Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хресчен сăмах пирĕн базăра пур.
хресчен (тĕпĕ: хресчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арӑмӗпе пӗрле икҫӗр чун куҫни тата хӑйӗн авланиччен икҫӗр чун хресчен пулни ҫинчен калакан хута темле суту-илӳ ӗҫне вӑйлатма ломбарда хунӑ.

Двести же душ вместе с двумястами его собственных были заложены в ломбард для каких-то коммерческих оборотов.

Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Уездра каланӑ пек каласан, вӑл хӑйне пур енӗпе те улпутла тытнӑ, хитре хӗре качча илнӗ, хӗрпе пӗрле икҫӗр чун хресчен тата темиҫе пин тенкӗ укҫан илнӗ.

Вообще вел себя по-барски, как выражаются в уездах и губерниях, женился на довольно хорошенькой, взял за нею двести душ приданого и несколько тысяч капиталу.

Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Эпӗ лашине илнӗ пулӑттӑм-ха, паллах, пирӗн хресчен пурнӑҫӗнче вӑл пуринчен кирли.

Я бы, конечно, взял лошадь, нам в крестьянстве лошадь — первое дело.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вырӑссем ҫакӑн пек тунине Ксени пӗрре ҫеҫ асӑрхаман ӗнтӗ: амӑшӗнне те, ытти хресчен хӗрарӑмӗсенне те асӑрханӑ.

Ксения не раз наблюдала это чисто русское движение у матери и других крестьянок.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫук, ҫук, ун пек пуҫлӑхӑн сӑмах ҫителӗксӗр-и вара, вӑл яланах халӑхшӑн тӑрӑшатӑп тесе тупа тӑвать, анчах хӑй хресчен пӳртне юлашки хут хӑҫан кӗрсе курнине те тахҫанах маннӑ.

— Нет, нет, у такого начальника в словах недостатка не будет, он всегда клянется интересами народа, а сам давно забыл, когда в последний раз заходил в крестьянскую избу.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑтам хресчен ҫумне ҫыпӑҫтараймастӑн сана, чухӑнни ҫумне пушшех те.

К середняку тебя не прилепишь, а к бедняку и вовсе.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пир портфельне суллакаласа, ун умне кӗске ураллӑ, чармак куҫлӑ хресчен пырса тӑнӑ.

Перед ним возник, размахивая парусиновым портфелем, коротконогий лупоглазый мужик.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Калинкке яри уҫӑлса кайнӑ та, картишне темӗнле ҫынсем кӗрсе тӑнӑ, малта — салтак шинелӗ уртса янӑ ӗнерхи сарӑ ҫӳҫлӗ хресчен пулнӑ.

Распахнув калитку, во двор входили какие-то люди, впереди — вчерашний высокий, светловолосый мужик в солдатской шинели внакидку.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, эсӗ, ҫылӑха ан кӗрт мана, — тенӗ хуллен хресчен, ура ҫине тӑрса, унӑн ҫӳҫӗсем арпашӑннӑ, куҫӗсем хӗрелсе кайнӑ.

— Ну, ты иди от греха, — тихо сказал мужик и поднялся, лохматый, с красными, воспаленными глазами.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Илтрӗр-и? — хресчен тутисене чалӑштарса кулса илнӗ.

— Слыхали? — мужик криво усмехнулся.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Хуть те эпир ҫук ҫынсем те, — тенӗ хресчен тӗксӗммӗн, — анчах пире кулаксен тӗпренчӗкӗ кирлӗ мар.

— Мы хошь люди и бедные, — угрюмо произнес мужик, — да в кулацких подачках не нуждаемся!

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лӳчӗркеннӗ хут укҫасем ҫине хресчен пӗр вӑхӑт нимӗн чӗнмесӗр пӑхнӑ, ассӑн сывласа илнӗ, унтан кӗререх тӗслӗ сарлака ал лаппипе укҫана сӗтел хӗрринелле тӗксе хунӑ.

Он с минуту молча смотрел на скомканные бумажки, вздохнул, потом широкой смуглой ладонью отвел их к краю стола.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Акӑ атте сире укҫа парса ячӗ, ҫунса кайнӑ пирки, — тенӗ Аниска хӑвӑрт, тутӑр кӗтессине салтнӑ та сӗтел ҫине хресчен умне укҫа кӑларса хунӑ.

— Вот вам тятя на погорелое послал, — быстро сказала Аниска, развязала уголок платка, куда были спрятаны деньги, и положила их перед мужиком на стол.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, пирӗн, — хуравланӑ ӑна сӗтел патӗнче ларакан хуйхӑллӑ хресчен.

— Ну наша, — ответил ей угрюмый мужик, сидевший у стола.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Костя куҫне уҫнине курсан, хресчен кравать ҫине унпа юнашар пырса ларнӑ, ӑшӑ аллине ун пуҫӗ ҫине хунӑ.

Увидев, что Костя открыл глаза, мужик присел рядом на кровать и положил на его голову теплую руку.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӳрт варринче, пуҫӗпе сентрене лекес пек, леш чӗмсӗр хресчен куҫ харшисене пӗркелентерсе, мӑкӑллӗ-паталлӑ аллисенче лапсӑркка ҫӗлӗкне лӳчӗркесе тӑнӑ.

Посреди избы, почти касаясь головой полатей, стоял все тот же угрюмый мужик и, сдвинув брови, мял в узловатых руках косматую шапку.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Костя хресчен мӗнле тиев ҫинчен каланине ӑнланман, анчах лав юрлӑ картишне кӗрсен, вӑл, такам тӗкнӗ пек, кӑвак салтак шинелӗпе витнӗ ҫуна патне чупса пынӑ.

Костя не понял, о какой ноше говорит мужик, но, когда подвода въехала на заснеженный двор, его словно кто толкнул к завешенной серым солдатским сукном кошевке.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑйсем ҫинине те пулин кӑларас тесе, вӗсем кирек мӗнле хресчен ӗҫне тума та килӗшнӗ.

Чтобы как-то оправдать свое пропитание, ребята подряжались на любую крестьянскую работу.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унсӑр пуҫне, ҫав кӑлтӑксем вырӑнне унӑн ҫӑмӑл та ҫамрӑк, тӗрекле ӳт-пӳ, Аникее ӑсран яракан тӑп-тӑп каҫӑр кӑкӑр, чавса патӗнче ачаш путӑклӑ, хресчен хӗрарӑмӑнни пек мар кӑпӑшка та шурӑ алӑсем пулнӑ, утасса вӑл ярӑнса, кушак пек ҫемҫен утнӑ.

К тому же они с лихвой восполнялись ее телом — ловким, молодым и крепким, с двумя рожками грудей, сводивших Аникея с ума, пухлыми, не по-крестьянски белыми руками с нежными ямочками у локотков, мягкой и гибкой кошачьей походкой.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӑнах та, обком секретарӗ пӗртте кунти вырӑнсенче тахҫан ӗҫе ертсе пынӑ, сӑрӑ салтак шинелӗ тӑхӑннӑ, хытӑ саслӑ, хыткан хресчен пек мар.

Правда, секретарь обкома совсем не походил на горластого худощавого мужика и серой солдатской шинели, который когда-то верховодил в здешних местах.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней