Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ывӑннӑ (тĕпĕ: ывӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тухса калаҫакансен сӑмахӗсене итлесе тата ятне тумалли йӗркене пӑхӑнса ывӑннӑ офицерсем пурте вӑл кӗлеткипе ҫӑмӑллӑн пӑркаланса утнине куҫ вӗҫертмесӗр пӑхса юлчӗҫ.

За ее легкой, скользящей походкой внимательно следили все уставшие от речей и церемоний офицеры.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫул ҫинче тӗрткелешсе ҫӳресе тата юрату мыскарисемпе айланса ывӑннӑ хыҫҫӑн та вӑл шуйттан ами пекех чипер!

Даже усталая после дороги и любовных приключений она была дьявольски хороша!

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чӳрече умӗнчен урапа кустӑрмисем палланӑ сасӑпа хӑлтӑртатса иртнӗ чухне Натальйӑпа ваттисем ирхи апат ҫисе ларатчӗҫ, Наталья йӑпӑр-япӑр чӳрече патне ыткӑнса пычӗ, куҫӗ таранах тутӑрпа кӗптеннӗ Дарья ывӑннӑ тата ырханланса кайнӑ вӑкӑрсене кил хушшине ҫавӑтса кӗнине курчӗ.

Старики и Наталья завтракали, когда мимо окон — со знакомым перестуком — загремели колеса брички, Наталья проворно подбежала к окну, увидела закутанную по самые глаза Дарью, вводившую усталых, исхудавших быков.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кунӗпе вӑл Лука Александрычпа ҫӳресе ытла ывӑннӑ, хӑлхи те, ури те шӑнса ҫитнӗ, ҫиессе те ҫимен.

Целодневное путешествие с Лукой Александрычем утомило ее, уши и лапы ее озябли, и к тому же еще она была ужасно голодна.

I. Хӑйне ӑссӑр тыткалани // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Таҫта, ҫул айккинче, ялсем хуран курӑнса, аран ҫеҫ палӑрса ларнӑ — унта кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ ҫынсем ҫывӑрнӑ, анчах акӑ сӗмлӗхре пӗр ҫутӑ, тепӗр ҫутӑ, виҫҫӗмӗш ҫутӑ чӗлтӗртетме тытӑннӑ — те итем ҫинче ӗҫленӗ, те тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӗн те пулин туптаса пӗтерме васканӑ; шӳсе кайнӑ сухаланӑ ҫӗр ҫийӗн темӗнле ҫутӑ шуса кайнӑ, тӳрех вӑл мӗн иккенне пӗлме те пулман, унтан шӑплӑхра трактор пӗр тикӗс кӗрлени илтӗннӗ — кӗрхи ҫӗртме туса пӗтерме васканӑ пулмалла.

Где-то в стороне, едва угадываемые, чернели деревушки — там спали наработавшиеся за день люди, по вот среди темени начинал мерцать один огонек, другой, третий — то ли там шла работа на току, то ли спешили что-то доковать в кузнице; проплыл над взбухшей пашней светлячок, сразу и не угадать было, что это, пока ухо не уловило в тиши ровный гул трактора — наверное, допахивали пары.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫул ҫинче ывӑннӑ Иван аслашшӗ ҫеҫ дохине хывмасӑр крыльца ҫинче, ҫынсем ӗҫленине сӑнаса, пӗкӗрӗлсе ларчӗ.

Один дед Иван, притомившийся за дорогу, горбился в своей дохе на крылечке и только следил за всеми.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӗтсе ывӑннӑ ӗнтӗ, кулач пӗҫерсе хунӑ.

Все глаза проглядела, калачей наготовила.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, мӗнле эсӗ, атте? — ыйтрӗ Константин тӳсӗмсӗррӗн, Бахолдина ырхан та ывӑннӑ сӑнлӑ питӗнчен пӑхса.

— Ну как ты, батя? — нетерпеливо спрашивал он, вглядываясь в худое, изможденное лицо Бахолдина.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ питӗ ывӑннӑ

Я очень утомилась…

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унӑн ывӑннӑ кӑвак куҫӗсем тавра хаваслӑ пӗркеленчӗксем пуҫтарӑнчӗҫ.

Вокруг его серых утомленных глаз собрались веселые лучики морщин.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней мӗн пулса иртнине, хӑйӗнсӗр пуҫне, унӑн пӗтӗм ҫемйи хаҫата мӗншӗн лекнине ӑнланса илеймерӗ, тӑрук, ӗнер каҫхине тӑван кил-ҫурчӗ патӗнче ывӑннӑ пекех, ӗшенсе кайрӗ.

Еще не понимая, что происходит, по какому случаю вся его семья, за исключением его самого, оказалась в газете, Корней почувствовал вдруг страшную усталость, как вчера вечером возле родного дома.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксюша тунсӑхланӑ, кӗтсе ывӑннӑ, почтальон хыҫҫӑн пӑхса юлнӑ, хӑй ӑшӗнче ӑна та курайми пулса пынине туйнӑ.

Опустошенная тоской и ожиданием, Ксюша смотрела ему вслед и чувствовала, что начинает ненавидеть даже почтальона.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней хӗрӗ хыҫҫӑн пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те каламарӗ, вӑл хӑй те унран сахал мар ывӑннӑ, анчах, хӑна йӗркипе, сӗтел хушшинче тӳсӗмлӗн ларчӗ, ҫирӗ, ӗҫрӗ, ҫын майӗпе калаҫрӗ.

Корней посмотрел вслед дочери, но ничего не сказал, он устал не меньше ее, но терпеливо, как подобает гостю, сидел за столом, ел, пил и поддерживал неспешный разговор.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени, ашшӗпе аппӑшӗ тем пек ӳкӗтлерӗҫ пулин те, эрехе тутанса та пӑхмарӗ, пӗр курка чей ӗҫрӗ те, ывӑннӑ тесе, кровать ҫине кайса выртрӗ.

Ксения даже не пригубила рюмку, сколько ее ни упрашивали отец и тетка, выпила чашку чаю и, сказавшись усталой, прилегла на кровать.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ывӑннӑ аллисене чӗркуҫҫисем ҫине хурса йывӑррӑн сывласа, вӑл нумайччен хускалмасӑр ларчӗ, темӗнле туртӑма парӑнса, хӑй кунта вӑрттӑн, хӗрне пӗлтермесӗр тухса килнӗшӗн хӑйне ӳпкелесе илчӗ.

Сложив на коленях усталые руки, стесненно дыша, он долго сидел, не шевелясь, уже упрекая себя за то, что поддался какому-то наваждению и, ничего не сказав дочери, удрал сюда.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Малтан вӑл ҫакна пӗр васкамасӑр, тӑрӑшса тунӑ, унтан хӑвӑртран хӑвӑрт тӑва пуҫланӑ, унтан кашни пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫамки ҫинчен тарне шӑла пуҫланӑ, унтан алли ывӑнса ҫитсен, аллине аялалла усса сулла пуҫланӑ, унтан татах тӑрӑшса пӑхма хӑтланнӑ, татах ывӑннӑ, татах аллине сулланӑ.

Сначала он делал это внимательно, потом все быстрей и быстрей, потом вперемежку с осмотром начал вытирать себе вспотевший лоб, потом, опуская уставшую руку, качал ею вдоль бедра и снова напрягал внимание, и опять уставал, и опять махал рукой.

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Утсем ывӑннӑ, канса илччӗр пӑртак.

Кони мореные, нехай передохнут.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах казаксен малалла йӗрлесе каясси килмерӗ: утсем ывӑннӑ.

Но преследовали казаки неохотно: пристали кони.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл аллине, чӑтма ҫук хытӑ ывӑннӑ пек, йывӑррӑн ҫамки патне илсе пычӗ.

Жестом великой усталости, с трудом донес он руку до мокрого лба.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эпир пӗр тупӑ пӗтертӗмӗр, — терӗ вӑл, ывӑннӑ лашанни пек йӑваш куҫӗсемпе Григорий ҫинелле пӑхса.

— Одно орудие мы потеряли, — сказал он, глядя на Григория покорными, как у усталой лошади, глазами.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней