Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

амӑшӗ (тĕпĕ: амӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухне амӑшӗ ҫапла каланӑччӗ ӑна:

Мать тогда так говорила:

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрата хӑйӗн вилнӗ амӑшӗ, ывӑлӗн ачалла куҫҫулӗсене типӗтес тесе каланӑ сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ.

Вспоминаются Кондрату слова покойной матери, сказанные как-то, с тем чтобы осушить его ребячьи слезы.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ан шавла, амӑшӗ!

— Не шуми, мать!

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ан ҫухӑрсам, амӑшӗ, пирӗн асап-хурлӑха турӑ шута илӗ-ха.

— Не кричи, мать, наши страданья зачтутся господом.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Амӑшӗ йӗнине курса, тӑватӑ ҫулхи кӗҫӗн хӗрачи те йӗрсе ячӗ.

Следом за матерью заплакала и младшая, четырехлетняя девчушка.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шап-шурӑ сӑмсаллӑ пӗчӗкҫеҫ, амӑшӗ ҫуласа тасатма ӗлкӗрнӗ кӑтрашка пару, мӗскӗннӗн чӗтре-чӗтре, шӑнса кайнӑ тутипе амӑшӗн ҫиллине шырать.

Корова опрастывалась от последа, а крохотный белоноздрый телок, уже облизанный, шершавый, жалко дрожащий, искал похолодевшими губами вымя.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун чух ҫатӑрах чӗпӗтекен шартлама сивӗсем тӑратчӗҫ, ҫавӑнпа тин пӑруланӑ пӑру амӑшӗ ҫуласа тасатичченех шӑнса вилме пултарнӑ…

Давили морозы, телок мог замерзнуть, едва лишь облизала бы его мать…

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

ВКП(б) хӑвӑра ҫӗнӗ пурнӑҫ патнелле тӗртет, эсир пур, суккӑр пӑрупа пӗрех: ӑна амӑшӗ патне чӗчӗ ӗмтерме ҫавӑтса пыратӑн, вӑл пур, урисемпе тапкаланать, пуҫне пӑркалать.

Вас ВКП пихает на новую жизнь, а вы как слепой телок: его к корове под сиську ведут, а он и ногами брыкается, и головой мотает.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Амӑшӗ ун тавра какӑлтатса кускаласа ҫӳрет, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ Игнатенок вӑтанчӑклӑн кулса, хӗре кӗпе аркинчен тытса сӗтӗрет.

Возле нее металась и кудахтала мать, а Игнатенок, весь красный, смущенно улыбаясь, тянул девку за подол.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӗтел хушшинчен амӑшӗ сӑнлӑ, яштака пӳллӗ те чиперскер, Тимофей тӑрса тухрӗ.

Похожий на мать, статный и красивый, из-за стола встал Тимофей.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл чылайччен ҫывӑрса каяймарӗ, енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӗ, амӑшӗ икӗ хутчен чустине пӑхма тӑнине те илтрӗ.

Он долго не спал, ворочался, слышал, как мать два раза вставала смотреть тесто.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Саккунлӑ майпах качча ил ӗнтӗ эсӗ ӑна, — кӑмӑлне ҫавӑрчӗ пӗррехинче амӑшӗ.

— Женись уж на ней законным путем, — однажды раздобрилась мать.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Андрейӗн амӑшӗ макӑрса пӗтрӗ, ӳпкелешсе кӳршӗ хӗрарӑмсене ҫапла каласа пачӗ: «Намӑс! Карчӑк ҫумне кайса ҫыхланчӗ», текелерӗ.

Мать Андрея поплакала, пожалилась соседкам: «Страма! Со старухой связался».

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Амӑшӗ вара вилнӗ кинне тарӑхма пуҫлать.

И материнская злоба переметнулась на покойную сноху.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах пӗррехинче амӑшӗ ҫакӑнтан пикенсех ответ ыйтма пуҫларӗ.

Но однажды мать настойчиво стала добиваться ответа.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Амӑшӗ авланма канаш парсан, вӑл ним чӗнмесӗрех ирттерсе пычӗ.

На советы матери жениться он отмалчивался.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Килӗнче вӑл виҫӗ талӑк хушши сӑмакунпа чунне йӑпатрӗ, ӳсӗрпе макӑрса супрӗ, иккӗмӗш каҫхине Евдокия каштаран ҫакӑнса вилнӗ лупасне ҫунтарса ячӗ, тӑваттӑмӗш талӑкӗнче вара, тӑртанса, хӑрушланса кайнӑскер, шӑппӑн амӑшӗпе сывпуллашрӗ, амӑшӗ, унӑн пуҫне хӑйӗн кӑкри ҫумне тытса чӑмӑртанӑ чухне, ывӑлӗн сарӑ ҫӳҫ пайӑркисенче кӑлкан пек кӑвак ҫӳҫ пӗрчисем пуррине асӑрхаса илчӗ.

Дома он трое суток наливался дымкой, плакал пьяный, на вторую ночь сжег сарай, на перерубе которого повесилась Евдокия, и на четвертые сутки, опухший и страшный, тихо прощался с матерью, и та, прижимая его голову к своей груди, впервые заметила на белокуром сыновьем чубе ковыльные нити седины.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Амӑшӗ малти кӗтесселле чупрӗ, турӑ кӗтессинчен сарӑхса кайнӑ хут татӑкӗ туртса кӑларчӗ.

Мать сунулась в передний угол, из божнички вытащила пожелтелый лоскуток бумаги.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Амӑшӗ, питне-куҫне саппунӗпе хупласа тытнӑ та, сайра ҫӳҫлӗ, шуралма пуҫланӑ пуҫне суллакаласа тӑрать.

Мать, уткнувшись в завеску, мотала редковолосой, седеющей головой.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Амӑшӗ, ҫара пуҫӑнах, хирӗҫ чупса тухрӗ.

Мать, распокрытая, выбежала из сеней.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней