа куҫа-куҫӑн тӗл пулмасӑрах укҫа-тенкӗ «тыттарса» ярать.
Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26
Кайран чылай кулянса пурӑнтӑм унпа кӑштах та пулин ларма килӗшменшӗн.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Ҫӑмӑл пулмарӗ мана унпа уйӑрӑлма.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Юрӑпа Тамара унпа пӗр килти ачасем пулса тӑраҫҫӗ.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Эпӗ, паллах, унпа пурӑнас ҫук.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html
Унпа ыратакан сыпӑсене компресс тумалла.
Ылтӑн хунав // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
Золотой ус ӑҫта ӳсет, унпа епле усӑ курмалла?
Ылтӑн хунав // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
Ҫавӑнпа унпа пахчара тӑтӑш усӑ курма юрамасть.
Глифосат имҫамӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
Унпа мӗнле кӗрешмелле, ҫӗрулми анине епле тасатмалла?
Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
Унпа пӗрлех вӑл Луганскра рабочисемпе хресченсен милицине туса хурать.
Пархоменко урамӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20
— Эпӗ унпа тӗл пулса курман.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Вира амӑшне пулӑшма унпа пӗрлех вӗреннӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Малтанхи савнийӗ, офицер, ун хыҫҫӑн килчӗ те — Маруҫ унпа тухса кайрӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№