Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

паллах сăмах пирĕн базăра пур.
паллах (тĕпĕ: паллах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлмеҫҫӗ пулсан вилнӗ тесе хут ярӗччӗҫ, ку паллах мар-и вара!

Иначе прислали бы извещение, это же совершенно ясно!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Укрепленисенче ӗҫлесси, «окопсенче» тетчӗҫ-ха ӑна Ленинградра, паллах, сестрара ӗҫлессинчен йывӑрччӗ.

Работать на укреплениях, или «на окопах», как говорили в Ленинграде, было, разумеется, тяжелей, чем сестрой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тата ҫакӑнтан та тӗлӗнмелле: вӑл нимӗҫ бомбисенчен хӑрамасть иккен, паллах ӗнтӗ, вӗсем Сивцев-Вражкине те ҫитсе ӳкме пултараҫҫӗ; ҫак вӑл Вальӑпа ейкеленекен Жени Колмакчирен ытларах хӑраса ӳкнӗ иккен.

и, к моему изумлению, она боялась не фашистских бомб, которые, разумеется, могли залететь и на Сивцев-Вражек, а какой-то Жени Колпакчи, которая кокетничала с Валей.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах, аван мар тунӑ эс, Игорь.

— Конечно, ты нехорошо поступил, Игорь.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паллах, никам та нимӗн те асӑрхаймасть.

Конечно, никто не заметит.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паллах, Сима!

— Конечно, Сима!

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗтӗм килйышӗпех станцине тухса каятпӑр, пӗчӗк Петя, паллах ӗнтӗ, пуринчен ытла Саня пиччӗшне кӗтет.

Всей семьёй мы отправляемся на станцию. И, разумеется, больше всех ждёт дядю Саню маленький Петя —

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн ҫинчен иккенни паллах ӗнтӗ, кунҫулӑмӑр та пӗрмаях ют ҫивитти айӗнче иртет, хамӑрӑн ҫурт ҫук пирӗн, ҫак Вальӑпа Кирӑнни пек пӗчӗк ҫурт кӑна пулсан та пырӗччӗ пире.

Конечно, о том, что всю жизнь мы живём под чужой крышей, о том, что у нас нет своего дома, хотя бы такого маленького и тесного, как у Вали и Киры.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах, унӑн та ҫитменлӗхӗсем пур-ха.

Конечно, у него есть недостатки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паллах ӗнтӗ, ӗҫӗ ҫавнашкал вӗсен!..

— Ну конечно, ведь у них как получается?..

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паллах, ҫав пакӑлтин сӑмахӗсене итлеме те кирлех мар.

Конечно, этого болтуна и слушать не надо.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паллах ӗнтӗ, эпӗ хӳтлӗхе анмарӑм.

Но, конечно, я не спустилась в укрытие.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир чылайччен вӗсене кӑчӑк туртрӑмӑр, анчах, паллах, вӗсем ҫинчен пире никам та асӑрхаймарӗ.

Мы долго махали им, но, конечно, оттуда нас заметить было невозможно.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паллах ӗнтӗ, эп айӑплӑ.

Но, конечно, я виноват.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паллах ӗнтӗ, эп шутланӑ тӑрӑх, Малининӑн пӑртак айӑп пурах, ку пӗр енчен, анчах тепӗр енчен илсен, тишкерсе пӑхсан, вӑл пирӗншӗн ҫавӑн пек тунӑ, мӗншӗн тесен пирен лару-тӑру, хай, мӗнле калас, питӗ йывӑр пулнӑ!

— Конечно, я считаю, что Малинин отчасти виноват, с одной стороны, но, с другой стороны, если разобраться, то он действовал так для нас, так как у нас положение безвыходное.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах эп ун пек сӗнӳпе, паллах, килӗшеймерӗм.

Но я, конечно, не могла согласиться на это.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паллах ӗнтӗ, килте пӑшӑрханса тӑни кӑмӑллах мар, паян кӑнтӑрлана эпир киле ҫитме пулсаччӗ.

Конечно, неприятно, что дома будут беспокоиться, раз мы обещали быть к обеду.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паллах, шел ӗнтӗ ҫухални, анчах кам та кам хӑй мӗн шухӑшласа хӑварнине тунӑ пулсан, уншӑн нимӗн те ҫухалман.

Жалко, конечно, что пропали, но ведь кто выполнил задуманное, для того ничего не пропало.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Игорь, паллах, пуринчен ытла пӑлханчӗ, тӗрткелешрӗ.

Игорь волновался и толкался больше всех.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Паллах, ачасен шухӑшӗ — часрах нӳхрепе чупасси, гороскопсене уҫса, часрах-часрах вуласа пӑхасси.

Конечно, ребятам не терпелось скорее спуститься в подземелье и вскрыть наш тайник, чтобы прочесть «загадалки».

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней