Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чарнӑ (тĕпĕ: чар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрать-ха ҫулӑм вӑрман таран ҫитеймен — ӑна сухаласа пӑрахнӑ лаптӑксем тытса чарнӑ.

Огонь не достиг леса — его задержали вспаханные участки.

Юсавсӑр пуйӑса пула заповедникри курӑк тивсе илнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35517.html

Вӗсенчен 151-ӗшне полици, Росгварди сотрудникӗсем тытса чарнӑ, 141-шӗ тӗлӗшпе протоколсем ҫырнӑ.

Помоги переводом

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче асӑннӑ йыш кӑшт пысӑкрах пулнӑ, анах пурпӗр акци пирки массӑллӑ теме чӗлхе ҫаврӑнмасть: 86 хулара 5,7 пин ҫынна тытса чарнӑ.

Помоги переводом

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

РФ Шалти ӗҫсен министерстви пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчи акци вӑхӑтӗнче ҫӗршывӗпе — 125 хулара — 4 пин ытла ҫынна тытса чарнӑ.

Помоги переводом

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Анчах та хӑшне-пӗрне сывлӑх шайне, ҫемьери лару-тӑрӑва, ӳсӗме кура ҫара кайма чарнӑ.

Помоги переводом

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Кӑштах малалла ӳпӗннӗ, куҫне чарнӑ, ҫӑварне карнӑ, аллисене аманнӑ ҫунатсем пек уснӑ.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пӗчченех утаканскере 11 сехет тӗлнелле хайхи арҫын асӑрханӑ, машинине чарнӑ та килне лартса каятӑп тесе улталанӑ.

Помоги переводом

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Ҫӑлавҫӑсем сехетренех ҫулӑма сарӑлма чарнӑ.

Помоги переводом

Вӑрманта - пушар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60802

Ҫавӑнпа пӗрлех Огарев, Российӑра кӑларма чарнӑ литература произведенийӗсене пухса, ют ҫӗршывра пичетленӗ, политикӑлла листовкӑсемпе прокламацисем ҫырса кӑларнӑ та вӗсене Российӑна ӑсатнӑ.

Помоги переводом

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Иртнӗ ҫул хулара 14 фонтан ӗҫленӗ, вӗсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме чарнӑ.

В прошлом году в городе работали 14 фонтанов, работа которых была прекращена 1 октября.

Фонтансем ӗҫлеме тытӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34851.html

Вӗренме Кирике вӑрҫӑ чарнӑ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Валтиел ялӗ хӗрринче тӑракан хурал аслӑ ҫул ҫинче Улатӑртан килекенсене тытса чарнӑ иккен.

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран вара, вӗҫӗмсӗр пӑлхава ҫӗкленнине кура, патша чӑвашсене кӑрал таврашӗсӗр хӑварма шутланӑ, пирӗн ҫӗршывра тимӗр-тӑмӑр сутма, лаҫсем уҫма чарнӑ.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн-ха вырӑс патши чӑваш ялӗсенче тимӗрҫ лаҫҫисем уҫма чарнӑ? — ыйтрӗ паян каччӑсенчен пӗри, вӑтам пӳ-силлӗ те хулӑм туталлӑскер, шӑп та лӑп леш, упапала ҫапӑҫаканни.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мӗншӗн-ха, мучи, вырӑс патши чӑваш ялӗсенче тимӗр-тӑмӑр сутма чарнӑ?

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн тесен тахҫан ӗлӗкех патша указӗпе чӑвашсене тимӗрҫ лаҫҫисем тытма, хӗҫсемпе сӑнӑсем, пӑшалсем тума чарнӑ.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑшал ӑсти тесессӗн — Юнӑш кунтан кӗтсессӗн Мӗншӗн тесен чӑваша Вӑл ӗҫпеле хӑтланма Ӗлӗкрехри саманра Чарнӑ Петӗр, ман патша: Чӑваш ҫынни йӗркесӗр Хӑш чух ӗҫлет киревсӗр.

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Гаврилов станокне чарнӑ, деталӗсене пробкӑпа тӗрӗслет.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӗсен рекламине те чарнӑ.

Помоги переводом

Тӗтӗм хакӗ // Н.СТЕПАНОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 5 с.

Унпа килӗшӳллӗн вӑрмана талккӑшӗпех касма чарнӑ, шурлӑха ҫутҫанталӑк палӑкӗ шутне кӗртнӗ, фермерсене пулӑшма ятарласа программа йышӑннӑ.

Помоги переводом

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней