Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чарӑннӑ (тĕпĕ: чарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑрла тӗлне печӗк отряд канма чарӑннӑ Ӗйӗк хусахӗсене хӑваласа ҫитрӗ.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем пӗр-пӗр ялта ҫӗр каҫма чарӑннӑ пуль, шутларӗ Укаслу.

Помоги переводом

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлӗ тунӑ хыҫҫӑн Улӑпӑн кӗҫӗн ывӑлӗ пурӑнма ик ҫырма хушшине чарӑннӑ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтеш ялӗнче чарӑннӑ Укаслу патне умлӑн-хыҫлӑн вуншарӑн-вуншарӑн патька-патша майлӑ пулса халӑх ирӗкӗшӗн ҫапӑҫма каймашкӑн кӑмӑл тӑвакансем пырса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Виҫҫӗмӗш куне ҫӗрле эпир патша вӑйпучӗ чарӑннӑ ҫӗре ҫӗмӗрсе кӗтӗмӗр те Пайтула ирӗке кӑлартӑмӑр.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫумӑрӗ кӑшт маларах чарӑннӑ пулсан ман шыварманӗ те пӗтес ҫукчӗ».

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Воевотӑ ҫурчӗн килкарти тулашне Урха кӳмми ҫитсе чарӑннӑ вӑхӑтра Виҫӗ ҫармӑс лӑпӑпа Кӗрсе карӗҫ хапхапа.

Помоги переводом

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пирӗн санитарсем кунта илсе ҫитериччен чӗри тапма чарӑннӑ.

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

— Ман каймалла, ҫумӑр чарӑннӑ, авӑ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Харитонов Владимир Егорович чӗри 1981 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ.

Сердце Харитонова Владимира Егоровича остановилось 14 августа 1981 года.

Упи шкулӗнче Владимир Харитонов ҫыравҫӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34553.html

— Ак ҫак пусӑ пури ҫинче питӗ илемлӗ, ҫунатлӑ пукане пекскер тӑратчӗ, ӑна та манашкӑсем ҫӗрле пырса ҫӗмӗрнӗ, — терӗ леш ача, эпир килсе чарӑннӑ ҫурт умӗнчи пусӑ еннелле кӑтартса.

Помоги переводом

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сасартӑк вӑл чарӑнса тӑчӗ, кӗтнӗ эмел вырнаҫтарнӑ хут курупкине тирӗннӗ куҫӗ каллех чарӑннӑ ал сехетне ҫаврӑнчӗ, вара, пӗтӗм чунӗпе тӑвӑнса, йӳҫӗхсе, пушар чан сассиллӗн янратса ячӗ:

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Ҫапла каласа, Арҫен, пуҫа сиплеме ку та кайӗ-и, тенӗ пек, стакана ша! ӳпӗнтерчӗ, хыҫҫӑнах шанк! хытса, куҫне ҫӳреме чарӑннӑ ал сехечӗ пек ҫавракалатса ячӗ те хулпуҫҫийӗсене вӑнк! сиктерсе илчӗ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Ай-уй, пӑхӑр-ха, умра машинӑсем пурте чарӑннӑ!

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӑлтах ҫаврӑнтӑм та курах кайрӑм — «Жигули» машина ҫул варринчех пат чарӑннӑ та тӗтӗм явӑнтарса, пӑсланса тӑрать.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑрман касакансем, вӑрман уҫакансем ҫӗр каҫма чарӑннӑ вырӑнӗи?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лӑпӑсти шӑши ҫумӑрӗ чарӑннӑ пулас.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унӑн чӗри тапма чарӑннӑ, тейӗр».

Помоги переводом

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Пысӑк чӑматансем, сетка-кутамкка ҫӗкленӗ ҫынсем пырса чарӑннӑ автобус умне кӗпӗрех пуҫтарӑнаҫҫӗ те хӑвӑртрах вырӑн йышӑнма васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗр каччӑ ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ те ҫитсе чарӑннӑ автобуса кӗрсе ҫухалчӗ.

Помоги переводом

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней