Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑшӗсем ӑна пӗчӗкренпех астӑваҫҫӗ, теприсем — шкулта унпа пӗрле вӗреннӗ, виҫҫӗмӗшсем — ӑна ҫитӗнерехпе курнӑ.Одни из них знали его ребенком, другие с ним в школе учились, третьи встречали его уже юношей.
Умӗн калани // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Нимӗн те курмасӑр, малта мӗн пулнине пӗлмесӗр, амӑшӗ, малалла утса, халӑха сирсе пычӗ, ӑна хирӗҫ ҫынсем чакса килчӗҫ, теприсем — намӑсланнӑ пек кулкаласа, виҫҫӗмӗшсем — мӑшкӑлланӑ пек шӑхӑрса чакрӗҫ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пурте хавхаланни сисӗнет, пӗрисем ҫухалса кайнӑ пек пӑхкалаҫҫӗ, теприсем хӑйсене хӑйсем паттӑрланаҫҫӗ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Чиркӳ тавра картишӗнче туллиех халӑх, пӗрисем тӑраҫҫӗ, теприсем лараҫҫӗ, кунта хаваслӑ ҫамрӑксемпе ачасем пӗр пилӗкҫӗр ҫын таранах.Вокруг нее, в ограде, густо стоял и сидел народ, здесь было сотен пять веселой молодежи и ребятишек.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӗрисем — тӑрӑхласа калаҫаканскерсем, кулманскерсем пулчӗҫ, теприсем — хаваслӑ, ҫамрӑклӑх вӑйӗпе ҫиҫсе тӑраканскерсем, виҫҫӗмӗшсем — ялан шухӑша кайнӑ пек лӑпкӑскерсем, — амӑшне вӗсем пурте ӗҫре ҫине тӑракан, ӗҫе ӗненекен пӗрешкел ҫынсем пек курӑнчӗҫ; кашнин хӑйӗн сӑнӗ пулсан та — уншӑн пурте пӗрешкелтерех сӑн-питлӗ пек туйӑнчӗ: пурин те ырхан, лӑпкӑ та ӗҫе пикенсе тума хатӗр уҫӑ сӑн, хура куҫӗсем Эммауса каякан Христос куҫӗсем пек тарӑннӑн, ӑшшӑн та ҫирӗппӗн пӑхаҫҫӗ.
XXI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӗрисем — улталӗҫ, — теприсем — уйрӑлса юлӗҫ, пирӗнпе вара — чи лайӑххисем пырӗҫ…Одни — обманут, другие — отстанут, а с нами — самые лучшие пойдут…
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫавӑнтах хӑшӗсем: Павела часах кӑларса яраҫҫӗ, тесе лӑплантарчӗҫ, теприсем унӑн хурлӑхпа тулнӑ чӗрине хӗрхенсе каланӑ сӑмахӗсемпе хускатрӗҫ, виҫҫӗмӗшсем директора, жандармсене хаяррӑн вӑрҫрӗҫ, вӑл сӑмахсене итлесе, амӑшӗн чӗринче те ҫавӑн пек туйӑмах ҫӗкленчӗ.
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӗрисем халӑха сӑваҫҫӗ, теприсем — мӑйракаран тытса тӑраҫҫӗ…
XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Праҫниксенче ҫамрӑксем киле ҫӗрле, питӗ кая юлса, ҫурӑлса пӗтнӗ тумпа, пылчӑкланса, тусанланса, суранланса пӗтнӗ пит-куҫпа, хӑшӗсем хӑйсен юлташӗсене епле хӗненипе усаллӑн мухтанса, теприсем кӳренсе, тарӑхса, кӳреннипе макӑрса, ӳсӗр те мӗскӗннӗн, телейсӗр те йӗрӗнмелле пулса таврӑнаҫҫӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗсем хӗрсе кайсах тавлашнӑ: пӗрисем митинга ахалех салатса янӑшӑн вӑрҫнӑ, теприсем тата: пачах урӑхла, пурте лайӑх пулчӗ, полиципе тӗл пулса ҫапӑҫни Гомперсӑн «ытла та ачаш» сӑмаххисенчен витӗмлӗрех ӗнтӗ, тенӗ.
