Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сулланкаланӑ май чечек патнелле ҫыв-харса пычӗ; юлашкинчен вӑл ҫара урипе чечек ҫине пусрӗ, ӑна лайӑх авӑнакан пӳрнисемпе ярса тытрӗ, хӑрах уран сиксе кайрӗ те часах таҫта кӗтес хыҫнелле кӗрсе ҫухалчӗ.
3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пуринчен ытла ак ҫак диван, — урипе пырса тапрӗ вӑл ӑна.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html
Шӑпах ҫак вӑхӑтра старшина хӑрах урипе типӗ ҫӗр ҫине пусрӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Кашни 1-1,5 сехетрен урипе ӑна ҫавӑрать, ҫапла майпа хупӑ ҫийӗнчи сие пӗтерет, сывлӑш ытларах кӗме шӑтӑксене уҫать.
Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№
15. Халӑхсене пӗтермешкӗн Унӑн ҫӑварӗнчен ҫивчӗ хӗҫ тухса тӑрать; Вӑл вӗсене тимӗр туяпа кӗтет; Вӑл Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн хаяр ҫиллин эрехне урипе таптаса кӑларать.
Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара эпӗ тӑваттӑмӗш тискер чӗрчун мӗне пӗлтерни ҫинчен пӗлесшӗн пултӑм — вӑл ыттисенчен пуринчен те уйрӑлса тӑратчӗ, питӗ хӑрушӑччӗ: тимӗр шӑллӑччӗ, пӑхӑр чӗрнеллӗччӗ, пурне те хыпса ҫӑтатчӗ, аркататчӗ, юлашкине урипе таптатчӗ; 20. унӑн пуҫӗ ҫинчи вунӑ мӑйрака ҫинчен те пӗлесшӗн пултӑм тата юлашки мӑйраки ҫинчен те ӑнлантарса пама ыйтрӑм — ӑна вырӑн парса, виҫӗ мӑйрака хӑйпӑнса ӳкнӗччӗ, вӑл куҫлӑччӗ, мӑнаҫлӑ калаҫакан тута-ҫӑварлӑччӗ, ҫав мӑйрака ыттисенчен пысӑкрахчӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Чӳлмекҫӗ те ҫавӑн пекех — хӑйӗн ӗҫне тимлет, урипе кустӑрма ҫавӑрса ларать, 33. ялан хӑйӗн ӗҫӗшӗн тӑрӑшать, мӗн-мӗн тумалли уншӑн пӗтӗмпе паллӑ: 34. вӑл тӑм йӑвалать, ӑна урипе ҫӑрса ҫемҫетет; 35. пӗтӗм чунтан тӑрӑшать — савӑтне ҫиелтен сӑрласа пахаран та паха туса ҫитересшӗн, ӗнтӗ часрах кӑмакине тасатасшӑн.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ултавҫӑ ҫыннӑн, ҫылӑхлӑ ҫыннӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен суя кайма пӗлмест, 13. куҫне хӗссе илет, урипе тапса систерет, пӳрнисемпе паллӑ туса кӑтартать; 14. унӑн чӗринче ултав: вӑл кирек хӑҫан та усал ӗҫ тӗвӗлет, хирлешме хӗтӗртет.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Турӑпа пӗрле вӑя кӑтартӑпӑр эпир: Вӑл пирӗн тӑшмансене урипе таптӗ.
Пс 107 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Турӑпа пӗрле эпир вӑя кӑтартӑпӑр, Вӑл пирӗн тӑшмансене урипе таптӗ.
Пс 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Урипе кукалет, хӑйӗн вӑйӗпе хӑй савӑнать; кӑрала хирӗҫ пырать; 22. хӑрушлӑх уншӑн — кулӑш ҫеҫ, шикленмест, хӗҫрен каялла чакмасть; 23. ун ҫийӗн ҫӗмренсем шӑхӑрса вӗҫеҫҫӗ, ун тавра сӑнӑ-хӗҫ ялтӑрать; 24. хӗрсе кайнӑскер ҫӗре хаяррӑн кӑшлать, трупа кӑшкӑртнӑ чухне тӗк тӑраймасть: 25. трупа сассине илтсессӗн шар-шар кӗҫенсе ярать, ҫапӑҫӑва аякранах сисет, ҫар пуҫӗсен сассине, шӑв-шава таҫтанах илтет.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл икӗ урипе те уксахланӑ.
2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Унтан Давид чупса пынӑ та, филистим ҫине урипе пусса, унӑн хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларнӑ, хӗҫпе сулса ярса, унӑн пуҫне касса татнӑ; филистимсем вара, хӑйсен паттӑрӗ вилнине курсассӑн, тарма пуҫланӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗсем пынӑ та вӗсен мӑйӗ ҫине урипе пуснӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.