Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗпписене пусса кӑларсан ачасем унӑн йӑвине ишсе антарнӑ, сар туталлӑ чӗпписене вӗлерсе кушака панӑ.Когда она вывела желторотых птенцов, ребятишки с улицы разорили гнездо, а птенцов скормили кошке.
Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫулла ҫул утӑ; кӗркунне — Ҫӳлтен мӑн сулӑсем антарнӑ.
XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Укҫалла килӗшнӗ шофер унӑн тем пысӑкӑш ещӗкӗсене аран — аран ҫӗклесе ҫӗрелле антарнӑ.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл, темле йывӑр япалана хулпуҫҫи ҫинчен антарнӑ пек, ассӑн сывласа ячӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хама амантсан манӑн пӗр санинструкторпа темиҫе сехет хушши хирте выртмалла пулчӗ, нимӗҫсем десант антарнӑ та, ниепле те иртсе каяймастпӑр.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Фермӑсенчи ӗнесем вӑтамран кашниех 4458 килограмм сӗт антарнӑ.
Выльӑх шутне чакарман, апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b2%d1%8 ... b0%d1%82e/
Картишӗнче хӑйне йӑтса антарнӑ чух ҫеҫ тӑна кӗчӗ те ӗсӗклесе йӗме тытӑнчӗ.
8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сан ҫыннусем сӗтӗрсе антарнӑ ӑна лаша ҫинчен.
5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӗрачана ҫӗр ҫине антарнӑ.
Фельдшерсем хӗрачана йывӑҫ ҫинчен анма пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33265.html
— Павел Николаевич, куна сирӗн пата вырттармалла пуль: чӗри начар ӗҫлет, тӑнӗ ҫухалнӑ, — терӗ, лав ҫинчен ҫӗклесе антарнӑ ҫын ҫине кӑтартса.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вӑл пачах та хускалман, тинӗс ӑна хӑйӗн сарлака ярӑмӗпе ҫӳлелле ҫӗкленӗ те каялла антарнӑ.Он не шевелился, и только море, поднимаясь и опускаясь широкой полосой, поднимало и опускало его.
Малтанхи вӗҫев // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 29–30 с.
Юнашарти вакунран темиҫе ҫынна антарнӑ иккен.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Патшана сирпӗтсе антарнӑ! —
Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ыран ӑна Хусана илсе каятӑп хампа пӗрле, — ҫывӑракан ачана вӑратса, тӑрантас ҫинчен антарнӑ чух каларӗ Михала.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫак самантра хӗвел енчен антарнӑ карӑ хускалчӗ; чӳрече янахӗ ҫине сиксе хӑпарнӑ кушак мӗлки хӳрине ҫӗклерӗ те Джесси ӑна хӑратас йӳтӗмпе алӑ тупанӗсемпе ҫатлаттарчӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫак карапа юратуллӑн ӑсталанӑ, шыва антарнӑ…
XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпир антарнӑ гротпа ҫывхаратпӑр, акӑ «Чӑмав» тимӗр буй тӗлӗнче яккӑр ячӗ, карап хӳринчи вӗрене хыпалансах буй ункинчен чиксе-ҫыхса хучӗҫ.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Сулхӑн пӳлӗме кӗрсе тӑтӑм; хӗвел енче чӳрече каррисене антарнӑ, ӗҫлӗ сӗтелсен хушшинче пичет машинисем перкелешеҫҫӗ, служащисем тытӑнкӑллӑн калаҫаҫҫӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кӗпене — тасаскере, якатнӑскере, лӑпкӑн ҫакӑнса тӑраканскере — хыпаланчӑк алӑпа туртса антарнӑ евӗр пулса иртмеллеччӗ-тӗр хӗрпе.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Чӗр куҫҫисемпе упалене-упалене ҫапӑ-шанкӑ, ҫӗрӗк япаласем, тункатасем, ҫумӑр юхӑм-шарлакӗ кунта ҫӗр-ҫӗр ҫул хушшинче юхтарса антарнӑ пӗтӗм япалана хыпашла-хыпашла пуҫтартӑмӑр; юлашкинчен ҫак ӗҫе вӗҫлесе шӑрпӑк чӗртрӗм те стена ҫумӗнчи каплама тивертрӗм.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.