Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Аван сăмах пирĕн базăра пур.
Аван (тĕпĕ: аван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй пурнӑҫӗ ҫине вӑхӑтран вӑхӑт ытти ҫынсен куҫӗпе пӑхса, Давыдов ҫакна питӗ лайӑх ӑнланнӑ, анчах вӑл пӗтӗмпех хавшаса ҫитнӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та хутортан тухса кайни пӗр ҫакӑнпа та пулин хӑйшӗн аван пулӗ тесе шутланӑ: унта вӑл Лушкӑна курма пултарайман тата темиҫе кун хушши кӑштах лӑпкӑ пурӑнма ӗмӗтленнӗ.

Давыдов все это превосходно понимал, временами глядя на себя как бы со стороны, но уже окончательно издергался, потому и предпочел решение выехать из хутора, как наиболее приемлемое для себя, хотя бы уже по одному тому, что там он не мог видеть Лушку и надеялся несколько дней прожить в относительном спокойствии.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ну, ҫеҫпӗл пек, аран сисӗнет, анчах аван.

Ну вот как подснежники, почти неприметно, а хорошо.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Лушка, хӑй ҫинчен ҫавӑн пек аван мар сӑмахсем каланине итлесе, кӑмӑллӑн кулса кӑна ларнӑ.

Лушка только улыбалась, слушая столь нелестную для себя характеристику.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тем аван мара туйса, Яков Лукич пӗвӗ тӑрӑх пӑхрӗ те, ахлатса илсе, пӳрнисене хӑвӑрт-хӑвӑрт вылятма пуҫларӗ.

Пораженный неприятной догадкой, Яков Лукич опустил глаза долу, ахнул и проворно заработал пальцами.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӗри унӑн темле аван мар хӗснӗн туйӑнчӗ, тин кӑна курнӑ тӗлӗксене астуса, вӑл халӗ ӗнтӗ чӑнахах сура-сура илчӗ.

Он ощущал на сердце неприятную тяжесть и уже наяву отплевываясь при одном воспоминании о том, что недавно снилось.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫакна хуравласа, стекне йӑтса кӑтартнӑ та вӑл: «Акӑ чӗлхе, ӑна пит аван ӑнланаҫҫӗ вӗсем!» — тенӗ.

Он поднял стек и ответил: «Вот язык, который они отлично понимают!»

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

— Вырӑнӗ аван, каяр, — хавасах килӗшрӗ Яков Лукич, пӳлӗмрен тухса каясса сунманскер.

— Место подходящее, пойдемте, — охотно согласился Яков Лукич, не чаявший выбраться из горенки.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Половцев ӗҫсӗр ларманнине, ахальтен мар тем кӗтнине Яков Лукич питӗ аван пӗлнӗ.

От отлично знал, что Половцев вовсе не прохлаждается и чего-то выжидает отнюдь не зря.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пит аван пулчӗ сана, Лао-шуань!

Счастливая у тебя судьба, старый Хуа!

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Паян ҫанталӑк пит аван.

Сегодня отличная погода.

VIII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Кӗҫӗр уйӑх ҫав тери аван ҫутатать.

Сегодня вечером замечательно светит луна.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ӑна аван мар пулса кайрӗ.

Ему стало не по себе.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Епле те пулин фактически ҫырӑнма тивет, унсӑрӑн Макар умӗнче аван мар пулать тата ытти енчен те…

Придется это как-нибудь фактически оформить, а то неудобно и перед Макаром и вообще…

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл, малалла мӗн пуласса кӗтсе, нимӗн те чӗнмесӗр ларать, хӑйне хӑй ӑш вӑрканӑ пек, аван мар пек туять.

Он выжидающе молчал, чувствовал себя тревожно, неловко.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав Яков Лукичах виҫҫӗмӗш бригада колхозникӗсене хутор ҫывӑхӗнчи лайӑх ҫӗрсене, вир аван пулакан тата тӗлӗнмелле шултра та пылак арбузсем ҫитӗнекен ҫӗрсене ҫӑлса хӑварма, вӗсене ҫуллен ҫулах ҫурхи шывпа ҫуса юхтарса каякан усал ҫырмана пӗвелесе лартма ӳкӗте кӗртрӗ.

И все тот же Яков Лукич уговорил колхозников третьей бригады загатить Дурной лог, из года в год размывавший богатые земли возле хутора, на которых отлично родились просо и диковинные по величине и сахарности арбузы.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аван мар ун пек!

Нехорошо так-то!

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пит аван ҫисе тӑранчӗҫ вӑкӑрсем.

Дюже подкормились быки.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна пӗр хутчен кӑна хӗнемен, анчах хӗрарӑмсем пуҫласа хӗнеҫҫӗ, ҫакна пула вӑл хӑйне хӑй темле аван мар пек туять.

Били его не раз, но женщины били впервые, и от этого было ему как-то не по себе.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пурте аван мар кӑмӑлпа шӑпланса ларнӑ хушӑра Давыдов пӳрнисемпе сӗтеле шӑкӑртаттарса илчӗ.

В тягостном молчании Давыдов побарабанил по столу пальцами.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вырӑс чышкине чӑтса тӑма ачашрах ҫав вӗсем, апатне аван ҫиеҫҫӗ пулин те нишлӗскерсем.

Нежные они на русский кулак, и хоть сытно едят, а квелые.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней