Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курнӑ (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушар сӳнтерекенӗн тумтирне тӑхӑнса вут-ҫулӑмпа кӗрешсе курнӑ ҫын ыттисен инкекӗ ҫине сӳрӗккӗн пӑхма пултарайманни пирки пӗрре те иккӗленместӗп.

Уверен, что тот, кто однажды примерил на себя боевое снаряжение пожарного, уже никогда не сможет быть равнодушным к людскому горю.

Олег Николаев Пушар хуралӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/30/gla ... aet-s-dnem

Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пурӑнакансем пушартан шар курнӑ.

Помоги переводом

Типӗ курӑк ҫунать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60701

Хӗрлӗ-кӑвак, симӗс, тӗттӗм кӑвак тӗссемпе анлӑ усӑ курнӑ.

Помоги переводом

Тутар ӳнерҫисен куравӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60704

Тӗрлӗ спектакль кунта эпӗ курнӑ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Ун пьесисене халӗ те лартаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60705

Спектакле курнӑ май каласа хӑварас килет.

Помоги переводом

Ун пьесисене халӗ те лартаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60705

Ҫакӑнта упранакан ҫар хатӗрӗсемпе ӗлӗк анлӑн усӑ курнӑ, халӗ предприяти ертӳҫи Владимир Сорокин тӑрӑшнипе вӗсем хаклӑ экспонатсем шутланаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш ачисем - Мускавра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61001

Кӗҫӗн классенче вӗренекенсене тетрадьсем те кашнине тивӗҫмен, кӗнекесем хушшинчи тасарах вырӑнсемпе усӑ курнӑ.

Помоги переводом

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Вӗсене пурнӑҫлама пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе те анлӑн усӑ курнӑ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%bf%d3%9 ... %bd%d3%91/

Пӗррехинче вӑл Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра пулса курнӑ.

Помоги переводом

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Тамара Курнавӑш ялӗнче кун ҫути курнӑ.

Помоги переводом

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Хӗвеле хирӗҫ тӑнипе, унӑн куҫӗсем пушшех те хура курӑнчӗҫ пулас, ҫав куҫсенче эпӗ хам сӑнӑма та курнӑ пек пултӑм, тен, каллех туйӑнчӗ кӑна…

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ темшӗн пӗр вӗҫсӗр Анфиса патӗнче курнӑ поэтла ҫын сӑввине хам тӗллен каларӑм:

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Юлташӑм, ҫакӑ ахаль ыйтурах темле хӑрамалла япала курнӑ пек, ман ҫине чӑр! пӑхса илчӗ, унӑн сӑнӗ сасартӑк улшӑннине те аванах сисрӗм…

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Тахҫан Максим Горький ҫавнашкал ҫынсене сӑнама юратнӑ, анчах вӑл вӗсенче пӗтнӗ ҫынсене ҫеҫ мар, вӑйлӑ ҫынсене те курнӑ, мӗншӗн тесен ун чухнехи пурнӑҫ никӗсӗ ҫав ҫынсене хӑй ҫуратнӑ…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫак калава ҫыраканӑн пӗр юлташӗ пӗр эрне каялла Григорие хула урамӗнче курнӑ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Виолончель сасси юлашки хут чуна туртса ыраттарса илет, вара ерипен ҫӗнӗ ҫемӗ сисӗнме пуҫлать, ҫав ҫемӗ кӑшт тӑхтасан йӑлтах скрипкӑсен ҫунса, хӗмленсе тӑракан вӗри сассипе калама ҫук хӗрӳллӗ янӑра пуҫлать, вӑл хурлӑх курнӑ пӗччен ҫын туйӑмӗ урлӑ итлекенсен туйӑмне куҫать…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эпӗ вара ҫав кунах куҫ ӑҫта курнӑ ҫӗрелле тухса кайрӑм.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— О, апла эсир ҫапах та юратса курнӑ иккен! — тетӗп эпӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Мосальские Григорий чылайранпа паллать: Мосальский карточкисем Аня патӗнче пур, унсӑр пуҫне виҫӗмҫул Григорий ӑна Енисей хӗрринче курнӑ, унӑн концертне итленӗ…

Помоги переводом

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Григорий, редакци ҫуртӗнчен тухсан, ӑнсӑртран Мосальские курнӑ пулнӑ иккӗн.

Помоги переводом

I. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней