Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Сан патна хӑйӗн хуҫинчен тарса пынӑ чурана хуҫине ан пар; 16. вӑл сан патӑнта пурӑнтӑр, сирӗн хушшӑрта санӑн килӳ-ҫуртунтан хӑшне килӗштерсе суйласа илет, вӑл ҫав вырӑнта [пурӑнтӑр]; ӑна ан хӗсӗрле.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн тула тухмалли вырӑну тапӑр тулашӗнче пулмалла; 13. кӑралсӑр пуҫне сан ҫумӑнта тата пӗчӗк кӗреҫе пултӑр; тапӑр тулашӗнче ларас умӗн унпала [лакӑм] алт та кайран [унпала] хӑвӑн каяшна витсе хур: 14. Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫӑлас тесе, тӑшманусене [санӑн аллуна] тытса парас тесе тапӑру хушшинче ҫӳрет, ҫавӑнпа тапӑру санӑн таса пулмалла, Вӑл сан патӑнта ирсӗр япала курса санран ан сивӗнтӗр.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Идумея ҫыннине ан тирке: вӑл санӑн тӑвану; Египет ҫыннине те ан тирке: эсӗ унӑн ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫын пулса пурӑннӑ; 8. вӗсенӗн виҫҫӗмӗш сыпӑкра ҫуралас ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа халӑхӗн йышне кӗме пултараҫҫӗ.
Аст 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Кам та кам авланса арӑмӗ патне кӗрет те ӑна курайми пулать пулсассӑн, 14. ӑна пӑсӑлнӑ хӗр тесе, унӑн ятне ярса: «эпӗ ҫак хӗре качча илсе ун патне кӗтӗм те унӑн хӗрлӗхне тупмарӑм» теет пулсассӑн, 15. кӗҫӗн ҫыннӑн ашшӗпе амӑшӗ хӗрӗн хӗрлӗх паллисене хуланӑн аслӑ ҫыннисем умне хапха патне илсе тухчӑр; 16. кӗҫӗн ҫыннӑн ашшӗ аслӑ ҫынсене калатӑр: хамӑн хӗрӗме эпӗ ҫак ҫынна качча панӑччӗ те, [халӗ] вӑл ӑна курайми пулнӑ, 17. ӗнтӗ вӑл [ун ҫинчен]: «эпӗ санӑн хӗрӳн хӗрлӗхне тупмарӑм» тесе ят ярса ҫӳрет; ман хӗрӗмӗн хӗрлӗх паллисем акӑ, тетӗр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑн иҫӗм пахчине икӗ тӗрлӗ вӑрлӑх ан ак: ун пек тусассӑн, кайран [хӑвӑн] иҫӗм пахчине акса хӑварнӑ вӑрлӑх ҫимӗҫне пӗтермелле пулӗ санӑн.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӗрарӑм ҫийӗнче арҫын тумтирӗ ан пултӑр, арҫыннӑн та хӗрарӑм кӗпине тӑхӑнма юрамасть, ҫакна тӑвакан кирек кам та санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче ирсӗр.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑвӑн тӑванун ҫӗтсе кайнӑ вӑкӑрне е сурӑхне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан хӑвар, вӗсене тӑванна ҫитерсе пар; 2. тӑвану хӑв патӑнтан ҫывӑхра мар пулсассӑн е эсӗ ӑна пӗлместӗн пулсассӑн, ҫав выльӑха хӑвӑн килне хӑваласа кай, сан патӑнта вӑл тӑвану шырама тухичченех пурӑнтӑр, вара ӑна хуҫине тавӑрса пар; 3. унӑн ашакне те ҫаплах усра, унӑн тумтирне те ҫаплах пуҫтарса хур, тӑвану ҫухатса ху тупнӑ кирек мӗнле япалана та ҫаплах упра; урӑхла тума юрамасть санӑн.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑн тӑшманусене хирӗҫ вӑрҫа тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене санӑн аллуна ӳкерсессӗн, эсӗ вӗсене тыткӑна илсессӗн, 11. тыткӑна лекнисем хушшинче сӑнӗпе хитре хӗрарӑма курса юратса пӑрахсассӑн, ӑна качча илессӳ килсессӗн, 12. эсӗ ӑна хӑвӑн килне илсе пыр, вӑл вара ҫӳҫне илтӗр, чӗрнине кастӑр, 13. хӑй ҫийӗнчен тыткӑна лекнисен тумтирне хывса пӑрахтӑр, ҫапла вара ашшӗпе амӑшӗшӗн йӗре-йӗре сан килӳнте пӗр уйӑх пурӑнтӑр; ҫавӑн хыҫҫӑн эсӗ ун патне кӗрсе унӑн упӑшки пулма пултаратӑн, вӑл санӑн арӑму пулӗ; 14. эхер те кайран вӑл сана килӗшми пулсассӑн, эсӗ ӑна хӑй ӑҫта каяс тенӗ, ҫавӑнта кӑларса яр, анчах кӗмӗлле ан сут, чура пулма та ан пар, мӗншӗн тесессӗн ӑна эсӗ арӑм тунӑ.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче [ыррине,] тӗрӗссине туса тӑрас тетӗн пулсассӑн, айӑпсӑрӑн юнне санӑн ху патӑнта ҫапла ҫуса ямалла.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турру санӑн аллуна паракан ҫӗр ҫинче пӗр-пӗр хирте выртакан виле тупӑнсассӑн, ӑна кам вӗлерни паллӑ мар пулсассӑн, 2. санӑн аслӑ ҫыннусемпе тӳрӳсем тухчӑр та виле выртакан тӗлпе таврари хуласен хушшисене виҫсе тухчӑр; 3. вара вилерен чи ҫывӑхра ларакан хулан аслӑ ҫыннисем ӗҫе кӳлмен, сӳсмен [те] тӑхӑнтартса курман пӑру илччӗр те 4. ӑна сухаламан-акман айлӑма ҫавӑтса кайччӑр, пӑрӑва ҫавӑнта, айлӑмра, пусчӑр; 5. унтан священниксем, Левий ывӑлӗсем, пыччӑр, [мӗншӗн тесессӗн санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене Хӑйне ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ячӗпе пиллеме суйласа илнӗ, пур тавлӑ ыйтӑва та, сиен кӳнӗ пур ӗҫе те вӗсен сӑмахӗпе татса памалла,] 6. виле ҫывӑхӗнчи хулан пур аслӑ ҫынни те айлӑмра пуснӑ пӑру [пуҫӗ] тӗлӗнче аллине ҫутӑр, 7. вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: ҫак юна пирӗн аллӑмӑр тӑкман, куҫӑмӑр та курман; 8. эй Ҫӳлхуҫамӑр, [Египет ҫӗрӗнчен] ҫӑлса кӑларнӑ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, тасатсам, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, айӑпсӑр юншӑн айӑпа ан хӑварсам, теччӗр.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре пырса кӗрсессӗн унти халӑхсем туса тӑнӑ ирсӗрлӗхсене тума ан вӗрен: 10. санӑн хушшунта хӑй ывӑлне е хӗрне вут-ҫулӑм витӗр кӑларакан, пӗлӗмҫӗ, юмӑҫ, тухатмӑш, асамҫӑ, 11. илӗртмӗш, сывлӑшсене чӗнсе кӑларакан, ӑрӑмҫӑ, вилнӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлекен пулмалла мар: 12. ҫавна тӑвакан кирек хӑш ҫын та Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗр, ҫав ирсӗрлӗхсемшӗн ӗнтӗ санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене сан умӑнтан хӑваласа кӑларать; 13. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче айӑпсӑр пул; 14. эсӗ хӑваласа яракан ҫав халӑхсем юмӑҫсемпе пӗлӗмҫӗсене итлеҫҫӗ, сана вара хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру ун пек тума паман.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халӑх парне кӳме илсе пынӑ вӑкӑрсенчен е сурӑхсенчен священниксене акӑ мӗн-мӗн памалла: хулне, янахне, хырӑмлӑхне священника памалла; 4. тата ӑна малтан ӗлкӗрнӗ тыррунтан, эрехӳнтен, йывӑҫ ҫӑвӗнчен, малтан каснӑ сурӑх ҫӑмӗнчен пай пар, 5. мӗншӗн тесессӗн хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру Левий ывӑлне [Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче] тӑмашкӑн санӑн мӗнпур йӑхунтан суйласа илнӗ: вӑл хӑй те, унӑн ывӑлӗсем те ӗмӗр тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе [тата пиллӗх парса] тӑмалла.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсӗ, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре ҫитсе ӑна хӑвӑн аллуна илсессӗн, унта пурӑнма вырӑнаҫсассӑн, ҫапла калӑн: «хам таврари ытти халӑхсем пек, хама тытса тӑма патша лартам-ха» тейӗн, 15. вара хӑвна тытса тӑмашкӑн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илнӗ ҫынна патшана ларт; хӑвна тытса тӑрас патшана тӑванусем хушшинчен суйласа ларт; хӑвна тытса тӑмашкӑн ют халӑх ҫыннине [патшана] лартма юрамасть: вӑл санӑн тӑвану мар.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кам та кам ҫавӑнта Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, умӗнче ӗҫлесе тӑракан священника е [ҫав вӑхӑтри] тӳрене итлемесӗр чӑрсӑрланать, ҫавӑ вилӗме тивӗҫлӗ, — усала Израиль хушшинчен ҫапла пӗтерсе пыр; 13. ҫакна пӗтӗм халӑх илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен чӑрсӑрланаймӗ.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эхер те хӑш-хӑш ӗҫ тӗлӗшӗнчен сана юнпа юн хушшинчи, сутпа сут хушшинчи, хӗнӳ-ҫапупа хӗнӳ-ҫапу хушшинчи тавлашусене татса пама йывӑр пулсассӑн тата санӑн хапху анинче ҫынсем пӗр шухӑша килмесессӗн, эсӗ тӑр та Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, [Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илнӗ вырӑна кай, 9. унта левит священниксем патне тата ҫав вӑхӑтри тӳре патне пыр, вӗсенчен ыйт, вӗсем сана ӗҫе мӗнле татса памаллине калӗҫ; 10. вара Ҫӳлхуҫа [Турру Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илнӗ вырӑнта вӗсем сана мӗнле калӗҫ, эсӗ ҫапла ту, хӑвна мӗн вӗрентсе янине пурне те тума тӑрӑш; 11. вӗсем вӗрентнӗ саккун тӑрӑх, вӗсем палӑртнӑ йӗрке тӑрӑх ту, вӗсем мӗн каланинчен сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑн.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, эсӗ айӑпӗ е урӑх мӗнле те пулин кӑлтӑк пур вӑкӑр е сурӑх ан кӳр: Ҫӳлхуҫашӑн, санӑн Туррушӑн, вӑл йӗрӗнчӗк ӗҫ пулӗ.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Йӗтем ҫинчи ӗҫӳпе юхтаркӑчри ӗҫӳ пуҫтарӑнса кӗрсессӗн, эсӗ ҫичӗ кун хушши хӳшӗ уявӗ ту; 14. вара уявӑнта савӑн, ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр; 15. [Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илес вырӑнта Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ кун уяв ту; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ мӗн тунине пурне те, санӑн аллу тӑвакан пур ӗҫе те пиллӗ, эсӗ вара савӑнса анчах пурӑнӑн.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, парас нихӑш кил-ҫуртра та Пасха пусма пултараймастӑн; 6. ӑна Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, Хӑйӗн ячӗ валли Хӑй суйласа илнӗ вырӑнта ҫеҫ каҫпала, хӗвел аннӑ чухне, шӑпах хӑв Египетран тапранса тухнӑ вӑхӑтра, пус; 7. ӑна вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, суйласа илнӗ вырӑнта пӗҫерсе ҫи, тепӗр кунне ӗнтӗ каялла таврӑнма, хӑвӑн чатӑрусене кӗме пултаратӑн.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унпа пӗрле эсӗ йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫи; унпа пӗрле ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр, инкек ҫӑкӑрӗ, ҫи, Египет ҫӗрӗнчен санӑн питӗ васкаса тухма тивнӗ, ҫапла санӑн хӑв Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ куна мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех асӑнта тытса тӑмалла пултӑр; 4. ҫичӗ кун хушши санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче йӳҫӗтсе пӗҫерни нимӗн те пулмалла мар, пӗрремӗш кун каҫхине кӳнӗ парне ашӗнчен те ирччен нимӗн те юлмалла мар.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те вӑл сана хӑйне сан патӑнта лайӑх пулнӑран: «каймастӑп эпӗ сан патӑнтан: эпӗ сана та, сан ҫуртна та юрататӑп» тесессӗн, 17. эсӗ аллуна атпӑри ил те унӑн хӑлхине алӑк ҫумне чиксе шӑтар; вара вӑл ӗмӗрех санӑн чуру пулса юлӗ.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.