Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗтӗм класӗпех асӑнса тухрӑмӑр эпир — вӗсене аса илмешкӗн салхуллӑ та хӗпӗртемеллеччӗ, пурнӑҫ вӗсене пӗтӗм ҫӗршыв тӑрӑх сапаларӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пайтах асап курса пӗтнӗ хыҫҫӑн — вӗсем ҫинчен рапортра асӑнма кирлӗ те мар — 1915-мӗш ҫулхи майӑн 23-мӗшӗнче тупнӑ ҫӗр ҫине тухрӑмӑр, 81°09′ широтара, 58°36′ долготара.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир ҫав хулӑн докторпа пӗрле тухрӑмӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Лури те чӗрех, — тесе хӗпӗртесе шухӑшларӑм эпӗ, — хамӑр питӗ чаплӑн ҫӗнтерсе тухрӑмӑр, урӑхла пулма та пултараймасть. Вӑл сывах, часах курӑп та ӑна эпӗ».
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Машинӑна хирӗҫ пушарӑн тӗксӗм ҫути ӳкрӗ, эпир Международнӑйне тухрӑмӑр та, пӗтӗм хулана вут явса илнӗ пек курӑнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Варринче эпир ҫурӑлса ванман снарядсем вырнаҫтарса хутӑмӑр, унтан вара шултра стабилизаторсене, унтан пӗчӗкреххисене чечек пек, лартса тухрӑмӑр, тимӗр чечеклӗ клумба пек пулса тӑчӗ ун тӑпри».
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ Саня ҫинчен каласа патӑм, унтан кӑштах сӑмах хушмасӑр ӗҫлерӗмӗр — окоп тӗпне наҫилкке хутӑмӑр, ыттисем пирӗн наҫилкке ҫине тӑм тиерӗҫ, ӑна эпир ҫӗклесе тухрӑмӑр та окопӑн хӑрах аяккинче пушатрӑмӑр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан эпир Мускав шывӗ хӗррине тухрӑмӑр.
29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ачасемпе уҫӑлма тухрӑмӑр.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Консерваторинчен Герцен урамӗ еннелле тухрӑмӑр.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан эпир Хӗрлӗ площаде тухрӑмӑр.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара эпир виҫсӗмӗр Мускав тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреме тухса кайрӑмӑр, Эпир Мускав шывӗ хӗррипе ҫӳрерӗмӗр, малтан Хӗрлӗту, унтан Устьин кӗперӗ айӗпе тухрӑмӑр.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Тӗрӗс, Владивосток — Иркутск, Приморский аэродромран ҫич сехет те хӗрӗх тӑватӑ минутра вӗҫсе тухрӑмӑр.— Да, Владивосток — Иркутск, отлёт с Приморского аэродрома, семь сорок четыре.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир Восстани площадьне, ӗлӗк Кудриноки пулнӑ площаде, тухрӑмӑр, трамвай сасартӑк чарӑнчӗ.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл кун эпир хамӑр кил хушшинче, противовоздушнӑй оборона штабӗ хушнӑ тӑрӑх, хӑмасем ҫине шурӑ извеҫпе «бомбоубежище», «хӑйӑр», «шыв», «хӳтлӗх алӑкӗ» текен стрелкӑсем лартса тухрӑмӑр.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпир сӑмах вӗҫне тухрӑмӑр.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан эпир шыв хӗрринчи урама тухрӑмӑр — акӑ ӑҫта иккен ҫав шурӑ каҫ — кун ҫути те мар, ҫӗр ҫути те мар ир те мар, каҫ та мар!Потом мы вышли на набережную — вот где была эта белая ночь: ни день, ни ночь, ни утро, ни вечер!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир Главнӑй штаб хапхи витӗр тухрӑмӑр, пирӗн куҫа кунта капӑр та пушӑ площадь курӑнса кайрӗ — пысӑк та мар вӑл, ҫапах та ирӗк, Мускаври уҫӑ плошадьсем пек мар, темле чипертерех курӑнать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Темӗн ҫиеттӗмӗр эпир вӗҫӗмсӗр, унтан уҫӑлса ҫӳреме тухрӑмӑр, мӗншӗн тесен эпӗ Ленинграда курма ӗлкӗреймерӗм-ха терӗм, Саня хӗрсе ҫитрӗ те «эппин ку мӗнле хула иккенне хам кӑтартса ҫӳрем-ха сана» терӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпир, хай, унӑн чыслӑ хӑнисем, президиумра, юбилярпа юнашар ик енчен те ларса тухрӑмӑр.а мы, как почетные гости, сидели в президиуме по правую и левую руку от юбиляра.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951