Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗтӗ сăмах пирĕн базăра пур.
вӗтӗ (тĕпĕ: вӗтӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таҫтан, шыв кукринчен, кӗпе тукмакки пӗр тикӗс ҫатлаттарни илтӗнсе тӑчӗ, унтан вӑл чарӑнчӗ, вара тӗлӗрекен шӑплӑхра лапсӑркка курӑклӑ ҫырана вӗтӗ хумсем ҫывӑрттарса ярас пек чӑмпӑлтатни ҫеҫ илтӗнчӗ.

Откуда-то из-за изгиба реки доносился равномерный стук валька, потом он заглох, и дремотную тишину нарушал лишь убаюкивающий шелест и плеск мелких волн.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӳкерчӗк айӗнче, вӗтӗ саспаллисемпе ҫырнӑ виҫӗ юпаллӑ текст умӗн, статья ячӗ: «Яранцевсен ҫемйин патриотла пуҫарӑвне йышӑнар!» тесе хӗрӳллӗн чӗнет.

Под снимком, над тремя столбцами убористого текста призывно и хлестко разворачивался заголовок: «Следуйте патриотическому почину семьи Яранцевых!»

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗтӗ тусан пек ӳкекен ҫумӑр тӗтри витӗр кирпӗч завочӗн мӑрйи палӑрма пуҫларӗ, йывӑҫран тунӑ пушар каланчи сӑрӑ кӑмпа пек ӳссе ларчӗ.

Сквозь туманные наплывы оседающего мелкой пылью дождя проступила труба кирпичного завода, серым грибом выросла деревянная пожарная каланча.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней, хӗрӗ мӗншӗн тилмӗрсе, пӑлханса пӑхнине тавҫӑрса илме тӑрӑшса, хӑй те ун ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ, унтан нимӗн шарламасӑр аллине илчӗ те, хулпуҫҫисене ҫӗклентерсе, вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхекен нӳрӗ ҫиле хирӗҫ малалла утрӗ.

Корней пристально посмотрел на дочь, стараясь угадать, что таилось за ео смятенным, просящим взглядом, затем молча отнял руку и, втянув голову в плечи, зашагал дальше навстречу сырому, моросящему ветру.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫил ҫинче шӑнса ӗнтӗркенӗ йӗпе вӗтлӗх витӗрех курӑнать; ҫаралса юлнӑ туратсем ҫинче сайра ҫулҫӑсем хытӑрканӑ пек чӗтреҫҫӗ; тӑкӑннӑ ҫулҫӑсем ҫине вӗтӗ ҫумӑр пек шапӑртатса тумла тӑкӑнать.

Мокрый, продрогший на ветру перелесок проглядывался насквозь; редкие листья зябко дрожали на оголенных ветках; вокруг стоял неумолчный шорох капель, частым дождем сыпавшихся на вороха опавшей листвы.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Шаритленӗ пулӑ ҫиес килет пулсан, вӗтӗ шӑмӑ пыра ларасран хӑрамалла мар.

— Если жареную рыбу есть хотим, то нечего бояться, что мелкой косточкой подавимся.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ял ӗнтрӗк тӗтрине путнӑ, вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхет.

Деревня тонула в сумеречной мгле, моросил мелкий дождь.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах шикленни ахалех пулчӗ: вӗтӗ пӗренесенчен тунӑ кивӗ кӗпер патне ҫитсен, машинӑ чарӑнчӗ — унти ҫынсем те Ксени хӑлаҫланнине асӑрхарӗҫ, те хирӗҫ пыракан утӑ лавӗ кӗпер урлӑ каҫасса кӗтме шутларӗҫ.

Однако опасения оказались зряшными: у ветхого, из мелкого накатника моста машина притормозила и остановилась — то ли заметили сигналы Ксении, то ли решили переждать, пока проедет по мосту двигавшийся навстречу воз с сеном.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ахаль те тӗтреллӗ куҫ умӗнче вӗтӗ шӑна пӗлӗт пек вӗҫрӗ, пӑхма кансӗрлерӗ.

Сквозь нее плыли, мешали взору черные мушки.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫырма урама ҫурмаран уйӑрнӑ, унтан урам, сӗвеккӗн тӑвалла хӑпарса, хӗрринчи ҫуртсемпе саралма пуҫланӑ лутра вӗтӗ вӑрмана тӗрӗнет.

Овраг разделял улицу пополам, дальше она полого взбиралась в гору, упираясь крайними домами в низкорослый лесок.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вут-ҫулӑм пӗрре ҫӳлелле ҫӗкленет, Донӑн вӗтӗ хумлӑн чӳхенсе юхакан шарлакне йӑлкӑштарса чӗнтӗрлет, е чакать, ҫурт-йӗрсене ӗмӗтсӗррӗн ҫулласа, хӗвеланӑҫнелле хумлӑн-хумлӑн авӑнса шӑвать.

Огонь то вздымался так, что отблески его мережили текучую быстрину Дона, то ниспадал, клонился на запад, с жадностью пожирая строения.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юнпа вараланса пӗтнӗ сара хут листи ҫине вӗтӗ хура шрифтпа пичетленӗ:

На желтом, забрызганном кровью листке мелким черным шрифтом было напечатано:

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Улӑхра ӗнтӗ карӑшсем янӑравлӑнрах авӑтса ячӗҫ, шӗвӗр ҫунатлӑ чарлансем ахах-мерчен ҫиҫсе-ҫуталса выртакан Дон ытамнелле кӑвак мамӑк чӑмаккисем пек вӗҫсе анчӗҫ, кӗмӗл пек йӑлтӑртатакан вӗтӗ пулӑсене ҫӑткӑн сӑмсисемпе тытса хӑпарчӗҫ.

В лугу резче закричали дергачи, острокрылые рыбники голубыми хлопьями падали на россыпи Дона в воду, поднимались ввысь с серебряно сверкающими рыбешками в хищных клювах.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий, вӗтӗ ҫумкурӑк патне туртӑнакан тӑрмаланчӑк ҫӑмлӑ, йӑптӑхне тӑкса ӗлкӗреймен вӑкӑр ҫинелле пӑхса илчӗ:

Григорий, поглядывая на клочковатошерстого, еще не вылинявшего быка, тянувшегося к мелкому подорожнику.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫил тусан пек вӗтӗ шыв сирпӗнчӗкӗсене, анаталла хӑватлӑн ыткӑнса юхакан Донӑн тӑварсӑр шӑршине варкӑштарса килчӗ.

Ветер нес мельчайшую водяную пыль, пресный запах с Дона, могущественным потоком устремлявшегося в низовья.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫил тислӗклӗ площадьри шыв кӳлленчӗкӗсене вӗтӗ хумлӑн кӑтрашкалантарса вӗрет.

На унавоженной площади ветер шершавил и рябил лужи.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн пуҫри мулаххайӗ пекех хӗрлӗ пичӗ ытла та ним тума пӗлми хыпӑнчӑк сӑнлӑ, тарӗ шӑпӑр-шӑпӑр тӑкӑннӑран сухалӗпе кӑшт хӗрлӗрех усӑк мӑйӑхӗ вӗсем ҫине вӗтӗ шӑрҫа сапса тултарнӑ пек курӑнаҫҫӗ.

Красное, под цвет малахая, лицо его было так растерянно, пот омывал его так обильно, что даже борода и пониклые рыжие усы были осыпаны будто мелким бисером.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Трибунал йышӑнса илнӗ купца керменӗн кантӑкӗсем хыҫӗнче вӗтӗ юр ӳккелет.

За стеклами осанистого купеческого дома, занятого трибуналом, порошил снежок.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсем вӗтӗ юртӑпа чупаҫҫӗ.

Лошади бежали рысцой.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Амӑшай путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ вӗтӗ кӑвак ҫӑмлӑ ҫӗлӗкне вӑл ӗнси ҫинелле шутарса лартнӑ, хӗрлӗ хӑмӑр пичӗ ҫине тар тапса тухнӑ.

Шапка мелкой седой смушки сдвинута у него на кучерявый затылок, на буром лице пот.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней