Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ тек чӑтса ларайман пулӑттӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Е эсӗ унта ӑҫта та пулсан, пӗр-пӗр хӳшӗре, вилсе выртӑн (Анна Васильевна Болгари ҫӗршывне Ҫӗпӗр тундри евӗр тесе шутланӑ), е эпӗ хамӑр уйрӑлнине чӑтса ирттереймӗп…
XXXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эпӗ сана пӗтӗм чунтан юратнине туятӑп, эсӗ ху та хӑвна санӑн тенине илтетӗп, эпӗ чӑтса тӑма пултараймастӑп…
XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Анчах та Елена чӑтса ирттерме пултарчӗ.
XXVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Текех чӑтса тӑраймарӗ мӗскӗн хӗр: унӑн куҫӗнчен куҫҫулӗ шӑпӑртатса анчӗ те, вӑл пӳлӗмрен чупса тухрӗ.Но тут бедная девушка не выдержала: слезы хлынули у ней из глаз, и она выбежала из комнаты.
XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Чи малтан Шубин, ӑсран тайӑлнӑ ҫын пек йынӑшса, ахӑлтатса кулса ячӗ, унтан Берсенев, пӑрҫа тӑкӑннӑ чухне пулакан шав пек сасӑпа, кулма пуҫларӗ, ун хыҫҫӑн Зоя вӗтӗ шӑрҫа шӗлтӗртетнӗ пек кулса ячӗ, Анна Васильевна та сасартӑк кулма тытӑннипе Елена Николаевна та йӑл кулмасӑр тӳсеймерӗ, юлашкинчен Инсаров та чӑтса тӑма пултараймарӗ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Эпӗ ҫакна чӑтса ирттерес ҫук пек туйӑнать мана, — терӗ вӑл.
XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Куҫҫульне те пулин шӑлса иль хуть, — кӑшкӑрчӗ ӑна Берсенев, кулса ямасӑр чӑтса тӑраймасӑр.— Утри по крайней мере свои слезы, — крикнул ему Берсенев и не мог удержаться от смеха.
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эпӗ каллех чӑтса тӑраймарӑм.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпир халь те ӗлӗкхи пекех, ӗлӗкхи ҫулсенчех, Чистые пруды таврашӗнче ҫӳренӗ вӑхӑтри евӗрлех, эпир халь — нумай ҫулсенче, мӗншӗн тесен чӑтса ирттернине миҫе ҫултипе виҫмеҫҫӗ.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Юлашкинчен пурпӗр чӑтса ҫитереймерӗм.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑрман ҫынна тӑрантарать те, усрать те, ӑшӑтать те, сивӗтет те, сиплет те, анратать те, Ногинскри, пирӗн шкул ҫывӑхӗнчи, вӑрман та, хамӑр ҫулталӑк ҫурӑ чӑтса ирттернӗ Гороховецри вӑрман та — хӑйсене кура вӑрманах.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Мӗскер курман пуль вӗсем, мӗн кӑна чӑтса ирттермен пуль, сасартӑк халь акӑ хула, кинотеатра ҫӳрекен мирлӗ халӑх тата эпир…
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Сидор Кузьмич асаплантарнине те чиперех чӑтса ирттерекен пултӑм, вӑл ҫапла хӑтланнӑшӑн ҫилленме те пӑрахрӑм.Спокойно выносил вечернюю пытку и даже не сердился на Сидора Кузьмича.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пӗри тата, ҫул чӑрмавӗсене ку таранчченех ним чӗнмесӗр чӑтса ирттернӗскер, ӑнсӑртран тенӗ пек персе ячӗ: — Вӑрҫӑччен эпир ялан ҫапла калаттӑмӑр, — терӗ вӑл.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кунта эп те чӑтса тӑраймарӑм: — Атте! Мӗн калаҫан эс! Калама юрать-и вара ун пек? — терӗм.Тут уже я не выдержал: — Папа! Что ты говоришь! Разве можно так говорить?
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Унта, — терӗ малалла Грант капитан, — пӗрмай йывӑр асапсем чӑтса, вӗсем ҫак документа тинӗсе пӑрахрӗҫ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл текех чӑтса тӑраймарӗ, Грант капитанӑн аллине ярса илчӗ те: — Каласа парсамӑр, капитан, мӗскер ҫырнӑ эсир ҫав тӗлӗнмелле хутсем ҫинче! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ӗмӗрне сиксе ӳкмен майор та пулин куҫҫуль кӑлармасӑр чӑтса тӑраймарӗ, куҫҫулне вӑл вӑрттӑн шӑла-шӑла илет.Невозмутимый майор и тот украдкой вытирал слёзы, которые он не в силах был удержать.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Гарри Грант хӑйӗн чӗринче шӑнӑҫайман хӗрӳ сӑмахӗсене ӑнланмалла та ырӑ чунӗпе каласа пачӗ, унӑн хӗн-хурлӑ пичӗ ҫинче таса чун-чӗререн хумханса ҫӗкленнӗ туйӑмсем ҫуталчӗҫ, вара пурте мӗнпур асапсене чӑтса ирттерни ахаль пулманнишӗн хытах савӑнчӗҫ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.