Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

бригадӑн (тĕпĕ: бригада) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушӑ ларакан кулак ҫурчӗсенчен пӗрне йышӑнса, унта бригадӑн штабне вырнаҫтарчӗҫ.

Под штаб бригады заняли один из пустовавших кулацких домов.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ӑшӑ карта-витесем тунӑ ҫӗрте Яков Лукич епле тӑрӑшса, пурне те чухласа ӗҫленине, утта епле тирпейлӗ тыткаланине аса илчӗ, пӗррехинче, колхозӑн виҫӗ лаши чирлесен, вӑл каҫран пуҫласа ирчченех витерен тухма пӗлмерӗ, хӑех лашасене клизмӑсем лартрӗ, чикен чикнисем иртсе кайччӑр тесе, вӗсене хӑй аллипе кантӑр ҫӑвӗ ӗҫтерчӗ; унтан тата, лашасем чирленишӗн айӑплӑ ҫынна — пӗрремӗш бригадӑн конюхне, Куженкова, юлашки эрнере лашасене ыраш улӑмӗпе кӑна тӑрантарса усранӑскерекколхозран кӑларса сирпӗтме никамран малтан сӗнӳ пачӗ.

Он вспомнил, как Яков Лукич заботливо и смекалисто устраивал теплые базы, как берег сено, как однажды, когда заболели три колхозные лошади, он с вечера до утра пробыл на конюшне и собственноручно ставил лошадям клизмы, вливал им внутрь конопляное масло, чтобы прошли колики; а потом первый предложил выбросить из колхоза виновника болезни лошадей — конюха первой бригады Куженкова, который, как оказалось, в течение недели кормил лошадей одной житной соломой.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич февралӗн 8-мӗшӗнче Половцев канаш панипе иккӗмӗш бригадӑн нарядчикне ҫынсем уйӑрса, тӑватӑ лавпа вӑкӑр витисем патне ҫырмаран хӑйӑр турттарса килме хушрӗ.

Это по мысли Половцева Яков Лукич 8 февраля приказал нарядчику второй бригады выделить четыре подводы с людьми и привезти к воловням речного песку.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫуркунне мӗнле килессине пӗлмесӗрех, епле эсӗ мана плуг пуҫне мӗн чухлӗ сухаламаллине малтанах палӑртса пама пултаратӑн-ха? — кӑшкӑрса ячӗ виҫҫӗмӗш бригадӑн бригадирӗ, шатра питлӗ те патмар кӗлеткеллӗ Агафон Дубцов, Давыдов ҫине сиксе ӳксе.

— Как ты могешь мне выработку загодя на плуг устанавливать, ежели не знаешь, какая будет весна? — кричал бригадир третьей бригады, рябой и дюжий Агафон Дубцов, нападая на Давыдова.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мана пӗр сӑмах калама парсамӑрччӗ! — каҫса кайса кӑшкӑрать иккӗмӗш бригадӑн бригадирӗ Любишкин.

Одно словцо мне дайте! — надрывался бригадир второй, Любишкин.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Виҫҫӗмӗш бригадӑн бригадирӗ, шатра питлӗ Агафон Дубцов тата Аркашка Менок кӗтесре хуторти пӗртен пӗр тимӗрҫӗпе, Ипполит Шалыйпа, тем пирки тавлашаҫҫӗ.

Бригадир третьей бригады рябой Агафон Дубцов и Аркашка Менок о чем-то спорили в углу с единственным в хуторе кузнецом, Ипполитом Шалым.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ялти хастарсем, Мускавра «Стройгеффест» строительство организацийӗнче тӑрӑшакан бригадӑн ӗҫченӗсем, укҫа-тенкӗ пухса ҫак ӗҫе пуҫӑннӑ та.

Помоги переводом

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней