Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӗрене (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сана, Аксинйӑм, хам кӑкӑрӑмри чӗрене кӑларса пама хатӗр.

Я тебе, Аксиньюшка, хоть из души скляночку выну.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ те тахҫанах шухӑшласа хунӑ, кашни аса илмессеренех чӗрене мӑка ҫӗҫӗпе каснӑ пек ыраттаракан япала ҫинчен тата тепӗр хут асаплӑн шухӑшлама пуҫларӗ.

Села за стол, мучительно передумывая давно продуманное, вызывавшее на сердце тупую ноющую боль.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи сивӗпе шӑннипе шӑлпа асапланма пуҫларӗ; Сергей Платонович ик еннелле сарса янӑ сухалне аллаппипе йӑвалать, намӑсне ниҫта чикеймесӗр, хӑйне халлӗнех макӑрать, шӑлне шатӑртаттарса туллашать; Степанӑн чӗринче Григорие курайманлӑх пӑчӑртатса йӳҫет, каҫсерен тӗлӗк курнӑ чух вӑл тимӗр пек хытӑ пӳрнисемпе татӑк-кӗсӗкрен тунӑ утияла чӑрмалать; Наталья сарайне чупа-чупа тухать те кизексем ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкет, чӑмӑртак пек хутланса кӗрсе, хӑйӗн хур пулнӑ телейӗшӗн татӑлса йӗрет; ярмаркӑра пушмак пӑру сутса ӗҫнӗ Христоня темӗн пек ӳкӗнсе асапланать; ӗмӗтсӗре ӗмӗтленнипе тата ӑш ҫунтармӑшӗ каллех чӗрене килсе кӗнипе тунсӑхлакан Григорий хаш та хаш сывласа пурӑнать.

Дед Гришака, простыв, страдал зубами; Сергей Платонович, перетирая в ладонях раздвоенную бороду, наедине с собой плакал и скрипел зубами, раздавленный позором; Степан вынянчивал в душе ненависть к Гришке и по ночам во сне скреб железными пальцами лоскутное одеяло; Наталья, убегая в сарай, падала на кизяки, тряслась, сжимаясь в комок, оплакивая заплеванное свое счастье; Христоню, пропившего на ярмарке телушку, мучила совесть; томимый ненасытным предчувствием и вернувшейся болью, вздыхал Гришка.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑхӑсӑн, акӑ, манӑҫа юлмарӗ, кашни аса илмессеренех чӗрене юн пӳлӗнтерет.

А оно вот и не забылось, и кровоточит при воспоминаниях.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӗрене кӑштах канлӗрех…

Сердцу, кубыть, просторней…

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑратать ӑна ҫак пӗтӗм чӗрене тултарса тӑракан ҫӗнӗ сисӗм, хӑратать те, вӑл, хӑйӗн шухӑшне алтупанӗпе хыпашласа тенӗ пек пуҫтаркаласа, март уйӑхӗнче йӑшса кайнӑ пӑр тӑрӑх Дон урлӑ каҫнӑ чухнехи пек, питӗ асӑрханса пырать.

Пугало это новое, заполнявшее всю ее чувство, и в мыслях шла ощупью, осторожно, как через Дон по мартовскому ноздреватому льду.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн кӑкӑрне сивӗ ҫапрӗ, чӗрене кӑшӑлпа ҫапнӑ пек хӗстерсе лартрӗ.

Липкий холод дополз до груди, обручем стянул сердце.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл киленсе кайсах чӗрене килентерсе калаҫса ларма юратакан ҫынсенчен пӗри пулнӑ.

Словом, это был один из числа тех людей, которые с величайшим удовольствием любят позаняться услаждающим душу разговором.

IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Чуна та чӗрене чӑнласах килентерет!

Истинное услаждение души и сердца!

IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Сасси, ҫӗҫӗпе тирнӗ пек, чӗрене ыраттарать, унтан вара виле сасартӑк ҫӗр айне кӗрсе кайрӗ.

Голос его, будто нож, царапал сердце, и мертвец вдруг ушел под землю.

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Йывӑр хуйхӑ, пусать чӗрене, анчах ӑна нимӗнпе те пулӑшма ҫук.

И тяжело и грустно становится сердцу, и нечем помочь ему.

XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Мӗншӗн эсӗ ман чӗрене ыраттаран?

Почему ты причиняешь мне боль?

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫук, халь пӗтӗм дивизи ҫийӗн пачах урӑхла шӑплӑх, ҫутӑ, ҫӑмӑл тата чӗрене ҫӗклентерекен шӑплӑх тӑрать…

Нет, над всем участком дивизии стояла совсем другая тишина — светлая, легкая, окрыляющая сердце…

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрей ниҫта пӑрӑнмасӑр, сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пекех вуларӗ, — статьяра кашни сӑмахах вӑйлӑ, чӗрене хумхантарать, шанчӑклӑ тӑвать.

Андрей читал не отрываясь: каждое слово в статье было значительным, волнующим и обнадеживающим.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак юрӑ вӑрҫӑ кунӗсенче пирӗн халӑхӑн чӗрене хускатакан юратнӑ юрӑсенчен пӗри пулнӑ.

Это была одна из самых любимых и волнующих песен нашего народа в дни войны.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Акӑ вӑл ӑҫта — пӗтӗм чӗрене, пӗтӗм кӑкӑра йышӑннӑ!

Вот оно где — заняло все сердце, всю грудь!

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Каласа парсанах — чӗрене ҫӑмӑл пулать.

Расскажешь — и сразу легче станет.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Халь ирӗксӗрех уттине чакарчӗ: савӑнӑҫлӑх иртсе кайман-ха, чӗрене пӗрре темле сивӗ япала хӗссе илет, тепре канӑҫ паракан ӑшӑ саланнӑ…

Теперь же невольно уменьшил шаг, — радость была еще так свежа, а в груди то возникал сердце сжимающий холодок, то разливалась сладостная теплота…

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӳлӗмсенчи шӑплӑх хӑрататчӗ чӗрене йывӑр та салхуллӑ, куҫсем шывланаҫҫӗ, ыйӑх вӗҫнипе аптрать.

Тишина в комнатах пугала, на сердце было тяжело и тоскливо, к глазам подступали слезы, а ночью мучила бессонница.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Чӗрене чул пусарса тӑнӑ пек ыратать; сывлама та, ураран урана ирттерсе пусма та йывӑр, хӑй ҫинчен шутлама тата та йывӑртарах.

Сердце сжималось и болело, точно на нем лежал камень и давил, давил; тяжело было и дышать и переступать ногами, а еще тяжелее — думать о себе.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней