Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ирӗк те ӗҫлӗ-хӗллӗ пурнӑҫ, кӑшт ачаша вӗренни — хӑйӗн ӑшӑ та ҫемҫе вырӑнӗнче ачашланса выртни, хӑйма тата хӑймапа пӗрле печенисем ҫини, — ҫак пурнӑҫ Вера Павловнӑна питӗ килӗшет.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна, — халӗ ӗнтӗ вӑл тепӗр ирччен Вера Павловна пулать, — килти ӗҫсене тӑвать: унӑн пӗр служанка ҫеҫ вӗт, ҫамрӑк хӗрача, ӑна йӑлтах вӗрентес пулать: вӗрентсе ҫитеретӗн ҫеҫ, ҫӗнӗ хӗрача тытса йӗркене вӗрентмелле, служанкӑсем Вера Павловна патӗнче нумай пурӑнмаҫҫӗ, пурте качча кайса пыраҫҫӗ — ҫур ҫул е кӑшт ытларах иртет-и унта, куратӑн — Вера Павловна хӑйне валли мӗнле те пулин пелеринка е ҫакӑсем ҫӗлет, хӑйматлӑх амӑшӗ пулма хатӗрленет; кунта килӗшмесӗр тӑма юрамасть вара, — «епле-ха, Вера Павловна, эсир пурне те хӑвӑр турӑр вӗт, сирӗнсӗр пуҫне никам та ҫук», теҫҫӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑраннӑ хыҫҫӑн Вера Павловна вырӑн ҫинче нумайччен ачашланса выртать; вӑл ачашланма юратать, кӑшт тӗлӗрнӗ пек пулать, ҫук, тӗлӗрмест вӑл, мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлать; выртать вӑл тӗлӗрмесӗр, шухӑшламасӑр — ҫук, шухӑшлать: «Епле ӑшӑ, ҫемҫе, аван, питӗ ырӑ ирхине ачашланса выртма; упӑшки, урӑхла каласан, «савнӑ тусӗ» вӑтам пӳлӗмрен, — ҫук, вӑтам пӳлӗмсенчен пӗринчен, халӗ ӗнтӗ вӑтам пӳлӗм иккӗ, ку вӑл качча тухни тӑваттӑмӗш ҫул ҫине кайсан-ҫке-ха, — «Верочка, вӑрантӑн-и?» — тесе каличчен ачашланса выртать.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах мастерской пурнӑҫӗн пӗр енӗ ҫинчен кӑшт тӗплӗнрех каласа парас пулать.Но надобно несколько подробнее сказать об одной стороне жизни мастерской.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тупӑша уйӑрса, унпа мӗнле усӑ курни ҫинчен тӗплӗн калаҫнӑ пек мастерскойри йӗркен ытти енӗсем ҫинчен те ҫавӑн пек тӗплӗн калаҫни питӗ вӑрӑм та питӗ кичем пулӗччӗ; кичем ан пултӑр тесе, нумай япала ҫинчен пачах та калаҫмасӑр, теприн ҫинчен кӑшт асӑнса кӑна иртмелле пулать; сӑмахран, заказсем пулман чухне ҫӗленӗ япаласене сутма мастерской агентство туни ҫинчен, — мастерской уйрӑм магазин тытма пултарайман-ха, анчах вӑл Гостинӑй дворти пӗр лавккапа килӗшӳ турӗ, Толкучий рынокра пӗчӗк лавкка уҫрӗ, — карчӑксенчен иккӗшӗ лавккара приказчиксем пулчӗҫ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна малтанхи виҫӗ ҫӗвӗҫ-хӗре вӗсем магазинсенче илекен шалуран кӑшт ытларах тӳлетӗп тенисӗр пуҫне урӑх нимӗн те каламарӗ; кунтан нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук ӗнтӗ; хӗрсем вара Вера Павловна пустуй пакӑлтатакан ҫӑмӑлттай хӗрарӑм маррине курчӗҫ, ҫавӑнпа ним иккӗленсе тӑмасӑрах вӑл хӑй патӗнче ӗҫлеме сӗннине йышӑнчӗҫ: пуян мар хӗрарӑм ҫӗвӗ ҫӗлекен мастерской уҫасшӑн, мӗн иккӗленмелли пур-ха унта.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑшт вӑхӑт иртсен калӑп.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Каласса калӑп эпӗ сире, тусӑмҫӑм, анчах эсир кӑшт лӑплансан ҫеҫ калӑп.— Я вам скажу, мой друг, но только когда вы несколько успокоитесь.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл ашшӗ-амӑшӗ усал пулнинчен, вӗсен хаярлӑхӗнчен ҫеҫ тарнӑ пулсан, вӗсемпе ӗҫе мӗнле те пулин майлаштарма пулнӑ пулӗччӗ, пит йывӑр пулсан та, укҫа кӑшт ытларах пар та, вӗсем килӗшеҫҫӗ те.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Савӑннипе эсир кӑшт кӑна сиккелеместӗр.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак тӗп япала, вӗсен час-часах пулман вӑрӑм калаҫӑвӗсенче вырӑн питӗ сахал йышӑнса тӑраканскер, кӗске калаҫӑвӗсенче те кӑшт ҫеҫ палӑрса тӑраканскер, ҫак япала вӑл вӗсен пӗр-пӗрин хушшинчи туйӑм пулман, — ҫук, уяв каҫхине хӑйсен пӗрремӗш калаҫӑвӗнче пуҫласа паллӑ мар сӑмахсем калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗсем туйӑм ҫинчен пӗр сӑмах та каламан: ун ҫинчен калаҫма вӗсен вӑхӑт пулман; итлессинчен хӑрамасӑр калаҫмалли 2–3 минут хушшинче вӗсем урӑх япала ҫинчен калаҫса илме аран кӑна ӗлкӗрнӗ, — туйӑм ҫинчен калаҫмалӑх вӑхӑт та пулман, калаҫас та килмен, — ку вӑл Верочка хӑйӗн хӑрушӑ пурнӑҫӗнчен хӑҫан тата мӗнле хӑтӑлса тухасси пирки шухӑшлани, ҫавӑн пирки тӑрӑшни пулнӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочка малтан кӑшт ҫеҫ йӑл кулса ямарӗ, аран-аран чӑтса тӑчӗ, анчах ӑна майӗпенех, — мӗнле туйӑнма пуҫларӗ-ха ӑна? — ҫук, апла мар ку, ҫук, ҫапла ку! — Лопухов, Марья Алексевнӑна ответленӗ пулсан та, Марья Алексевнӑпа мар, унпа, Верочкӑпа, калаҫнӑ пек, вӑл Марья Алексевнӑпа шӳт туса, Верочкӑна анчах тӗрӗссине, пӗр тӗрӗссине кӑна, каланӑ пек туйӑнать.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Марья Алексевна унран Федя пултарулӑхӗ ҫинчен, хӑш гимнази лайӑхраххи ҫинчен ыйтса пӗлме пуҫларӗ, ачана гимнази пансионне вырнаҫтарсан, лайӑхрах мар-ши, терӗ, — кун пек ыйтусем пулмаллах ӗнтӗ, анчах ыйтса пӗлме кӑшт иртерех мар-ши?
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫук, вӗсене шел кӑна, анчах халь мӗнле пулнӑ, ҫапах юлать, ҫавӑн пекех, кӑшт ҫеҫ лайӑхрах пулӗ, тесе шухӑшлаҫҫӗ вӗсем.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочка пачах та вечер тӑвас мар тесе тӑрӑшрӗ, анчах пӗчӗк вечер пулчӗ-пулчех, ку вӑл ҫынна кӑтартмалли вечер мар, апла пулсан, вӑл Верочкӑна кичемлентерекен вечер та мар, вара Верочка кӗтмен ҫӗртенех хӑйӗн хуйхи ҫинчен манса кайрӗ: ку ҫулсенче пӗртте хуйхӑрас килмест, ҫав тери сиккелесе чупас, ахӑлтатса кулас, савӑнас килет, ҫавӑнпа вара, манма кӑшт май килсенех, хуйха та вӑхӑтлӑха манатӑн.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Жюлишӗн ку кӑшт иртерех ӗнтӗ, ҫапах та пурпӗрех, вӑл хӑйне вӑратма хушать те Гостинӑй дворӑн Невскипе хире-хирӗҫле линийӗ ҫинче тӗл пулать; вӑл лини пуринчен те кӗскереххи, унта пӗр-пӗрне тупма ҫӑмӑлтарах, тата унта Жюлине те никам та пӗлмест.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑна вӑл, килнӗ ҫынна питӗ хисепленӗ пулин те, кӑшт тӗртерех каларӗ.Это было сказано не без колкости, при всем ее благоговении к посетителю.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Разметнов ӗнтӗ шухӑшласа та шӑппӑн каларӗ:После короткого молчания Размётнов уже совершенно серьезно и тихо сказал:
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл тутисемпе Давыдовӑн шӑртлӑ пит ҫӑмартине кӑшт тӗкӗнсе илчӗ те вӑштах ура ҫине сиксе тӑчӗ.Она легко прижалась губами к колючей щеке Давыдова, пружинисто вскочила на ноги.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Каҫса кайса кулакан Давыдов кӑшт илтӗнмелле: — Ытла нумай мар-и?.. — тесе ыйтрӗ.Давыдов, давясь от смеха, чуть слышно спросил: — А не много ли?