Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чухлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
чухлӗ (тĕпĕ: чухлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑта ним чухлӗ те ирттермесӗр малалла каймалла пулнӑ ӗнтӗ.

Необходимо было, не теряя времени, двигаться дальше.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Миша, ӑҫтан пултӑр сирӗн ҫакӑн чухлӗ пуянлӑхӑр?

— Миша, откуда у вас столько добра?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсир ним чухлӗ те мана курасшӑн ҫунманнине ӑнланатӑп-ха эпӗ.

— Я понимаю, что у вас нет ни малейшего желания видеть меня.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нева хӗрринче вӗсем ҫынсен салху ӗҫхӗлне нимӗн чухлӗ уямасӑрах пӑхса выртатчӗҫ, куҫӗсем ытла чарӑлнӑччӗ хӑйсен, малти урисем ҫӗкленерех тӑратчӗҫ.

Бесстрастно уставясь на всю эту скучную человеческую возню, лежали они на берегу Невы, и у них были широко открытые глаза и высокомерные лапы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кайран ҫавна мӗн чухлӗ курма тӳрӗ килчӗ-ши?

Сколько раз случалось,

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсен пӗр-пӗрне каламалли темӗн чухлӗ!

Им обоим еще надо так много сказать друг другу!

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫитменнине, Жмырев та мӗн те пулин лаплаттарса хурӗ, шанчӑк ман ун ҫине нимӗн чухлӗ те ҫук.

Да и Жмырев сам мог что-нибудь сболтнуть — веры ему у меня не было никакой.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кӳр эп луччӗ каллех чавса хурам, кайран, нимӗҫсене кунтан хӳтерсе ярсан, кӑларӑпӑр та пионерсемпе пухӑнса вуласа пӑхӑпӑр: кӑм мӗн шухӑшланӑ, кам хӑйӗн шухӑшне ҫав ҫул мӗн чухлӗ пурнӑҫланӑ, пӗлӗпӗр вара.

Давай я лучше зарою, а потом, когда фашистов отсюда прогонят, мы достанем и прочтем и покажем всем пионерам, как они свои загадалки выполнили в тот год.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ хамӑн ватка пиншакран бригадирта ӗҫленӗ чухнехи тетраде туртса кӑлартӑм, унӑн листисене хамӑра кирлӗ чухлӗ татрӑм, кантӑка лайӑхрах картӑм, турчкаран тунӑ алӑк питӗркӗчне тепӗр хут тӗрӗслерӗм.

Я вынула из стеганки свою бригадирскую тетрадку, выдрала несколько страниц, плотнее завесила окно, проверила, хорошо ли приперта кочергой дверь.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ пур!

— Сколько угодно!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн чухлӗ канаш тумалли пурччӗ ман унпала ҫав ырӑ чунлӑ, Александр Дмитриевича чи ҫывӑх пӗлекен ҫынпала!

Так нужно мне было посоветоваться с ней, строгой, великодушной, ближе всех знавшей Александра Дмитриевича!

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗн чухлӗ каласси пурччӗ ман Ирина Михайловнӑна.

Столько собиралась я сказать Ирине Михайловне.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унта темӗн чухлӗ халӑх.

Там стояла толпа.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗн чухлӗ сӑмахӑм пур ман уншӑн, калаҫасси мӗн чул — ҫавна та пӗлеймест-ха вӑл!

Он даже не знает, как много мне хочется сказать ему!

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пурте Игоре мухтама пуҫларӗҫ, вӑл кӗске вӑхӑтрах ҫакӑн чухлӗ пулӑ тытса килни ытлашшипех тӗлӗнтерчӗ.

Все хвалили Игоря, удивлялись, как он так быстро наловил такую пропасть рыбы.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗн чухлӗ?

Сколько?

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Хумханасси ман ним чухлӗ те ҫук.

— А я и не волнуюсь нисколько.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Апла мӗн чухлӗ вӗсен истори вӗренмелле!

— Сколько им тогда по истории учить!

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗн чухлӗ тертленмелле унта пурӑнакансен!..

Жителям сколько еще веков мучиться!..

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗн чухлӗ ландыш кунта, халь те чечекре!..

Здесь столько ландышей, и до сих пор цветут.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней