Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара Лена сӑрт ҫинче тӗрлӗ чаҫсен сӑнав пункчӗсем вырнаҫнине ӑнланса илчӗ.

Лена поняла, что на высоте уже обосновались наблюдательные пункты различных частей.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лена шухӑшӗпе халь, ял ҫывӑхра чух, салтаксем малалла, атакӑна каймалла ӗнтӗ, анчах вӗсем унталла каймаҫҫӗ, пӗр ҫӗре кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, унтан тӗрлӗ еннелле чупса саланаҫҫӗ, темшӗн пӗр вӗҫӗмсӗр хир тӑрӑх хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ, ӳкеҫҫӗ, хырӑмпа шӑваҫҫӗ…

Солдаты не бежали вперед, в атаку, что нужно было, по мнению Лены, делать сейчас, тем более, что деревня близко, а сходились кучками, затем разбегались в разные стороны, зачем-то без конца метались по полю, падали, ползли…

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Патша саманинче тӗрлӗ паллӑсем пулнӑ, — терӗ Умрихин.

— В царское время разные были, — сказал Умрихин.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кӳршӗри картишӗнче, хӳме ҫумӗпе сарнӑ улӑм ҫинче, тӗрлӗ тӗслӗ йытӑсем выртаҫҫӗ.

На соседнем дворе, вдоль всей изгороди, на подстилке из гнилой соломы лежала разношерстная собачья стая.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗрмаях тӗрлӗ профессиллӗ тата тӗрлӗ тавракурӑмлӑ ҫынсем хушшинче пулни, вӗсемпе тӗнчене тӗлӗнтерекен ӗҫсем ҫинчен калаҫни, вӑрҫа пула хӑй йӗркине пӑснӑ пурнӑҫра мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех тӗплӗн те анлӑн ӑнланса илесшӗн тӑрӑшни, — ҫаксем пурте унӑн ӑс-тӑнне ӳстерсе ҫирӗплетме калама ҫук вӑйлӑн пулӑшнӑ: вӑл политруксемпе агитаторсем ирттерекен калаҫӑва хутшӑннӑ, аллине хаҫат тытса вуланӑ, пурнӑҫра нумай курнӑ ҫынсем мӗн калаҫнине итленӗ, салтаксем хушшинче тӑтӑшах пулакан тавлашусене явӑҫнӑ.

Постоянное общение с людьми разных профессий и разного культурного кругозора, частые беседы с ними о событиях, потрясавших мир, желание как можно глубже разобраться во всех сложных процессах жизни, взбудораженной войной, — все это оказывало огромное влияние на его духовный рост: звало на беседы политруков и агитаторов, заставляло брать в руки газету, жадно слушать рассказы бывалых людей, самому вступать в частые солдатские споры.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Салтаксем хресченсен мунчисенче ҫӑвӑнса тухрӗҫ, таса кӗпе-йӗм илчӗҫ, юлашки эрне хушшинче ҫывӑрмасӑр ирттернӗ кунпа ҫӗрсемшӗн ҫывӑрса тӑранчӗҫ те халь тӗрлӗ ӗҫпе вӑхӑта ирттереҫҫӗ: хӗҫпӑшалсене юсаса тасатаҫҫӗ, тумтирӗсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, политработниксемпе агитаторсем ирттерекен калаҫусене итлеҫҫӗ, хаҫатсемпе кӗнекесем вулаҫҫӗ, кӑнтӑрла тата ҫӗрле тӑшмана мӗнле шырамаллине вӗренеҫҫӗ, снайпер ӗҫне хӑнӑхаҫҫӗ, боеприпассем турттараҫҫӗ, ҫӗнӗрен килнӗ салтаксене вӑрҫӑн йывӑр искусствине вӗрентеҫҫӗ.

Солдаты батальона помылись в крестьянских банях, получили свежее белье, выспались за всю последнюю неделю и теперь занимались самыми различными делами: ремонтировали и чистили оружие, приводили в порядок обмундирование, слушали беседы политруков и агитаторов, читали газеты и книги, писали письма, учились проводить дневные и ночные поиски, изучали снайперское дело, подвозили боеприпасы, знакомили новичков из пополнения с тяжелым искусством войны.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Арми командующин, Рокоссовский генерал-лейтенантӑн штабӗнче ноябрь уйӑхӗн 11-мӗшӗнче стрелковӑй дивизи командирӗсен, танк бригадисемпе ытти тӗрлӗ соединени командирӗсен канашлӑвӗ пулса иртрӗ.

В штабе командующего армией генерал-лейтенанта Рокоссовского 11 ноября состоялось совещание командиров стрелковых дивизий, танковых бригад и других соединений.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Асра тытса тӑр, Сергей Тимофеевич: пирӗн вӑхӑтӑн ялавӗ, унӑн туйса тӑмалла паллисем коммунизм туни пулать; ӑна нумай ҫынсем тӑваҫҫӗ, ҫак ҫынсем питех те тӗрлӗренскерсем вӗсем, хӑйсене уйрӑм кӑмӑл-туйӑмлӑ, тӗрлӗ хӑнӑхусемлӗ, культура тӗлӗшӗнчен пӗр пек мар аталануллӑ ҫынсем.

Запомни, Сергей Тимофеевич: знамя нашего времени, его чувствительные черты и является строительством коммунизма; его делают многие люди, это люди очень разные, с особым характером, с разным опытом, с неравномерным развитием культуры.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эсӗ район пуҫлӑхӗ пулнӑранпа виҫӗ уйӑх иртрӗ, тӗрлӗ ӗҫе пула пире чун-чӗререн калаҫма та май килмерӗ.

Прошло три месяца с тех пор, как ты стал главой района, и из-за различный дел нам не удалось еще поговорить по душам.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Гидростанцисем, май уйӑхӗнчи ҫумӑрсем хыҫҫӑн кӑмпа шӑта-шӑта тухнӑ пек, ӳсеҫҫӗ, анчах электриксем, электричество вӑйӗпе тӗрлӗ ӗҫре усӑ курма пӗлекен ӑстаҫӑсем сахал.

Гидростанции растут, словно грибы после майскогго дождя, а электриков, хороших специалистов эксплуатационников очень мало.

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Сталинла аслӑ наука, — терӗ малалла Кондратьев, — пирӗн хресченсене ушкӑнпа пурӑнма, тӗрлӗ йышши нумай машинӑсемпе ӗҫлеме вӗрентрӗ.

— Великая сталинская наука, — продолжил Кондратьев, — научила наших крестьян жить в общей группе, работать на разных машинах.

XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Вӑрман тӑватӑ ҫула ҫитнӗ хушӑра эпир вӑрман тӑрӑхӗ ҫинче тӗрлӗ культурӑсем ӳстеретпӗр, ҫавна май нӳрӗ сыхласа хӑваратпӑр.

— За время, когда лес станет четырехлетни мы на лесной полосе выращиваем разные культуры, таким образом сохраняя влагу.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Шӑтса тухнӑ йывӑҫсене ҫеҫенхирти хӑй тӗллӗн ӳсекен курӑксенчен тата вӑйлӑ тип ҫилсенчен сыхланма эпир йывӑҫсем шӑтсан пирвайхи ҫулсенчех, кунта кӑтартса панӑ пек, тӗрлӗ ялхуҫалӑх культурисене акатпӑр.

Для защиты проросших деревьев от произрастающих в степи кустарников и сильного сухого ветра мы в первый же год, как здесь показано, высеиваем различные сельскохозяйственные культуры.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Туратлӑ пучахсем патне Варвара Сергеевнӑна магнит пек туртрӗ; вӑл Глашӑна хул айӗнчен тытрӗ, хӑйӗн пысӑк та хӑюллӑ утӑмӗпе пӗр стенд ҫине те пӑхмасӑрах утса кайнӑ пулӗччӗ, эрех тӑвас ӗҫри чапа тухнӑ маҫтӑрсен стенчӗ умӗнче делегатсен чылай пысӑк ушкӑнӗ кӗпӗрленсе тӑнӑ ҫӗре те пырса пӑхман пулӗччӗ, — ку стенда тулли бутылкӑсем купаласа хунӑ та вӗсем, аялтан ҫутатнипе, тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫавӑнтах тата пичкерен кӗрен эрех пӗр тӑкӑнмасӑр стакана юхса тӑрать.

Варвару Сергеевну потянуло к ветвистым колосьям; взяв Глашу под руку, она ни за что бы не взглянула ни на один стенд, даже на стенд искусных кубанских виноделов, возле которых толпилась порядочная кучка делегатов, — там, просвеченные снизу, искрились разных цветов бутылки, сложенные высоким курганом, и тут же из бочонка в стакан текло и не проливалось розовое вино.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл, паллах, пирӗн тӗрлӗрен ҫитменлӗхсем ҫинчен калать, тӗрлӗ отрасльсене критиклет, анчах малтан пирӗн ҫитӗнӳсене пӗлтерет, акӑ ӗнтӗ, кунта кӑтартса пани — вӑл унӑн сӑмахӗ валли.

Он, конечно, говорит о наших различных недостатках, критикует разные отрасли, но сначала расскажет о наших достижениях, и вот, что здесь показано — это все для его доклада.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Коридорта шавлӑ; хӗр юрланӑ сасӑпа кустӑрмасем шакӑртатса чупнин шавӗ ҫумне пассажирсем тӗрлӗ сасӑпа калаҫни хутшӑнать; уҫӑ куппесенчен пирус тӗтӗмӗ мӑкӑрланса тухать, калаҫни-кулни, хулӑм сасӑсем янӑраса каяҫҫӗ.

В коридоре шумно; к шуму бегущих колес в девичьем пении присоединяются различные голоса пассажиров; из открытых дверей купе выкуривается дым, слышны смех и громкие звуки.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кирек епле вӗренӳ те, ун ҫине тӗрлӗ енӗпе пӑхас пулсан, — паллах, аван та кирлӗ ӗҫ.

Всякая учеба, если на нее смотреть с определенных позиций, дело, конечно, хорошее, нужное.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Виктор Грачев тема тӑрӑх урок ирттерет: вӑл лӑпкӑн калаҫать, хӑшпӗр самантра чарӑна-чарӑна тӑрать — унӑн кирлӗ тата тӗрӗс сӑмахсене тупас килнӗ пулмалла, вӑл туска патне пырать, хӑйӗн шухӑшне ӑнлантарса парасшӑн пулса, туска ҫине тӗрлӗ йӗрсем ӳкерет, унтан каллех сӗтел патне пырса тӑрать — ун пек чухне вара унӑн куҫӗсем паллакан ҫынсен сӑн-пичӗсем ҫине тинкерсе пӑхаҫҫӗ.

Виктор Грачев излагал тему урока; говорил спокойно, иногда делал паузу, — видимо, ему хотелось подобрать нужные и точные слова; он и подходил к доске, чертил линии, желая этим пояснить свою мысль, и снова останавливался у стола, — тогда взгляд его задерживался на знакомых лицах.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӗрлӗ ӗҫсем ҫинчен, ҫынсем ҫинчен калаҫрӑмӑр…

Разговаривали о всяких делах, о людях…

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӗрлӗ ӗҫсем ҫинчен калаҫрӑмӑр…

Поговорил о всяких делах…

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней