Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлтен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайӑк, майӗпен аялалла анса, вӗҫнӗҫемӗн вӑйне ҫухатса, шуйханса кикаклатакан ушкӑнран аяккалла вӗҫрӗ, унтан сасартӑк, питӗ ҫӳлтен, ҫӗрелле чул пек анса кайрӗ; хӗвел ҫинче хур ҫунаттин шурӑ айӗ кӑна куҫа шартарса йӑлтӑртатрӗ.

Гусь летел в сторону от встревоженно вскричавшейся стаи, медленно снижаясь, слабея в полете, и вдруг с большой высоты камнем ринулся вниз, только белый подбой крыла ослепительно сверкнул на солнце.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Яратпӑр… — хуравларӗҫ ҫӳлтен кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн.

— Отпустим… — помолчав, ответили сверху.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пурпӗр ҫӑлӑнаймастӑр! — кӑшкӑрчӗҫ ҫӳлтен.

Все равно побьем! — закричали сверху.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӳлтен никам та шырлан ҫывӑхне пыракан пулмарӗ.

Сверху никто близко не подходил к прорези яра.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пульӑсем ҫӗрлехи тӗттӗмре шырлан ҫийӗн, таҫта ҫӳлтен вӗҫе-вӗҫе иртрӗҫ.

Стаи пуль рассевом шли над яром, где-то в сумеречной вышине.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Суйлатпӑр-и ӑна е ҫӳлтен пӑрахса параҫҫӗ? — пӗлесшӗн пулчӗ Пантелей Прокофьевич.

— Выбирать будем или нам его сверху спустют? — поинтересовался Пантелей Прокофьевич.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ахальтен мар Мамонтов, ҫӳлтен хушнипе, хисеплӗ хурала тӑратмалли казаксене тӑрӑшса суйланӑ.

Недаром Мамонтов, по распоряжению свыше, старался в подборе почетного караула.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Французсем икӗ енчен те: ҫӳлтен те, аялтан та хӗскӗче лекнӗ.

Оказались французы зажатыми с двух сторон: сверху и снизу.

Хура пӗлӗт // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ура! — илтӗннӗ ҫӳлтен.

Ура! — несется на перевале.

Хура пӗлӗт // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Христоня ун ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхса илчӗ, тӳрех хуравламарӗ: малтан чылайччен чикаркка хутне сурчӑкпа йӗпетсе аппаланчӗ, ӑна вӑкӑрӑнни пек пысӑк та кӑштӑркка чӗлхипе ҫулласа илчӗ, унтан тин, чикарккине ҫавӑрса ҫитернӗ хыҫҫӑн, хулӑн сасӑпа мӗкӗрсе ячӗ:

Христоня сверху вниз поглядел на него, ответил не сразу: сначала долго слюнил бумажку, елозил по ней большим, шершавым, как у быка, языком и, уже скрутив, пробасил:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тральщиксем ҫинчен хура тинӗс матросӗсем персе яракан снарядсем ҫӳлтен вичкӗннӗн ӳлесе вӗҫеҫҫӗ, пӗтӗм чуна ҫӳҫентермелле ухлатса иртеҫҫӗ.

Давил скрежещущий, перемешанный с визгом вой пролетавших через головы снарядов, посылаемых черноморцами с тральщиков.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вунӑ пин гектара яхӑн ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче электромагистраль иртсе каймалла, ҫӳлтен пӑхсан айлӑмра выртакан анлӑ ҫӗр лаптӑкӗ вӗҫме хатӗрленнӗ темӗн пысӑкӑш кайӑк пек курӑннӑ.

Обширная, до десяти гектаров, площадь земли, по которой должна пройти электромагистраль, лежала в низине и формой своей напоминала (если смотреть на нее сверху) гигантскую птицу в полете.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӳлтен вӗҫсе ҫӳрерӗ Артамашов, анчах ҫуначӗсене касса ячӗҫ: малтан ҫӗр ҫинче тӗрӗс ҫӳреме вӗрен, вара пӗлӗтелле те пӑхкалама юрать.

Высоко порхал Артамашов, да только подрезали ему те крылышки: научись сперва правильно по земле ходить, а тогда и в небо гляди.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӗне кирлӗ ҫапла ҫӳлтен вӗҫни, ҫавна ниепле те ӑнланаймастӑп эп.

К чему это высокомерие, я никак не могу уразуметь.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӳлтен тӗтреллӗ ҫумӑр пӗрӗхет.

С неба сочилась дождевая мгла.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун ҫине ҫӳлтен пӑхсан, аялта, ҫӳллӗ ҫуртсем хушшинче, вӑл юханшыв пек курӑннӑ.

Смотришь на него сверху, и кажется, будто там, внизу, между высокими домами катится живая река.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӳлтен нимӗн хӗрхенмесӗр хӗвел ҫунтарнӑ, сӑртсенчен вӗри сывлӑш персе тӑнӑ, анчах йывӑҫ юхтаракансене сулхӑн пулнӑ.

Нещадно палило солнце, зноем дышал раскаленный утес, а сплавщикам было прохладно.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ларса пыракансене ҫӳлтен ҫынсем хӗвӗшекен пасарсене, сарлака площадьсене, симӗс бульварлӑ проспектсене, сарлака урамлӑ хула хӗррисене кӑтартас тенӗ пек, летчик хула ҫинче пӗр хут ҫаврӑнса илчӗ.

Летчик сделал круг, как бы желая показать своим пассажирам весь Ставрополь, чтобы под крыльями проплыли и базары, запруженные людьми, и просторная площадь, и главные проспекты с зелеными бульварами, и окраины с широкими улицами.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫеҫенхире тухсан шыв ирӗк юхать вара, саккӑрла авкаланма, йӑлӑсем тума тытӑнать, ҫӳлтен нумайччен пӑхса пырсан, куҫ шарса каять.

А в степи простор, и тут Кума дает себе волю и начинает писать такие восьмерки, такие узлы и петли, что рябит в глазах, когда на нее долго смотришь с высоты.

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей хапха умне пычӗ, лӑпкӑ урамсем ҫине, шурӑ уйӑх ҫути пиеленӗ пахчасем ҫине, хӑй ҫуралса ӳснӗ пӳрчӗ ҫине, тин ҫеҫ тӗкленнӗ ҫамрӑк ӑмӑрткайӑк хӑйӗн йӑви ҫине ҫӳлтен вӗҫсе иртнӗ чухне пӑхса илнӗ пек, питӗ ачаш кӑмӑлпа пӑхса тӑчӗ вӑл.

Подойдя к воротам, Сергей с такой любовью посмотрел и на тихую улицу, и на сады в белой дымке, и на свою хату, с какой, очевидно, смотрит молодой, оперившийся орел, пролетая над тем местом, где когда-то было его гнездо.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней