Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Вӑл вӗсенӗн ӗҫӗсене сӑваплӑ пророк аллипе йӗркене кӗртнӗ: 2. вӗсем ҫын пурӑнман пушхирпе иртнӗ, иртсе ҫӳрейми вырӑнсенче чатӑрсем лартнӑ; 3. хӑйсене усал сунакансене хирӗҫ тӑнӑ, тӑшманӗсене тавӑрнӑ; 4. шывсӑр антӑхса Сана йӑлӑннӑ, вара вӗсене чул хысакран шыв кӑларса панӑ, ҫирӗп чулран тухнӑ шывпа ӑша кантарнӑ.
Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл вӗсене Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫарнӑ, вӗсене пысӑк шыв витӗр илсе тухнӑ, 19. тӑшманӗсене путарнӑ, вӗсене тӗпсӗр авӑртан кӑларса ывӑтнӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Усал ҫын епле тапӑннине тӗрӗслӗҫ те, унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларса, унӑн сӑмахӗсем Ҫӳлхуҫа патне ҫитӗҫ: 10. тимлекен хӑлха пурне те илтет, ӳпкелешӳ пытанаймӗ.
Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пӗлсе ҫитрӗм эпӗ: Турӑ тӑвакан пур ӗҫ те — ӗмӗрлӗхе: ун ҫумне нимӗн те хушаймастӑн, унран нимӗн те кӑларса пӑрахаймастӑн — Турӑ Хӑй умӗнче хӑраса-хисеплесе тӑччӑр тесе ҫапла тӑвать.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Усал ҫын, тӳрӗ сутӑн ҫулне пӑсас тесе, хӗврен кӑларса паракан сӗреве йышӑнать.23. Нечестивый берет подарок из пазухи, чтобы извратить пути правосудия.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ ырӑлӑхӗ яланах манпа пӗрле; 4. эй ултавҫӑ, эсӗ пӗтермелли мел шыратӑн; чӗлхӳ санӑн хӑйранӑ ҫӗҫӗ пек! 5. эсӗ ырринчен ытларах усала юрататӑн, тӗрӗссине каличчен ытларах суеҫтерме кӑмӑллатӑн; 6. ултавлӑ чӗлхе, эсӗ ҫынна пӗтерекен тӗрлӗ усал сӑмах калаҫма юрататӑн: 7. ҫавӑншӑн Турӑ сана тӗппипех пӗтерӗ, кӑларса ывӑтӗ, сана хӑвӑн ҫуртунтан, тымарна чӗррисенӗн ҫӗрӗнчен тӑпӑлтарса кӑларӗ.
Пс 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Усал ӗҫрен пӑрӑн, ырӑ ту, вара ӗмӗр пурӑнӑн: 28. Ҫӳлхуҫа тӳрӗ сута юратать, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисене пӑрахмасть; вӗсем ӗмӗрех сыхланса юлӗҫ; [йӗркесӗррисене кӑларса пӑрахӗҫ,] усал ҫынсенӗн йӑхӗ тӗп пулӗ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хир ашакне кам ирӗке кӑларса янӑ, ӑна, кӑкарса хунӑскере, кам салтса вӗҫертнӗ?5. Кто пустил дикого осла на свободу, и кто разрешил узы онагру,
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иов хӑйне ҫав-ҫавах айӑпсӑр ҫын вырӑнне хунине курсассӑн, хайхи виҫӗ ар унпа тавлашма чарӑннӑ, 2. вара Елиуй — Варахиил ывӑлӗ, Рам йӑхӗнчен тухнӑ Вуз ҫынни — питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ: Иов хӑйне Турӑран та ытла тӳрре кӑларса калаҫнӑшӑн унӑн ҫилли вутла хыпса илнӗ.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чунне Турӑ кӑларса илсессӗн, икӗ питлӗ ҫыншӑн мӗн шанчӑкӗ юлтӑр?8. Ибо какая надежда лицемеру, когда возьмет, когда исторгнет Бог душу его?
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӑлӑх арӑмсене пушӑ алӑпа кӑларса янӑ, тӑлӑх-турата нимӗнсӗр тӑратса хӑварнӑ.9. Вдов ты отсылал ни с чем и сирот оставлял с пустыми руками.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Мӗншӗн-ха хамӑн ӳтӗме хамӑн шӑлӑмпах тулас, мӗншӗн-ха чунӑма ал тупанӗ ҫинех кӑларса хурас?14. Для чего мне терзать тело мое зубами моими и душу мою полагать в руку мою?
Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара вӑл хутаҫран пуҫ кӑларса кӑтартнӑ та каланӑ вӗсене: акӑ Ассири ҫарӗн ҫулпуҫӗн Олофернӑн пуҫӗ, акӑ унӑн чаршавӗ, вӑл ун хыҫӗнче ӳсӗр выртатчӗ — Ҫӳлхуҫа ӑна хӗрарӑм аллипе пӗтерчӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑхӑт нумая кайсан, Олоферн чурисем унтан тухса кайма васканӑ, Вагой вара, хӑйӗн хуҫи умӗнче тӑракансене кӑларса ярсан, чатӑра тул енчен питӗрсе хӑварнӑ та, лешӗсем ӗнтӗ, чылая тӑсӑлнӑ ӗҫкӗ-ҫикӗрен ӗшенсе ҫитнӗскерсем, ҫывӑрма саланнӑ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах та ҫак ҫӗрсенче пурӑнакансем Ассири патшийӗн Навуходоносорӑн сӑмахне хисепе хуман, унпа пӗрле тухма пуҫтарӑнман, мӗншӗн тесессӗн вӗсем унран хӑраман, вӗсем ӑна хӑйсем хушшинчи ҫын вырӑнне ҫеҫ хунӑ: унӑн элчисене вӗсем хисепе хумасӑр пушӑ алӑпа кӑларса янӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара ачишӗн йӗре-йӗре каланӑ: 5. эй ывӑлӑм, халӗ ӗнтӗ мана нимӗн те кирлӗ мар, эй куҫӑм ҫути, мӗншӗн кӑларса ятӑм-ши сана? тенӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара Ангел ӑна каланӑ: пулла касса ҫур та, чӗрине, пӗверне, ватне кӑларса илсе, вӗсене упра, тенӗ.5. И сказал ему Ангел: разрежь рыбу, возьми сердце, печень и желчь, и сбереги их.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анна, Товия амӑшӗ, йӗрсе янӑ та Товита ҫапла каланӑ: ывӑлӑмӑра мӗншӗн кӑларса ятӑн эсӗ?18. Анна, мать его, заплакала, и сказала Товиту: зачем отпустил ты сына нашего?
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл каялла килчӗ те ҫапла каларӗ: пирӗн йӑх ҫыннине, пӑвса вӗлернӗскерне, урама кӑларса пӑрахнӑ, терӗ.3. И пришел он и сказал: отец мой, один из племени нашего удавленный брошен на площади.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Енемессар вӑхӑтӗнче эпӗ хам тӑванӑмсемшӗн нумай ырӑ ӗҫ турӑм: 17. выҫӑпа касӑлакансене ҫӑкӑрӑма параттӑм, ҫарамас ҫынна тумтирӗме параттӑм, хамӑр йӑхран пӗри-пӗри вилсен, ӑна хула хӳми тулашне кӑларса пӑрахнине курсан, эпӗ ӑна тирпейлесе пытараттӑм.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.