Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗсйинчи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑвала, хӑвала! — терӗ Нагульнов, Титок ҫине шӑтарасла тимлӗн пӑхнӑ май кӗсйинчи наганне чӑмӑртаса.

— Шевели, шевели! — говорил Нагульнов, напряженно посматривая на Титка, сжимая в кармане наган.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов кӗске кӗрӗкӗн кӗсйинчи наганӑн сивӗ аврине хыпашласа тупрӗ.

Нагульнов нащупал в кармане полушубка холодную колодку нагана.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Улттӑшӗ сана, ҫиччӗмӗшне вара… — терӗ те, кӗсйинчи наганӗн параппанне пӳрнипе шӑкӑртаттарса ҫавӑрчӗ.

Шесть тебе, а уж седьмую… — И легонько покрутил пальцем застрекотавший в кармане нагановский барабан.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аллисемпе ҫул хӗрринче ларакан ытла ир папкаланма пуҫланӑ йывӑҫсене ачашларӗ, кайӑксене кӗсйинчи хӗвел ҫаврӑнӑшӗпе хӑналарӗ.

Девушка ласкала придорожные деревья, у которых только-что начали набухать почки, кормила птиц семенами подсолнуха.

Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив

Кӗсйинчи табак енчӗкӗ патне туртӑнчӗ.

Полез за кисетом.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Хура жилет кӗсйинчи сехечӗ кӗмӗл сӑнчӑрпаччӗ.

Часы в кармане черного жилета были на серебряной цепи.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней