Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах эпир кӳлӗре ҫӑвӑнма юрататтӑмӑр; вара, вӑхӑтӑмӑр ҫукчӗ пулин те кӳлле ҫитиех шыва кӗме кайрӑмӑр.Но мы любили купаться на озере и пошли на озеро, хотя времени было маловато.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӗлӗ вулакан салхулӑ еврей ултҫӗр грамм ҫӑкӑрла Бертӑна православнӑйсен масарне ҫитиех ӑсатма килӗшрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Иртнӗ каҫах мана кӑштах шӑнтатчӗ, масар ҫине ҫичӗ километра ҫитиех каймасан та юранӑ пулӗччӗ-и тен.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шухӑшлать, шухӑшлать генерал, унӑн пӗр алла ҫитиех ыйтма кӑмӑл пур, анчах ӗнерхи калаҫӑва аса илет: «Кунта сахалтан пӗр хӗрӗх кирлӗ», тет.
28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Йӗплӗ пралукпа тыттарнӑ шалҫасем таҫта ҫитиех каяҫҫӗ.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Апата ҫитиех пӗр хирӗҫӳ те пулмарӗ.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пионерсем ҫӑкӑр илме чупрӗҫ, пӗр чӗлрен ытла илсе килместпӗр терӗҫ, мӗншӗн тесен, юлашки кунсенче пирӗн ҫӑкӑр тӗлӗшпе хӗсӗкрех пула пуҫларӗ, шеремет Анна Семёновна, апат-ҫимӗҫ тупас тесе, станцисене ҫитсен йӑлт чупса хӑшкӑлать, каяс ҫул тӑрӑх таҫта ҫитиех телеграмма хыҫҫӑн телеграмма ярса, малтанах пӗлтерсе пырать.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗри,чи пысӑк вут чӑмӑркки, йӗри-тавра ҫулӑм сирпӗтсе, хӑй хыҫҫӑн вутлӑ йӗр хӑварса ҫивитти тӑрӑх валака ҫитиех кусса анчӗ, куҫа шартарса яракан шӗвеке татти-сыпписӗр пӗрӗхсе, хӗсӗнсе ларчӗ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эх, ун лек таканлӑ утпала эпӗ те таҫта ҫитиех вӗҫнӗ пулӑттӑм!..
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унтан, чӗркуҫҫисене янах патне ҫитиех хутлатса хурса, пӗр пӗчӗк чӑмӑркка пултӑм та епле ҫывӑрса кайнине хам та туймарӑм.Но я собралась в комочек, подтянула колени к подбородку и незаметно для себя заснула.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Акӑ, пуҫа чикнӗ те, сӗлкӗшӗн сӗнкӗлтетсе пыратӑп, ман хыҫҫӑн; алӑк патне ҫитиех урай сӗрекен щеткине тӑратса пырать, вӑл, ҫара ураллӑ пичей, ӑс парса ятлаҫать.Понуро брела к выходу, а за мной шел со щеткой в руках босой полотер и назидательно говорил.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Карттусӗпе перчеткине сӗтел ҫине хывса хучӗ те вӑл, хай, мундире турткаласа, тӗкӗр умӗнче юсанма пуҫларӗ; шӑртпа ҫӗклентерсе тӑракан ҫӳллӗ подгалстушникне вӑл тем пысӑкӑш хура тутӑрпа чӗркенӗ — ҫухави айӗнчен ҫавӑ ҫур вершук ытла тухса тӑратчӗ, сахалтарах пек туйӑнчӗ те ӑна, вӑл ҫавна хӑлхи патне ҫитиех туртса кӑларчӗ, мундирӗн ҫухави ытла тӑвӑр пулнӑ та ӑна пӑвса тӑратчӗ, хӑйне тирпейлӗхе кӗртсе пӗтернӗ хыҫҫӑн мӑйӗ пӑвӑнса тӑнипе унӑн пит-куҫӗ юнпа тулнӑ пек хӗрелсе кайрӗ.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пушмакӗсем пӗчӗкҫеҫҫӗ те, тулли мар урисене ҫав тери илемлетеҫҫӗ, вӗсем унӑн ури сыппи патне ҫитиех ҫӑт тытӑнса тӑраҫҫӗ; ҫакна курсан, илемлӗхе чухлайман этем те тӗлӗннипе ахлатса илмелле.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Казбекран пуҫланса икӗ пуҫлӑ Эльборус патне ҫитиех пырать вӑл…Начинается она Казбеком и оканчивается двуглавым Эльборусом…
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӗнер эпӗ Пятигорска ҫитрӗм, хула хӗрринче Машук тӑвӗн лапкинчи чи ҫӳллӗ вырӑнта хваттер илтӗм: аслати авӑтса ҫумӑр ҫунӑ чухне пӗлӗтсем ман пӳрт тӑррине ҫитиех анаҫҫӗ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах Бэла историне вӗҫне ҫитиех пӗлесшӗн пуль-ха эсир? — каласах хурас-ха, эпӗ повеҫ ҫырмастӑп, ҫул ҫинче мӗн курни ҫинчен кӑна ҫыратӑп, ҫавӑнпа та штабс-капитана хӑй калас килнӗ пек кӑна калаттарма пултаратӑп.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Алексей ҫынсем йынӑшнине, пуҫ ҫийӗнче самолётсем хумлӑн-хумлӑн ӗрленине тата ҫӳлтен ӳкекен бомбӑсем шӑмӑсем патне ҫитиех ҫӳҫентермелле ӳлесе шӑхӑрнине илтрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тимӗрленӗ йывӑр атӑсемпе кӗрслеттерсе пыни коридорта таҫта ҫитиех илтӗнет…
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Салтак патне вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑҫта ҫырмалли паллӑ вӑл, — именерех ответ пачӗ те Степан Иванович тата тепӗр хут пурне пӗр харӑс, ҫӗре ҫитиех пуҫ тайса, алӑк хыҫӗнче ҫухалчӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Сире те тав, сестра, пире ҫакӑн пек тӑрӑшса, ӑшшӑн пӑхнӑшӑн! — терӗ те Степан Иванович ун еннелле ҫаврӑнса, ҫӗре ҫитиех авӑнса пуҫ тайрӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950