Поиск
Шырав ĕçĕ:
йӑпану сăмах пирĕн базăра пур.
9. Эй Иерусалим ишӗлчӗкӗсем, хӗпӗртенӗр, савӑнӑр, пӗрле юрлӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне йӑпану кӳчӗ — Иерусалима хӑтарчӗ.
Ис 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Черкке тӗпӗнче йӑпану шырани те пулнӑ, тарӑхнипе эрнипех ӗҫнӗ...
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Хӑйӗн пурнӑҫне кирлӗ пек пурӑнса ирттерекен ҫыннӑн вӑхӑчӗ виҫӗ пая пайланать: ӗҫ, киленӳ тата кану е йӑпану.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак ирсӗр чир, хуласемпе ялсене сарӑлса, питӗ тӑрӑшса пӑхакансен аллисенчен те ҫынсене туртса илнине Вера Павловна пӗлнӗ, — анчах «сан инкекӳшӗн эпӗ айӑплӑ мар, уншӑн, тусӑм, эсӗ те айӑплӑ мар», теме ҫеҫ пӗлни вӑл начар йӑпану; ҫапах та ҫав яланах тӗл пулакан ӗҫсем кашниех Вера Павловнӑна нумай кӳрентернӗ, унтан та ытларах ӑна нумай чӑрмав кӳнӗ: хӑш чухне пулӑшмашкӑн ҫынсем шырамалла пулнӑ; час-часах вара шырама кирлӗ пулман, пулӑшмалла кӑна пулнӑ: ҫынна лӑплантармалла, хаваслантармалла, хӑйӗн тивӗҫне туйма вӗрентмелле, «йӗме чарӑн, — чарӑнсан йӗмелли урӑх нимӗн те юлмӗ», тесе ӑнлантармалла.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.