Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сысна сăмах пирĕн базăра пур.
сысна (тĕпĕ: сысна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман умра пӗр сысна ҫеҫ тӑрать пулсан, тен, персе те янӑ пулӑттӑм, анчах вӗсем иккӗн.

Будь передо мной один кабан — я, может быть, стрелял бы, но тут было два секача.

Хӗлле хир сыснисене тытма кайни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 88–91 с.

Сирӗн сысна чикекен вӑрӑм ҫӗҫӗ пулас пулатчӗ.

Помню, у вас был длинный нож свиней резать.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сысна хырӑмне ыраш пӑсмӗччӗ те…

— Свиному брюху рожь бы не повредила…

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эпӗр ӑна Элентейпе сысна тетпӗр.

Мы с Элендеем давно зовем его «свинья».

XII. Ятлӑ йыхравҫӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эпӗ хам, сӑмахран, сӑхӑмне те ҫинӗ, сысна какайне те юрататӑп.

Я вот, к примеру, с удовольствием ел и свинину, и конину и, как видите, жив и здоров…

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл ҫаплах ӗнтӗ — пӗр йышши халӑх лаша какайӗ ҫимест, тепри сысна какайӗ ҫимест.

А вы знаете, почему одни народы не едят свинину, другие — конину?

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сысна какайне нихҫан та ҫимен эп.

— Ну я же никогда не ел свинину!

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Иртнӗ эрнере куккӑшӗ ун валли вунӑ кӗрепенкке те пулӗ мӑнтӑр сысна какайӗ илсе килнӗччӗ; ан пӑсӑлтӑр тесе, Ильяс ӑна Палля тетӗш кӗлетне хунӑ, вӑл хальхи апат валли те ҫав какайранах касса илчӗ, яшкине ячӗ, халь ав, темшӗн хӗрелсе кайнӑ, пиҫмен те пулас…

Ильяс хорошо помнит, что дядя привез ему десять фунтов жирной свинины, он сам посолил ее, чтоб не испортилась, и дед Палля поставил ее в амбар, сегодня он отрезал кусок от этого мяса, оно не было красным, а сейчас вон как будто невареное…

XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сысна таканлатпӑр.

— Свинью подковываем!

VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сысна ҫури какайе, така, хур какайӗ…

— Поросенок, баранина, гусь жареный…

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ӗне какайӗ, така, сысна какайӗ…

— Ну, говядину, свинину, баранину…

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Атьсем, ав, вылямалли тетте урапа ҫине сысна курӑкӗ тиенӗ, турпасран тасатса пӗтермен пура патнелле турттараҫҫӗ.

Забавляются детишки: нагрузили игрушечную тележку гусиной травой и везут к неошкуренному срубу.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Акӑ пӑх, пӑрахут ҫинче ҫирӗм ултӑ ӗне, тӑватӑ сысна ҫури, тин кӑларнӑ ҫӗрулми тата ытти пахча ҫимӗҫӗсем те пур.

— А вот смотри: на борту двадцать шесть живых коров, четыре поросенка, свежий картофель и овощи.

«Челюскин!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Кашни самантрах куҫҫулне шӑлкаласа, нӑшӑклатса, вӑл ывӑлӗ ыйтнипе, пӗр графин эрех, пӗр татӑк сысна ҫӑвӗ тата темле пашалусем илсе пычӗ.

Поминутно вытирая слезы и всхлипывая, она принесла, по просьбе сына, графин водки, кусок сала и каких-то лепешек.

22. Ҫӑлӑнӑҫ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Лапӑра ама курӑкпа сысна курӑкӗ ӳсет.

Здесь сплошным войлоком свилась трава, буйные мать-и-мачеха и подорожник.

I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӗр урапи ҫинче, япаласем хушшинче, урисене ҫыхнӑ пысӑк сысна ҫури выртнӑ, урапапа юнашар шурӑ качакана кантрапа ҫавӑтса хӗрача утса пынӑ.

На одной тележке между узлов лежал большой поросенок со связанными ногами, а рядом шла девочка, ведя на веревочке белую козу.

6. Ҫӗнӗ кун // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Сысна! — тесе кулса ячӗ вӑл, хӑйӗн ҫав тери каласа парас килнине туйса.

— Свинья! — смеялся он, чувствуя непреодолимое желание выболтать.

Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

— Ну, мӗнле сысна пек хӑтланатӑн эсӗ, — тет салхуллӑ Тема.

— Ну, что ты за свинья?! — говорит тоскливо Тёма.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

— Ну, мӗнле сысна эсӗ, — тет Тёма.

— Ну, что ты за свинья! — говорит Тёма.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Вандеец хӑй ҫӗр-шывӗнче — ҫӗр ӗҫлекен те, контрабандист та, кӗтӳҫӗ те салтак та, браконьер та, сысна кӗтӳҫи те, сунарҫӑ та, чан ҫапакан та, мирлӗ хресчен те, шпион та, тӳрра ӗненсе кӗлле ҫӳрекен те, вӑрманти тискер кайӑк та.

Вандеец у себя дома — это контрабандист, земледелец, солдат, пастух, браконьер, вольный стрелок, звонарь, крестьянин, шпион, убийца, причетник, лесной зверь.

V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней