Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ялав сăмах пирĕн базăра пур.
Ялав (тĕпĕ: ялав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Вара суя тӗнлисем валли ялав ҫӗклӗ, ҫӗрӗн тӑватӑ хӗрринчен Израилӗн хӑваласа янӑ ҫыннисене пуҫтарӗ, сапаласа янӑ иудейсене чӗнсе илӗ.

12. И поднимет знамя язычникам, и соберет изгнанников Израиля, и рассеянных Иудеев созовет от четырех концов земли.

Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: халӑхсемшӗн ялав пек пулакан Иессей тымарӗ патне суя тӗнлисем килӗҫ — вара ҫав вырӑн мухтавлӑ пулӗ.

10. И будет в тот день: к корню Иессееву, который станет, как знамя для народов, обратятся язычники, - и покой его будет слава.

Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Вӑл аякри халӑхсем валли ялав ҫӗклӗ, ҫӗр хӗрринче пурӑнакана систерӗ — акӑ ҫав халӑх ҫийӗнчех килсе ҫитӗ.

26. И поднимет знамя народам дальним, и даст знак живущему на краю земли, - и вот, он легко и скоро придет;

Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Эпир эсӗ ҫӑлӑннӑшӑн савӑнӑпӑр, Туррӑмӑр ячӗпе ялав ҫӗклӗпӗр.

6. Мы возрадуемся о спасении твоем и во имя Бога нашего поднимем знамя.

Пс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗнче нумай ҫул пӗрле ӗҫленӗ пултаруллӑ журналиста, ҫывӑх тата шанчӑклӑ юлташа юбилей ячӗпе саламласа ырлӑх-сывлӑх, пурнӑҫра иксӗлми телей сунатпӑр.

Помоги переводом

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

1974 ҫулхи декабрь уйӑхӗнчен пуҫласа 2001 ҫулхи апрель уйӑхӗччен, пӗр улшӑнмасӑр, 27 ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа, чунне парса вӑй хучӗ Вячеслав Григорьевич районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗнче.

Помоги переводом

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Вӑл районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗнче парти пайӗн литература сотрудникӗнче ӗҫлеме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

1968 ҫулхи февраль уйӑхӗнче эпӗ районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакторӗн заместителӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм.

Помоги переводом

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Ун кӗввипех ташлатӑн пуль-ха, эс те ялав айне тӑма хатӗрленнӗ пуль? — кӗрӳшӗ енне ҫаврӑнса тӑчӗ ҫиллине шӑнарайман Юрдан, лешӗ, хӑтине ним калама аптраса, алӑк патӗнче пӑхса тӑратчӗ.

Может, и ты под ее дудку пляшешь, и ты собираешься встать под знамена? — обернулся рассвирепевший Юрдан к зятю, который стоял на пороге, испуганно глядя на тестя.

III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хальхи вӑхӑтра, ҫавӑн пек принципсене хыттӑн каласа, «хальхи этемлӗхӗн ӑс-хакӑлӗ ялавне ҫӗклӗр те, наукӑна тӗренӗр» тесе, ялав ҫӗклеттерни чи малтан тумалли ӗҫе пӗтерсе хуни пулать.

В такое время громко провозглашать подобные принципы и поднимать знамена «современного мыслящего человечества, трезвых наук и разума» — значит затушевывать первоочередной вопрос.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Юрать, ялав ҫакатпӑр!»

«Есть, вывесить флаг!»

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Ирпе полицейсем килӗрен-киле командӑсем парса тухаҫҫӗ: «Ялав ҫакӑр!» —

— С самого утра к воротам подходит полицейский и командует: «Вывесить флаг!» —

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Эсӗ — нумайранпа парти ретӗнче тӑракан ҫын, хӗрлӗ партизан, Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫакнашкал хӑтланатӑн…

Ты — старый член партии, красный партизан, краснознаменец, и вдруг такое явление…

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней