Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тем япала тиесе хура брезентпа витнӗ ҫак пысӑк урапа, сӑнчӑрсене чӑнкӑртаттаракан ҫак пилӗк лаша, ҫак чӗмсӗр жандармсем — пурте пӗрле кун ҫути килсе ҫитмен тӗтре витӗр хӑратса тӑраҫҫӗ.
I. Вилӗм ҫывхарать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пуринчен усалли тата ҫак ӗнтӗ: Вернер ҫак ҫитес ҫывӑх вӑхӑтрах хӑйӗн чинне пысӑклатасса кӗтнӗччӗ, анчах халь ҫак партизансемпе пулса иртекен ухмахла истори пӗтӗмпех пӑсса хума пултарать.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
«Камсем вӗсем ҫак сӗмсӗр ҫаратуҫӑсемпе вӑрӑсем, ҫак урса кайнӑ тискер кайӑксем, ҫак мерзавецсемпе вӑрӑ-хурахсем, совет ҫыннин пурнӑҫне пӗр пуса та хакламанскерсем?
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫак курӑксемпе кукша-пуҫсемсӗр, пахчари ҫак мӑкӑньсемсӗр, ҫак калама ҫук паха вӑрман сывлӑшӗсӗр епле пурӑнма пултараҫҫӗ-ха ҫынсем?»
6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Валентина тӑрӑшса сарнӑ ҫак шурӑ салфеткӑсем, ҫак ҫӗнӗ чӗрҫитти, ҫак абажур ҫине пӑхма йывӑр пулчӗ ӑна.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫак пуҫ, типшӗмскер, кивӗ пӳртӗн стенисем евӗрех, вырӑнтан та тапранманскер, шӑпах ҫак стенасенчен, маччаран шӑтса ӳснӗ пек, пӳрт хӑй тӗттӗмлӗхпе ҫак ырӑ мар та пӗртте мӑчлаттарман хура куҫсемпе пӑхнӑ пек туйӑнчӗ.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫак анлӑ тӳпепе лӑпкӑ вӑрмансен тӗнчине юратать вӑл; ҫакӑн пек ҫӗрте ытла хаклӑ, ҫавӑнпа ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрманти ҫул ҫинче тӗл пулнӑ кашни ҫын ҫав тери интереслентерет… вӑл ҫывӑх та кирлӗ ҫын пек туйӑнать.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ыйӑх тӗлӗшпе ӑна ҫак ӗҫ ҫаплах пулмалла пек туйӑнать: ниҫта та мар, ҫакӑ ҫуртра, ҫакӑн пек тӗлӗнмелле вырӑнта, унӑн ҫак ҫынсемпе тӗл пулмалла пулнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Ҫак ҫӗр-шывран, унӑн ҫыннисенчен, унӑн хулинчен тӳрех сивӗнмен пулсан, вӑл унӑн чӗлхипе йӑлисене вӗренес тенӗ пулсан, ҫак ҫӗршывӑн лайӑххипе усал йӑлисене тӳрех айӑпласа тӑкман пулсан, вӑл ҫак пурнӑҫра хӑйне валли те вырӑн тупӑнассине туйса илнӗ…
XXVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Инкеке тата ҫак штатри пур хуласенче те, ҫак ҫӗршывӑн кашни штатӗнчех, ҫак тӗнчери кашни ҫӗршыврах пулма пултаракан пӗр сӑлтав (хӑрушӑ утопистсем хӑть те мӗн каласан та, ун пеккисем пуянлӑхпа чухӑнлӑх пур ҫӗрте пурпӗр пулатех) халӑха уйрӑмах пӑлхантарса янӑ пулнӑ.
XXIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫак кӑвак та тӑранман куҫсем, питҫӑмарти ҫинчи ҫак путӑксем, ҫак ҫӗлен евӗр ҫивӗтсем — чӑнах та ҫаксем пурте ун ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ пек-ши, вӑйӗ ҫук-ши унӑн ҫаксене пурне те хӑй ҫинчен силлесе тӑкма, аяккалла ывӑтса яма!
XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Чипер ҫемьере ӳснӗ ача, хӑйӗн чысне те упраканскер пек, — тӑванӗсем те уншӑн ят ярасшӑн пулмӗҫ-ха, — калатӑп-ҫке, ҫак ӑслӑ-пуҫлӑ ача, хутла вӗреннӗскер, — пӗр-пӗр тӑмпуҫ мар — кӑмӑлӗпе те ырӑ вӑл, кама та пулин тарӑхнипе мар-ҫке тытӑнать вӑл ҫак ӗҫе; пӑх-халӗ, мӑнаҫлӑхӗ те таҫта кайса кӗнӗ, ячӗ-шывӗ пирки те шухӑшласа тӑмасть, ҫак ӗҫе хутшӑнса, хӑйне те, тӑванӗсене те пӗтӗм Америка умӗнче намӑса ярать!
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пирӗн пата кам та пулсан ҫывхарнине курсанах, Джим алли-урине ҫыхатпӑр та хӳшше кӗртсе пӑрахатпӑр, ҫак пӗлтерӗве кӑтартса: «Эпир ӑна юханшыв хӗрринче, тӑварах, тытрӑмӑр, — тетпӗр, — пӑрахут ҫине ларма укҫа пулман пирки паллакан ҫынсенчен ҫак сулла кивҫен илтӗмӗр, халӗ ҫак негршӑн укҫа илме каятпӑр», — тетпӗр.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
О, мӗнле лӑпкӑ та ачаш ҫак каҫ, мӗнле ачашшӑн сывлать шупка сенкер сывлӑш, кирек мӗнле хуйхӑ та, кирек мӗнле тертленӳ пекех, ҫак янкӑр та уҫӑ тӳпе айӗнче, ҫак таса та айӑпсӑр шевле айӗнче иртсе шӑпланмалла!
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эпӗ пакӑлтататӑп, мӗншӗн тесен эпӗ телейсӗр, эпӗ никам юратман ҫын, мыскараҫӑ, артист, шӳт тӑвакан; анчах мӗнле хавхаланнӑ пулӑттӑм-ха эпӗ ҫак ҫӗрлехи сывлӑшпа ҫак ҫӑлтӑрсен, ҫак алмазсен айӗнче — хама юратнине пӗлнӗ пулсан!..
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эх, Андрей, Андрей, — илемлӗ ҫак хӗвел, ҫак тӳпе, — пурте, пурте пирӗн таврара илемлӗ, эсӗ акӑ хуйхӑратӑн; анчах эсӗ ҫак самантра хӑвӑн аллунта юратнӑ хӗрарӑмӑн аллине тытса тӑнӑ пулсан, ҫав алӑ, ҫав хӗрарӑм пӗтӗмӗшпех санӑн пулнӑ пулсан, эсӗ пӑхасса та ун куҫӗпе пӑхнӑ пулсан, хӑвӑн пӗччен туйӑмупа мар, унӑн туйӑмӗпе туйнӑ пулсан, ҫанталӑк вӑл, Андрей, сан чӗрӳнте салхулӑхпа пӑшӑрхану вӑратман пулӗччӗ, эсӗ унӑн илемне асӑрхаман пулӑттӑн; ун чухне ҫутҫанталӑк хӑй хавасланса юрланӑ пулӗччӗ, вӑл хӑй сан пурнӑҫун юррине ӗнӗрленӗ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ун чухне эсӗ ӑна, чӗлхесӗре, чӗлхеллӗ тунӑ пулӑттӑн!
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫак пӗтӗм ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче тӳссе ирттернӗ пӗртен-пӗр хӗн-хур пулнӑ, ҫакӑн ҫинчен асӑнсанах вӑл пӗтӗм пӗвӗпе чӗтреме пуҫланӑ; пӗртен-пӗр ҫак япалашӑнах вӑл маориецсене каҫарма пултарайман.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Мана, йӗркеллӗ улпут ҫуртӗнче пӗр-пӗччен, ҫирӗп йӑлана пӑхӑнса ӳснӗскерне, ҫак шӑй-шай, ҫак именӳсӗр, чӑрсӑр хаваслӑх, ҫак палламан ҫынсемпе халиччен пулманла хутшӑнни — йӑлтах пӑлхантарса ячӗ.
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вӑл портретӑн тӗлӗнмелле историне, хӑй ҫак пурнӑҫа кӗрсе ӳкнин сӑлтавӗ ак ҫак портрет пулнине, темле майпа укҫа тупса ҫӑткӑнланса кайнине, ҫак укҫа унӑн талантне ҫисе янине аса илчӗ те тарӑхнипе урса каясси патнех ҫитрӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Те ҫак симӗс плющпа витӗннӗ, чиркӳ тӑрри пек, хӗрес вырӑнне тӗлӗнмелле яштака хыр ӳссе ларнӑ пирамида евӗр ту; те ҫак инҫете тӑсӑлакан сӗвек айлӑма хупласа ҫулӑм хыпнӑ пек ларакан вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрмансем, ун ҫинче ӑмӑрткайӑксем явӑнса ҫӳреҫҫӗ; те ҫак хура бронза майлӑ ҫара ту сӑмсахӗ, вӑл пуҫсӑр кайӑк пек шыв ҫинелле усӑнса ларать, вӗҫсе каяс тесе ҫуначӗсене сарса янӑ вӑхӑтра чулланнӑ та ларнӑ, тейӗн.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.