Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑмӑр сăмах пирĕн базăра пур.
хӑмӑр (тĕпĕ: хӑма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сарӑрах хӑмӑр тислӗкпе витӗннӗ лӗпӗшке ҫул ҫинче унта та кунта шыв кӳлленчӗкӗсем палӑраҫҫӗ.

На отмякшей дороге с коричневыми навозными подтеками стояли лужи.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Гранатӑсем е хуторти урамсене пыра-пыра ӳкрӗҫ (вара тӑкӑрлӑксем тӑрӑх, хӑрушла хуйханса кайса, картасене аркатса, выльӑхсем кӗпӗртетсе чупрӗҫ, ҫынсем кӗлеткисемпе хутланса вӑркӑнса каҫрӗҫ), е, шӑн ирӗлсен чӑмакаллӑ хӑмӑр ҫӗре сирпӗтсе, кивӗ масар хыҫӗнчи ҫил арманӗсем патӗнче ҫурӑлчӗҫ.

Гранаты то ложились по хутору, — и по проулкам, в диком ужасе, ломая плетни, мчался скот, перебегали, согнувшись, люди, — то рвались за старообрядческим кладбищем, возле ветряков, на безлюдных песчаных буграх, вздымая бурую, не оттаявшую комкастую землю.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑй чие хуппи пек хӑмӑр та типӗ тутине хурлӑхлӑн мӗкӗлтеттерсе калаҫать.

Она горестно жевала коричневыми и сухими, как вишневая кора, губами.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кудинов ҫурӑмне мӑкӑртнӑ та ҫыру сӗтелӗ хушшинче типшӗм хӑмӑр пӳрнисемпе пилӗкӗнчи Кавказ пиҫиххийӗн вӗҫне пӗтӗркелесе ларать; вӑл, ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсене пула пӳрленекен пулнӑ тӑртанчӑк куҫӗсене ҫӗклемесӗр, хӑйне хирӗҫ ларакан казакпа калаҫать.

Кудинов, сгорбясь, сидел за письменным столом, вертел в сухих смуглых пальцах кончик своего кавказского ремешка и, не поднимая опухлых, гноящихся от бессонных ночей глаз, спрашивал у казака, сидевшего против него:

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑмӑр кӑвак юра хӑчӗ ҫук нумай утсем нӑтӑртаттарса ашрӗҫ.

Множество захлюстанных конских ног месило бурую толочь снега.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫил вӗсен хӑмӑр ҫурӑмӗсем ҫинчен ҫуркуннесенче тӑкӑнакан йӑптӑх ҫӑма вӗҫтерет.

Ветром несло с бурых спин их осекшийся по весне волос.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун ҫинчи хӑмӑр папкасем март уйӑхӗнчи тутлӑ сӗткенпе тулса кӳпченӗ: черченкӗ те кӑшт кӑна сисӗнекен ырӑ шӑрши ҫав папкасем ҫуркуннепе ҫурӑлса тухасса, ҫаврака хӗвел ҫутинче пурнӑҫ каллех таврӑнасса шантарса тӑнӑн туйӑнать…

На ней уже набухали мартовским сладостным соком бурые почки; сулил их тонкий, чуть внятный аромат весенний расцвет, жизнь, повторяющуюся под солнечным кругом.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑмӑр тӗс ҫапнӑ ҫул хыттипе утрӗҫ.

Шагали по коричневому настилу дороги.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Амӑшай путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ вӗтӗ кӑвак ҫӑмлӑ ҫӗлӗкне вӑл ӗнси ҫинелле шутарса лартнӑ, хӗрлӗ хӑмӑр пичӗ ҫине тар тапса тухнӑ.

Шапка мелкой седой смушки сдвинута у него на кучерявый затылок, на буром лице пот.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каҫхи ҫӑлтӑрсен тӗтреллӗ ҫутинче утсем хӑмӑр кӑвак тӗслӗ юр ҫинче пуҫӗсене чиксе тӑраҫҫӗ, ытти чухнехи пек вылямаҫҫӗ, тапӑҫмаҫҫӗ те.

На лиловом снегу, под неяркими вечерними звездами кони стояли понуро, не играли от застоя, не взбрыкивали.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Фомин, кӗрӗк пиншак тӳмисене вӗҫертсе ярса, хӑмӑр саспаллисемпе тӗрленсе пӗтнӗ ансӑр ҫӳхе хут телеграфист пӳрнисем айӗнче ҫӗлен пек авкаланса шунине краҫҫын лампи ҫутинче пӑхса тӑрать.

При свете керосиновой лампы Фомин, расстегнув полушубок, смотрел, как из-под пальцев телеграфиста бежит, змеясь, испятнанная коричневыми блестками тонкая бумажная стружка.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий Петро ҫине хӑяккан пӑхса илчӗ те унӑн хӑмӑр куҫӗсенче тахҫан ӗлӗкхи пек аш кӑмӑллӑ та тӑрӑхлакан, ҫав вӑхӑтрах тата евӗклӗ те йӑваш кулӑ йӑлкӑшнине, тулӑ улӑмӗ тӗслӗ палланӑ мӑйӑхӗ вӗттӗн сиккеленине курчӗ.

Григорий искоса глянул на Петра и, как когда-то давным-давно, увидел в карих родных глазах его озорную, подтрунивающую и в то же время смиренно-почтительную улыбку, знакомую дрожь пшеничных усов.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унта юр витсе кайнӑ хытхура тӗмӗсем, тип варсен хӗррипе тӑсӑлакан каҫалахи хӑмӑр кӑвак мӗлкесем палӑраҫҫӗ.

С мысами занесенного снегом бурьяна и лиловыми предвечерними тенями, лежавшими по склонам балок.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсен хыҫӗнчен вара, ҫулса пӑрахнӑ тыррӑн пуҫтарса ӗлкӗреймен хӑмӑр валемӗсем хушшинче, хура колонна сапаланса йӗркеленет.

А за ними, между бурыми неубранными валками скошенного хлеба, разворачивалась в цепь черная походная колонна.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чукаринпа Кружилин ҫулӗсем юпленнӗ тӗлте, сенкер ҫутӑ тӳпе айӗнче, часавай юпин тӗтреллӗ мӗлки курӑнчӗ; ун тӗлӗнче кирпӗч тӗслӗ хӑмӑр кӑтра пӗлӗтсен пӗр ҫӗре капланса тулнӑ пысӑк катрамӗ кӗҫ-вӗҫ татӑлса анас пек тӳп-тӳрӗ усӑнса тӑрать.

На развилке чукаринской и кружилинской дорог виднелся на фоне сиреневого неба увядший силуэт часовни; над ним отвесно ниспадала скопившаяся громада кирпично-бурых кучевых облаков.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл кӑштах ҫӗкленчӗ те, касса тикӗсленӗ ҫутӑ хӑмӑр мӑйӑхӗ айӗнче хӑрах тути хӗррипе ҫеҫ кулса, куҫӗсенчи, ватӑлса кайнӑ пӗтӗм сӑнӗ-питӗнчи сивӗ хӗлхеме тартманнипех, хыпаланса та хӗпӗртесе кайса аллине тӑсрӗ:

Он привстал и, улыбаясь из-под подстриженных каштановых усов одними губами, храня в глазах, во всем постаревшем лице неприступную суровость, растерянно и обрадованно протянул руку.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӳпен шупка кӑвак ытамӗнче — хӗрхенӳсӗр хӗртекен хӗвел, пӗр пӗлӗт таткисӗр пушӑлӑх тата хӑлатӑн ҫурма пӗкече пек сарса янӑ ҫутӑ хӑмӑр ҫунаттисем.

На выцветшей голубени неба нещадное солнце, бестучье да коричневые стальные полудужья распростертых крыльев коршуна.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унпа пӗрле хӑмӑр ҫӑмлӑ, пӑч-пач шурӑ паталлӑ пойнтер та халтан каясла тунсӑхларӗ.

Истомную скуку делил с ним красавец пойнтер, шоколадной в белых крапинах масти.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Ольга Николаевнӑн ыраш улӑмӗ пек йӑлтӑркка сарӑ ҫӳҫ пайӑркипе витӗннӗ шупка хӗрлӗ хӑлхи ҫине, хӑйӗнчен пӗр аршӑнри питҫӑмартисен пурҫӑн тӗслӗ ӳчӗ ҫине сӑнаса тинкерчӗ; куҫӗпе ерипенех платйӗн кӑкӑр тӗлӗнчи катӑкӗ патнелле калта пек шуса кӗрсе кайрӗ те, вӑл хӗрарӑмӑн пысӑках мар, ӗне ырри пек сарӑрах шурӑ чӗччине тата аялалла усӑннӑ хӑмӑр пуҫлӑ чӗчӗ вӗҫне курчӗ.

Он посматривал на розовую мочку крохотного ушка Ольги Николаевны, прикрытого прядью золотисто-ржавых волос, на шелковистую кожу щеки, находившейся от него на расстоянии аршина; глаза его по-ящериному скользили к вырезу на груди, и он видел невысокую холмистую молочно-желтую грудь и пониклый коричневый сосок.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Донпа Кубань ҫӗрӗсен хуҫисем пӑрахут пристане пырса чарӑннине, матроссем вӗркӗшнине, пристаньпе ҫыран хушшинчи йывӑҫ кӗпер айӗнчен, кӑпӑкланса-вӗресе, хӑмӑр хум явӑнса тухнине палуба ҫинчен салхуллӑн сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Хозяева земли донской и кубанской скучающе смотрели с палубы, как причаливает к пристани пароход, как суетятся матросы и, закипая, идет от сходней бурая волна.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней