Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн Каргополь уездӗнчен килекен ҫӗнӗ боецсене йышӑнмалла, ҫакӑн хыҫҫӑн вара пӗтӗм отрядӑн Двина ҫине куҫмалла.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Арми штабӗ кӑтартса панӑ тӑрӑх, отрядӑн, Ческая ялӗнчен тухса кайса, Двина ҫине куҫмалла.Согласно указанию штаба армии, отряд должен был покинуть Ческую и перебраться на Двину.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫав станок ҫинче унӑн пилӗк уйӑха яхӑн ӗҫлемелле пулнӑ, унтан тимӗрҫӗ ӗҫне, лудить тӑвас ӗҫе, юлашкинчен вара машинӑсене пухас ӗҫе куҫмалла пулнӑ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
«Ҫапах та ҫӗрсем королевӑн аллине куҫмалла, сире вӑл уншӑн нумай ырлӑхсем туса парӗ», тесе хушса хунӑ вӑл.«Однако, — добавил он, — земли должны перейти к королеве, которая щедро одарит вас за это».
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Манӑн ӗнтӗ пӗр ҫул ҫеҫ юлать — пенси ҫине куҫмалла та отставкӑна тухмалла.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хулана батальон хӑварӑр, унӑн вӑрҫӑ участкин командирӗн, Н. полк командирӗн аллине куҫмалла.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вара пирӗн каллех хамӑрӑн кустӑрмасем ҫинчи пӳрте куҫмалла пулчӗ.
Кустӑрмасем ҫинчи пӳрт // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 69–71 с.
Флигеле куҫмалла мар-и пирӗн, Николай Петрович?
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Анчах малтан нимӗҫсен ҫак иккӗмӗш ушкӑнне ҫапса ҫӗмӗрмелле-ха, вӗсене каялла ывӑтмалла, вара кунта хӳтӗлеме икӗ-виҫе пулемет хӑварса Катьӑна пулӑшма куҫмалла.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Батальонӑн, казаксем пӑрахса кайнӑ Елански хуторӗнчен иртсе, Елански станица еннелле куҫмалла, унтан, З-мӗш батальонӑн Букановски енчен наступлени тӑвакан ротипе ҫыхӑнса, Антонов хуторне пырса йышӑнмалла.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Кунта ҫырнӑ акӑ: «Арженовскинче Ҫирӗм иккӗмӗш полк командирӗн распоряженине куҫмалла. Пӗр тӑхтамасӑр каялла таврӑнмалла», — тенӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ак ҫисе те ятӑмӑр, каллех килти ҫиме ҫине куҫмалла: ҫӑкӑр, яшка, сахӑр; ҫӑкӑр, яшка, сахӑр…Вот и съели, опять переходим на домашнюю еду: хлеб, суп, сахар; хлеб, суп, сахар...
Атте хулана кайсан // Микулай Павловский. https://www.facebook.com/permalink.php?s ... 4345864182
Йӗри-тавра пӑхса илме те ӗлкӗрейместӗн — тепӗр вырӑна куҫмалла.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Куҫмалла сан, Михайлович, ман пата, — сасартӑк, шӳтлемесӗр каларӗ Анна, каллех Лозневойӑн шухӑшне пӗлнӗ пек.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫемьеллисене те, уйӑрса панӑ вырӑнах йышӑнма ыйтатӑп, вырӑнтан вырӑна куҫмалла ан пултӑр.Семейных тоже просил бы обосноваться там, где им отведено, и уж больше не кочевать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫамрӑк авиастроительсен — «ЮАС» — клубӗнче ҫирӗп йӗрке пулнӑ: кашни «юасӑн» малтан деталь тума вӗренмелле, унтан схематикӑллӑ планер модельне пуҫтармалла, кайран резина двигатӗллӗ, рейкӑллӑ модель тума куҫмалла пулнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ҫапӑҫу йӗрки акӑ мӗнлерех ыйтусене тивӗҫтермелле: ҫаврӑнӑҫулӑха, куҫса ҫӳреме пултараслӑха, пиҫӗлӗхе, командӑлама меллӗ пулмаллине, кирек хӑш ҫӗрте те вырнаҫма пӗлеслӗхе; вӑл, мӗн май килнӗ таран, вутран ҫухату сахалтарах тӳсмелле, час пухӑнма та час сапаланса выртма пултармалла тата поход йӗркине хӑвӑрттӑн куҫмалла…
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кимӗ патне каякан хурахсем ҫакна илтсе сасӑ парсан, тепӗр вырӑна куҫмалла, унта каллех ҫавӑн пек кӑшкӑрмалла; ҫапла вырӑнтан вырӑна куҫса кӑшкӑрса ҫӳремелле, тӑшмансене вӑрман ӑшнелле шаларах илӗртсе кайса аташтарса ямалла, Эрнепе капитан помощникӗн вара ҫавра ҫулпа каялла ман пата таврӑнмалла.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Федьӑн ман пата ҫеҫ куҫмалла.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Виҫӗ кун умлӑ-хыҫлӑ вӑл Ольга патне хулана ҫӳрерӗ, вӗсем патӗнчех апатланчӗ; ҫак эрнере ҫӗнӗ хваттере куҫмалла, ҫавӑнпа килте ним йӗрки те ҫук, терӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956