XXVI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Площадь урлӑ вӗсем ыттисемпе пӗрлех чупса каҫнӑ, унтан пӗр тӑкӑрлӑка кӗрсе кайнӑ, кайран темӗнле подвала аннӑ, унта вӗсем пекех тарса пытаннӑ ҫынсем пӗр вунна яхӑн пухӑннӑ пулнӑ, хӑшӗ-пӗри паянхи куншӑн савӑнса хавасланнӑ, теприсем тата тӗксӗм сӑн-питлӗ пулнӑ.
XXVI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Пӗрисем тин ҫеҫ килнисене нумаях пулмасть ҫын ҫакӑнса тӑнӑ йывӑҫ патне чӗннӗ, теприсем хӑйсен вырӑнӗнчех юласшӑн пулнӑ.
XXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Унта пысӑккисем те, пӗчӗккисем те пулнӑ, аялта та, ҫӳлте пӗлӗтре те курӑннӑ, хӑшӗ-пӗрисем ялтӑрккан тата савӑнӑҫлӑн, теприсем куҫ хӗснӗ пек тӗксӗммӗн ҫутатнӑ.
XII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Хӑшӗсем ҫӗтӗк-ҫатӑк, выҫӑпа аптраса таврӑннӑ, хӑшӗсене нимӗҫсем вӗренпе кӑкарса чикке ҫитичченех хӑваласа янӑ, теприсем, улӑм купи ҫинчи йӗп пек, анлӑ ҫут тӗнчере пӗр сас-хурасӑрах ҫухалнӑ.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Теприсем тата, хӑюллӑраххисем, пурнӑҫ ҫинчен калаҫма тытӑнсан, вӗсем мӗн каланине хӑш-пӗрисем итлеме те кӑмӑлламаҫҫӗ.А иные посмелее принимались рассказывать иной раз такое, что не всякий соглашался слушать.
I // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Пӗрисем — ҫерем уҫма, теприсем — тӗрлӗрен стройкӑсене, виҫҫӗмӗшӗсем хамӑрӑннисене мар, аякри ҫынсене качча кайрӗҫ.Одни — на целину, другие — на стройки разные, третьи повыходили замуж за странних, ненашенских.
Юлашкисем... // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пӗрисем, кукӑр юпасем ҫине кушакла улӑхса, шурӑ фарфор куркасем ҫирӗплетсе лартнӑ; теприсем вӗсем хыҫҫӑн пралук карнӑ, улӑм тӑрӑллӑ пӳртсен ҫуначӗсем, пӗчӗк кантӑксем ҫине усӑнса аннӑ, нихҫан касман, нихҫан тураман ҫӑра ҫӳҫе аса илтерекенскерсем, айӗнче тӑрмашнӑ, вӗсем стенана пӑрапа шӑтарса «ҫип» тирнӗ — ҫапла каланӑ ун чухне кашни пӳртрен юпа патне каякан ҫинҫе пралука.
Пробошник // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Сайра хутра вӗсене уҫӑлса ҫӳрекенсем тӗл пулкаларӗҫ; пурте Марья Николаевнӑна пуҫ тайрӗҫ — хӑшӗсем хисеплӗн, теприсем — ҫав тери пӑхӑнса.
XXXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Анчах паян Таня вӑраннӑ тӗле ҫӑлтӑрсем ҫукччӗ ӗнтӗ: пӗрисем пачах ҫухалнӑ, теприсем горизонт хӗрринче тӗксӗммӗн ҫунаҫҫӗ.
VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
— Таня, пирӗнпе лар! — кӑшкӑрчӗҫ теприсем.
V // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.