Поиск
Шырав ĕçĕ:
Утӑ ҫулакан ҫамрӑксем, сӑпсасемпе шӳт тума юраманнине сиссе, ун хыҫҫӑн вӗҫтерчӗҫ.Зная, что с осами шутки плохи, молодые косари побежали вслед за ним.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Нимӗн ыррине те калаҫас ҫуккине сиссе, Девяткин чееленме шутларӗ.Чувствуя, что разговор не обещает ничего хорошего, Девяткин решил пуститься на хитрость.
19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мӗн эсир кун пек пӑхатӑр? — Катерина тинкерсе пӑхнине сиссе, Федя именсе ури ҫине тӑчӗ.— Чего вы смотрите так? — неловко поеживаясь, привстал Федя, заметив пристальный взгляд Катерины.
12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька, ҫак вӑхӑтра пӗтӗм сассипе ӳлесе ярасса сиссе, Муромеца тилхепепе ҫапрӗ, лешӗ малалла талпӑнчӗ, йывӑр таканӗпе ача ури ҫине пусрӗ.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Каллех хӗрлӗ ҫӳҫлине-и вара? — сиссе илчӗ Катерина.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ах, кӑна часрах… мӗнле те пулин пӗтерес пулать… — хуйхӑллӑн каларӗ Ольга, тӗрӗслӗхе ирӗксӗрех уҫмаллине сиссе.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга мӗн каласса кӑштах сиссе, Обломов шлепкине илчӗ, анчах ыйтса пӗлме васкамарӗ: Ольгӑн пӗтӗм пурнӑҫа татса паракан сӑмахне хирӗҫлемесӗр илтме хӑрушӑ пулчӗ ӑна.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах вӑйӑсем иртсе кайрӗҫ; эпӗ юратупа чирлерӗм, хӗрӳллӗ туйӑмсен паллисене сиссе илтӗм; эсир шухӑша кайса ҫӳрерӗр, кӑмӑла хытартӑр, пушӑ вӑхӑтсенче манпа пӗрле пултӑр; сирӗн нервӑсем пӑлханма пуҫларӗҫ; эсир пӑлханма пикентӗр, ун чухне вара, урӑхла каласан, халӗ ҫеҫ, эпӗ хӑраса ӳкрӗм те, малалла каясран чарасси тата ку мӗн пулнине каласси манӑн тивӗҫлӗх пулнине туйса илтӗм.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ, акӑ, пӗр улпут патӗнче пурӑнтӑм: эсӗ пур мӗншӗнне сиссе те юлаймастӑн, вӑл ҫӳҫрен ярса та илнӗ сана.А вот как я жил у одного: ты еще не знаешь — за что, а уж он, смотришь, за волосы держит тебя.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Акӑ, турӑ парсан, сурхурине кӗтсе илетпӗр, хурӑнташсем хӑнана килеҫҫӗ, ун чухне хаваслӑрах пулать, ҫӗр иртсе кайнине те сиссе юлаймастӑн.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Ҫӗр ҫӑтасчӗ пӗреххутчен! Эх, вилӗм ҫук!» — шухӑшларӗ вӑл, темӗнле хӑтлансан та тип мунчаран ҫӑлӑнса юлас ҫуккине сиссе.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗн каласшӑн? — кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ те лешӗ, лайӑх мар калаҫу пуласса сиссе, кӑштах чӗтресе илчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Маргаритӑпа Федор сиссе те ӗлкӗреймерӗҫ, хӑйсене ҫавӑрса илнӗ хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем вӗсене вӑрӑм трос ҫинче ҫакӑнса тӑракан тимӗр пиҫиххисем тӑхӑнтартрӗҫ те саккӑрмӗш класс ачисем тӳпенелле ҫӗкленме пуҫларӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Вӑл ҫак самантра Маргаритӑна вӑйпах тӗртрӗ те, хӗр ача хӑй машина салонне епле кӗрсе ӳкнине сиссе те юлаймарӗ.С этими словами он с силой и очень ловко толкнул Маргариту так, что она оказалась внутри машины.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Петя ку ҫын ҫине тинкеререх пӑхрӗ те, сасартӑк вӑл вилнӗ ҫын иккенне сиссе илчӗ.Петя посмотрел на этого человека и вдруг понял, что это — труп.
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл паян ҫеҫ сиссе ҫитрӗ: тӗрӗссипе каласан, вӑл питӗ чухӑн ҫемьере пурӑнать, вӗсен килйышӗнче пӗр хаклӑ тӳме те ҫук.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫывӑхри Армансенче пурӑнакан Гаврик вирхӗнсе килекен поезда кӗтсе илессине тахҫанах лайӑх сиссе тӑнӑ.Как хорошо было знакомо Гаврику, жителю Ближних Мельниц, это чувство ожидания летящего поезда!
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мӑйӑхлӑ ҫын хӑрушӑ та чее тӑшман иккенне вӑл часах сиссе илчӗ.
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫавӑн чухне вара Петя мӑйӑхлӑ ҫын мӗншӗн тӗлӗнмелле ҫын пулнине часах сиссе илчӗ.И тут же Петя вдруг совершенно ясно понял, что именно было странного в наружности усатого.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петя ашшӗн чеелӗхне часах сиссе илчӗ.
V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949