Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑлипе (тĕпĕ: йӑла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иван, хӑнӑхнӑ йӑлипе, ларкӑч ҫинчен вашт ҫеҫ сиксе, хуҫи патне пычӗ, анма пулӑшрӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Али-Акрам яланхи йӑлипе хӗҫҫине туртса кӑларнӑ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн лаша пур, ваттисен йӑлипе ут хӑрпанӗ ирттерес терӗмӗр.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗлле кайсан Кӗпӗрьян Ахтупайпа Северьяна хӑнана та чӗннӗччӗ — Эрнеҫ ывӑл ҫуратса панӑ та, вӗсем ӑна ваттисен йӑлипе ят хучӗҫ.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп кунта ваттисен йӑлипе чӳк ирттерме килнӗ.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вара туйра чӑваш йӑлипе арӑмна саламатпа туртса ҫапатна?

Помоги переводом

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем Ухантее авалхи чӑвашсен йӑлипе тупӑксӑрах ҫӗре чавса чикрӗҫ те пуҫ вӗҫне салам юпи лартрӗҫ.

Помоги переводом

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Юрӗ, ыттисене кӳрентернӗ тейӗпӗр, — яланхи йӑлипе каллех хӑй тӗллӗн калаҫрӗ Ухантей.

Помоги переводом

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫармӑс хӗрӗсен тахҫанхи йӑлипе качча кайиччен кӗсле калама вӗренчӗҫ вӗсем, ун валли вӑхӑчӗ ҫителӗклӗ пулчӗ.

Помоги переводом

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малти пӳртре, хуҫа кӗреки хушшинче, ӗҫкӗ-ҫикӗ ваттисен йӑлипе шӑппӑн, сӑпайлӑн пуҫланчӗ.

Помоги переводом

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чи малтан ваттисен йӑлипе атте-аннесене асӑнар, — сӗтел ҫине темиҫе тумлам эрех тумлатрӗ вӑл.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламасӗ, хырӑм выҫҫине пӑхмасӑрах, яланхи йӑлипе шӑл йӗрет ӗнтӗ, ашшӗ нимӗн те чӗнмест, амӑшӗ вара вӗҫӗмсӗр макӑрать.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай мӑрса: «Кайрӑмӑр, Иливан, ман кунта пасарти пек янӑраса тӑма вӑхӑтӑм кӗске», — тесен вӑл чура йӑлипе ура ҫине сиксе тӑчӗ те, мӗн тӑвас ӗнтӗ манӑн тенӗ пек, ашшӗ ҫине пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай яланхи йӑлипе таҫта ҫухалчӗ, вӗсем вырӑс сотникӗпе пӗрле ӗҫке ярӑнчӗҫ пулмалла, тимӗрҫӗ вара хӑй сисмен ҫӗртенех тӑлмачӑ пулса тӑчӗ.

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп — сирӗн ял ҫынни, — терӗ вӑл яланхи йӑлипе калаҫнӑ хушӑра уткаласа ҫӳресе.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кайӑксем кашни харпӑр хӑйӗн йӑлипе, хӑйӗн пурнӑҫ меслечӗпе ирӗкре пурӑнма вӗреннӗ.

Помоги переводом

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Каятӑп та ялти лавккана, чӑвашсен йӑлипе пусма туянатӑп, ача-пӑчана вылямаллисем.

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Евчӗ ӑна, чӑвашсен йӑлипе, пире вӑрласа килме хушнӑ.

Сватья велела нам ее украсть, по вашему обычаю, значит.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тусӗсем пурӑнакан пӳрт ҫывӑхӗнче Ухтиван картишӗнчен тухакан Миклая курса хӗпӗртесе ун патне чупса пырать, вырӑс йӑлипе ӑна ыталаса чӑмӑртать.

А вот и дом, где живут его друзья. Увидев во дворе Миклая, Ухтиван не удержался и припустил бегом. Обнял по русскому обычаю, крепко пожал руку.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Аван-и! — вырӑс йӑлипе килнӗ ҫынсен аллисене тытса чӑмӑртарӗ Ухтиван.

— Здравствуйте! — Ухтиван по русскому обычаю крепко пожал пришедшим руки.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней