Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫуна сăмах пирĕн базăра пур.
ҫуна (тĕпĕ: ҫуна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки кунне, хутортан каяс умӗн, 13-мӗш кавалери полкӗн пулеметчикӗсем сарлака хыҫлӑ тавричански ҫуна ҫине Моховсен граммофонне хӑпартса лартрӗҫ, утсене чӑм кӑпӑка ӳкерсе, нумайччен хутор урамӗсем тӑрӑх ӗрӗхтерсе ҫӳрерӗҫ.

В последний день пулеметчики 13-го кавполка перед уходом поставили на широкоспинные тавричанские сани моховский граммофон, долго вскачь мылили лошадей по улицам хутора.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пантелей Прокофьевич утсене кутлӑх тӑхӑнтартрӗ, ҫуна хыҫне пӗр михӗ сӗлӗ хучӗ, ывӑлӗсем ҫаплах лашисене йӗнерлеме тухманнинчен тӗлӗнсе, каллех пӳртелле кӗрсе кайрӗ.

Пантелей Прокофьевич уже накинул на лошадей шлейки, уложил в задок чувал с овсом и, дивясь про себя, что сыны так долго не выходят седлать коней, снова пошел к куреню.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Старик ҫуна кӑшкарне майласа пӗтерчӗ те, хӑй аллипе лартнӑ кашни юпапа ҫатан карта ҫине пӑха-пӑха, сарайсем тавра ҫаврӑнса ҫӳрерӗ.

Старик установил кошелку, обошел все сараи, оглядывая каждый стоянок и плетень, поставленный его руками.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— А мӗн? — хыпӑнса ӳкрӗ Пантелей Прокофьевич, пурттине ҫуна кашти ҫине лартса.

— А что? — встревожился Пантелей Прокофьевич, воткнув в ручницу саней топор.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗне шӑварма каякан Аникушка тӑкӑрлӑкра курӑннӑ чух вӑл аслӑк айӗнче ҫуна кӑшкарне улӑштарса аппаланатчӗ-ха.

Он еще возился под навесом сарая, меняя на санях кошелку, когда на проулке показался Аникушка, гнавший на водопой корову.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Старик, хӑй ҫутинче апатланса, тул ҫутӑлнӑ тӗле выльӑхай сиктерме, ҫул ҫине ҫуна майлама тухрӗ.

Старик, позавтракав при огне, с рассветом пошел убирать скотину, готовить к отъезду сани.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Суворов ҫуна ҫинче ларнӑ, фельдмаршалпа юнашар — Прошка, алӑра майра-патша панӑ кӗрӗке мӑн кӑмӑллӑн тытса пырать.

Сидит Суворов в санках, рядом с фельдмаршалом — Прошка, важно держит в руках царскую шубу.

Кӗрӗк // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Лашасем хашлатни тата ҫуна чӗриклетни хӑлха ҫумӗнчех ӗнтӗ.

Вот уже и храп и саночный скрип у самого уха.

Пӑрӑнӑр! // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пӗррехинче Суворов ҫуна ҫине ларнӑ та Прошкӑпа пӗрле крепоҫсем тӑрӑх ҫӳреме тухса кайнӑ.

Как-то Суворов уселся в санки и вместе с Прошкой отправился в объезд крепостей.

Пӑрӑнӑр! // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Аллинче ун ҫуна ҫинчен сикнӗ чух пӗрле илме ӗлкӗрнӗ чӑпӑркки ҫеҫ юлнӑ.

В руках его остался кнут, с ним он успел соскочить.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл кӗсре йывӑрӑшӗ туртса илнӗ ҫуна, ҫӗрлехи ҫӑлтӑрсен ҫуттинче яп-яка тупанӗсене йӑлтӑртаттарса, чӑнках ҫӳлелле ҫӗкленнине, унтан хурарах симӗс авӑра хӑвӑрт чӑмса ҫухалнине ҫеҫ курма пултарчӗ.

Он видел, как сани, увлекаемые тяжестью кобылы, поднялись дыбом, обнажив блеснувшие при звездном свете полозья, — скользнули в черно-зеленую глубину.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Темле ырӑ мар япала пулса иртнине сиссе, Пантелей Прокофьевич ҫав самантрах ҫуна ҫинчен сикрӗ, хырӑмӗпе хӑвӑрт каялла шуса кайрӗ.

В этот же миг Пантелей Прокофьевич, услышавший неладное, прыгнул с саней, откатился назад.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ну, явӑл!.. — унтан каллех ҫуна тӗпне тӗшӗрӗлчӗ.

— Но, дьявол!.. — и улегся снова.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫуна темле йывӑҫ тӗмескинчен пырса ҫаклансан, кӗсре чарӑнса тӑчӗ.

Сани зацепились за куст, — и она стала.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗҫех ун мухмӑрпа ӗнтӗркенӗ хуҫи, ҫуна ӳречи ҫумне тӗршӗнсе, шӑпланса выртрӗ.

Вскоре хозяин ее, одолеваемый хмельной дремотой, привалился к стенке саней головой, замолк.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Улӑхра кумӑшӗ макӑрса кӑтартрӗ, хӑй еккипех ҫуна ҫинчен ӳксе юлчӗ.

Тут кум заплакал и добровольно упал с саней.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кумӑшӗ пуҫне хӑнине хӑйӗн ӑсатса ярас шухӑш килсе кӗчӗ; хыҫсӑр ҫуна ҫине иккӗшӗ ҫума-ҫумӑн кӗрсе выртрӗҫ те ыталанса илчӗҫ.

Он надумал проводить гостя; рядом легли они в розвальнях, обнялись.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗсрине ӑна кил хуҫи ывӑлӗ кӳлсе пачӗ, ҫуна ҫине ларма кумӑшӗ пулӑшрӗ.

Кобылу запряг ему хозяйский сын, сесть в сани помог кум.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӑртак канса илнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫак хӗле кӗрсен суккӑрланнӑ кӗсрине кӳлчӗ те, ҫара ҫуна ҫине ларса, ҫул ҫине тухрӗ.

Отдохнув, он запряг в розвальни старую, ослепшую в этот год кобылицу, поехал.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Петро Григорий утне кайса тӑратма та ӗлкӗрнӗ; вӑл ҫуна ҫинчен краҫҫын пичкине ҫӗклесе илме тӗрмешекен Дуняшкӑна темскер каласа хӑварчӗ те йӗнер йӑтса пӑлтӑра кӗрсе кайрӗ.

Петро уже отвел в конюшню Григорьева коня, нес в сенцы седло и что-то говорил, поворачиваясь на ходу к Дуняшке, снимавшей с саней бочонок с керосином.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней